Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Поздравление с Днем пожилых людей

Аслă ăрăвăн хисеплĕ çыннисем, ветерансем!

Сире Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунĕпе ăшшăн саламлатпăр!
«Ватă çын - тăватă çын» - теççĕ пирĕн халăхра. Аслă çынсем пире, çамрăксене, ăс паракансем, паха пурнăç опытне тата пĕлĕвне упракансем. Аслă Отечественнăй вăрçă çулăмĕсем витĕр тухса, тылра ырми – канми тăрăшса эсир пире мирлĕ пурнăç парнелерĕр. Çакă, паллах, эсир Тăван çĕршыва чунтан юратнине сăнарласа парать. Эпир сирĕн çитĕнĕвĕрсемпе чун-чĕререн хавхаланатпăр, сиртен тĕслĕх илетпĕр, пурнăçри хастарлăхăршăн савăнатпăр.
Хаклă ветерансем! Сирĕн пурнăçри опыт, кăмăл-сипет, чун тараватлăхĕпе тарăн ăс паянхи çамрăксене пурнăçа лайăхрах пĕлсе çитме, ырă ĕçсем тума, обществăна усă кӳме пулăшаççĕ. Пурсăра та район ырлăхĕшĕн нумай çул тата тӳрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн, район аталанăвне сиртен кашниех хывнă курăмлă тӳпешĕн пĕтĕм чунтан тав тăватпăр!
Сире пурсăра та çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал, лайăх кăмăл тата, паллах, хăвăрăн тăванăрсемпе çывăх çыннăрсен юратăвĕпе тимлĕхне туллин туйма сунатпăр!

Вăрмар район пуçлăхĕ                                                    М.А. Пуклаков

Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ                       А.В. Васильев

Уважаемые ветераны, люди почтенного возраста!

Искренне поздравляем вас с Днем пожилых людей.

«Зрелый человек стоит четверых», - говорят у нас в народе. Люди старшего поколения - это источник мудрости, хранители уникальных знаний и жизненного опыта, что представляет большую ценность для подрастающего поколения. Бессмертные подвиги тех, кто прошел сквозь огонь Великой Отечественной войны, подарил нам мирное небо над головой,  ковал победу в тылу - пример истинной любви к своей малой Родине.  

Мы восхищаемся вашими достижениями, берем с вас пример, не устаем радоваться вашей активной гражданской и жизненной позиции.

Дорогие ветераны! Ваш жизненный опыт, нравственные и моральные принципы, душевная щедрость и мудрость помогают сегодняшней молодежи открывать новые грани жизни, совершать добрые поступки, приносить пользу обществу.

От всей души выражаем вам слова искренней признательности за многолетний и добросовестный труд на благо родного района.

Желаем вам всем крепкого здоровья, неиссякаемой энергии, хорошего настроения и, конечно, любви и внимания ваших родных и близких!

 Глава Урмарского района                                            М.А. Пуклаков

 Глава администрации Урмарского  района                   А.В. Васильев 

 

 



01 октября 2019
08:01
Поделиться