Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Гимн района

Вăрмар юрри
Юрий Сементер сăвви
Геннадий Максимов кĕвви

Пуç тайса хĕвеле саламлаççĕ
Шурă тумлă Вăрмар сачĕсем.
Савăнса çĕнĕ юрă юрлаççĕ
Вăрмар ен пикисем, каччисем.

Хушса юрламалли:
Вăрмар, Вăрмар,
Мĕн-ма юрлас мар
Çурхи туйăм пулсан чĕрере.
Выляр, кулар,
Пĕрле савăнар,
Туслăх пытăр, туссем, ĕмĕре.

Улăп-паттăр ташлать пулĕ тейĕн
Пуйăссем иртнĕ чух ярăнса.
Алăра вăй вылять ик хевтеллĕн
Вăрмарсем нимене пухăнсан.

Хушса юрламалли.

Чечеклен, çамрăклан, тăван енĕм,
Илемлет эс чăваш тăрăхне.
Ĕçпеле пур тавра хисепленĕ,
Ĕç парнелĕ телей-ырлăхне.

Прикрепленные файлы

Гимн района
Скачать
(mp3,   2,22 Mb)