Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Поздравление с Днем работников дорожного хозяйства

Çул-йĕр хуçалăхĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире професси уявĕпе - Ҫул-йӗр хуçалăхĕн ĕçченĕсен кунĕпе ăшшăн саламлатпăр!
Эсир пурнăçлакан ĕç пахалăхĕпе водительсемпе пассажирсен, çуран çынсен пурнăçĕпе хăрушсăрлăхĕ, машинăсем чăрмавсăр çÿресси тата грузсене кирлĕ çĕре вăхăтра илсе çитересси тÿрремĕнех çыхăннă.
Çул-йĕр ĕçченĕсем хăйсен умĕнче тăракан тĕллевсене çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртсе, хальхи йышши техникăна явăçтарса пысăк ăсталăхпа пурнăçа кĕртсе пыраççĕ. Паян вĕсем хăйсен ырми-канми ĕçĕпе автомобиль çулĕсен тытăмне лайăх шайра тытса тăраççĕ кăна мар, çул хĕрринчи сервиса та лайăхлатаççĕ. Малашне тумалли те чылай-ха, анчах та эпир пĕрлехи вăйпа çитĕнÿ тума пултарасси пирки пĕрре те иккĕленместпĕр.
Сире хăвăр суйласа илнĕ ĕçе чунтан парăннăшăн чĕререн тав тăватпăр. Çирĕп сывлăх, çитĕнÿсем, телей тата ырлăх сунатпăр!

Вăрмар район пуçлăхĕ                                                    М.А. Пуклаков

Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ                       А.В. Васильев

Уважаемые работники и ветераны дорожного хозяйства!

 Поздравляем вас с профессиональным праздником - Днём работников дорожного хозяйства!

 От качества вашей работы зависят жизнь и безопасность водителей, пассажиров и пешеходов, бесперебойное движение машин и своевременная доставка грузов. Применяя новые технологии, привлекая современную технику, дорожники профессионально выполняют стоящие перед ними задачи. Сегодня их стараниями не просто поддерживается автомобильная сеть, но и улучшается придорожный сервис. Многое еще предстоит сделать, но без сомнения совместными усилиями нам удастся добиться успехов.

От всей души благодарим вас за верность выбранному делу. Желаем крепкого здоровья, дальнейших успехов, счастья и благополучия.

 

Глава Урмарского района                                       М.А. Пуклаков        

 

Глава администрации Урмарского                                А.В. Васильев



19 октября 2019
08:10
Поделиться