Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Факеллă эстафетăна хутшăнакансем Вăрмар тăрăхĕнче пулчĕç

Факеллă эстафетăна хутшăнакансем Вăрмар тăрăхĕнче пулчĕç

Иртнĕ юнкун кăнтăрла хыççăн пирĕн района халăхсем хушшинчи "Туслăх чупăвĕ" эстафетăна хутшăнакансем çунакан факел йăтса чупса çитрĕç. Тăвайпа Вăрмар районĕсен чиккинче вĕсене райадминистраципе Кĕтеснер ял тăрăхĕн ĕçченĕсем, Вăрмарти Г.Е. Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти волонтерсем - спорт енĕпе палăрнă çамрăксем кĕтсе илчĕç.

Кĕтеснерти культура çурчĕ çумĕнчи "Нарпи" ансамбльте юрлакансем, капăр тумланнă пикесем, илемлĕ чăваш юррисем шăрантарса хăнасене авалхи йăлапа çăкăр-тăварпа, пыллă сăрапа сăйларĕç. Райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ - организаципе контроль тата кадр ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Н.Павлов, райадминистрацин физкультурăпа спорт пайĕн начальникĕ А.Краснов тата тĕп специалист-эксперчĕ В.Ильин, Кĕтеснер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Николаев эстафетăна хутшăнакансене çĕр çинче мир хуçалантăр тесе ырă ĕç тунăшăн, пирĕн района çитсе ун территорийĕпе чупнăшăн тав турĕç, вăрмарсем "Туслăх чупăвĕ" эстафетăна хапăл туса йышăннине палăртрĕç.

Эстафета участникĕ, анăç енне чупакансен координаторĕ Н.Егоров "Туслăх чупăвĕ" эстафетăн историйĕпе кĕскен паллаштарчĕ. "Туслăх чупăвĕ" - халăхсем хушшинчи факеллă эстафета, туслăха, килĕшĕве, пĕрлĕхе сăнарлать. Унăн тĕллевĕ Çĕр чăмăрĕ çинче мирлĕ пурнăç культурине аталантарса çирĕплетесси. Эстафета авторĕ - Шри Чинмой, паллă обществăлла тата гуманитарлă деятель, спортсмен. 1987 çултанпа пулакан эстафетăна ?Раççейре 1991 çултанпа% паянхи кунччен пурĕ миллион ытла çын хутшăннă. 30 çул хушшинче вĕсем 155 çĕршывра факел йăтса чупнă, 600 пин км дистанцие парăнтарнă, çав шутра пирĕн çĕршывра 220 пин км чупса тухнă.

Кăçал эстафета 100 ытла çĕршывра иртет. Унăн маршручĕн вăрăмăшĕ 70 пин километрпа танлашмалла, Раççейре пурĕ 15 км чупĕç. Пирĕн çĕршывра эстафета Тюмень хулинче июнĕн 12-мĕшĕнче старт илнĕ. Унта Раççей, Казахстан, Латви представителĕсем ?профессионаллă спортсменсем мар, пурте ахаль çынсемех% хутшăнаççĕ. Вĕсем икĕ ушкăна пайланса икĕ еннелле чупса кайнă. Тухăçалла чупакансем августăн 24-мĕшĕнче Владивостокра, анăçалла чупакансем ?шăпах вĕсем çитнĕ ĕнтĕ пирĕн района% сентябрĕн 21-мĕшĕнче Ставропольте финиша тухĕç.

Асăннă проекта тĕрлĕ çулсенче Далай Лама, Михаил Горбачев, Ирина Роднина, Николай Валуев, Пол Маккартни тата ытти паллă çынсем хутшăннă. Мир факелĕ космоса та, Эльбрус тăвĕ çине те, Çурçĕр полюса та çитнĕ. Вăрмарсем те ăна алра тытса курас шанăçпа усă курмасăр чăтаймарĕç, Мир факелĕ алран алла куçрĕ.

Эстафетăна хутшăнакансем вĕсене çапла тараватлăн кĕтсе илнĕшĕн тав турĕç, "Туслăх чупăвĕ" эстафетăн гимнĕпе ăна акăлчанла тата вырăсла юрласа паллаштарчĕç. Пирĕн волонтерсем чупакансем патне хутшăнса вĕсемпе пĕрле Вăрмар поселокĕ витĕр Чупай ял тăрăхнелле чупрĕç. Кунта та эстафета участникĕсене хапăл туса кĕтсе илнĕ. Унта çĕр каçнă хыççăн, тепĕр кунне вĕсем Çĕрпÿ еннелле çул тытнă, Шупашкара çитнĕ.



30 июля 2018
11:00
Поделиться