Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Поздравление с Днем воспитателя и всех дошкольных работников

Районти ача-пăча сачĕсен хисеплĕ ĕçченĕсемпе ветеранĕсем!

Сире професси уявĕпе - Шкул çулне çитмен ачасен вĕрентÿ учрежденисен ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатпăр.

Ача сачĕ – кашни пепкешĕн пĕрремĕш утăм. Шăпах ача садĕнче вĕсем хăйсен тавра-курăмлăхне ÿстерме пултараççĕ, пĕр-пĕринпе хутшăнма, атте-аннене тата тус-юлташсене хисеплеме, тăван çĕр-шыва юратма вÿренеççĕ. Ачасем ÿссе çитсен мĕнле çын пуласси сирĕн  ăсталăхран, тăрăшулăхран нумай килет.

Воспитательсене хăйсен професси тивĕçĕсене чыслăн тата яваплăн туса пынишĕн тав сăмахĕ калатпăр. Пĕтĕм чунтан çирĕп сывлăх, ĕçре ăнăçусем, телей тата тулли пурнăç сунатпăр.

Вăрмар район пуçлăхĕ                                                            М.А. Пуклаков


Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ                              А.В.  Васильев

Уважаемые работники и ветераны дошкольных учреждений района!

От всей души поздравляем вас с вашим профессиональным праздником — Днем воспитателя и всех работников дошкольного образования!

Дошкольный возраст — особенно важный и ответственный период в жизни ребенка, в этом возрасте формируется личность и закладываются основы здоровья. С помощью своих воспитателей дошкольники познают окружающий мир, учатся любить и беречь свою Родину. Благополучное детство и дальнейшая судьба каждого ребенка зависит от мудрости воспитателя, его терпения, внимания к внутреннему миру ребенка.

Выражаем глубокую признательность воспитателям за высокий профессионализм и ответственный подход к своему делу.  От всей души желаем вам крепкого здоровья, успехов в работе, счастья и благополучия.

Глава Урмарского района                                                       М.А. Пуклаков

 

Глава администрации Урмарского района                              А.В. Васильев

         



27 сентября 2019
07:58
Поделиться