Поздравление с Днем матери

Ытарайми аннемĕрсем, хисеплĕ хĕрарăмсем!


      Сире Амăшĕн кунĕ ячĕпе чунтан саламлатпăр.

     Çак кун пирĕншĕн кашнийĕшĕн пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен аннемĕрсем – пирĕн чи çывăх çыннăмăрсем. Вĕсен   умĕнче эпир пуçăмăрсене çĕре çити таятпăр. Аннен ырă кăмăлĕнчен, тимлĕхĕнчен, ăса вĕрентсе каланă сăмахĕнчен хакли, пĕлтерĕшли пурнăçра нимĕн те çук. Ахальтен каламаççĕ, хĕвел патĕнче ăшă, анне патĕнче ырă. Анне – пирĕн пурнăçри пĕрремĕш сăмах, вăл яланах ырăлăх, юрату, çепĕçлĕх пĕлтерĕшĕсемпе тачă çыхăннă. 

     Çак пысăк уяв куннĕнче аннемĕрсене çĕр çинчи пĕтĕм ырă та ăшă сăмахсене  халаллатпăр. Çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, иксĕлми телей, юрату сунатпăр сире! 

Вăрмар район пуçлăхĕ                                                    М.А. Пуклаков      
Вăрмар районадминистрацийĕн пуçлăхĕ                        А.В. Васильев

Милые мамы, дорогие женщины!

         От души поздравляем вас с Днем матери.

         Этот день особо значим для каждого из нас. Перед самыми близкими людьми – мамами мы преклоняем свои головы,  выражаем слова восхищения и бесконечной признательности всем женщинам: познавшим радость материнства, отдавшим лучшие годы воспитанию детей. Нет ничего дороже в жизни маминой доброй улыбки, внимательности, поучительных слов. Не зря говорят при солнце тепло, при матери добро. Мама – первое слово в жизни ребенка, оно тесно связано с такими понятиями, как любовь, нежность, доброта.

В этот праздничный день посвящаем матерям все самые  теплые слова поздравлений. Желаем Вам крепкого здоровья, долгих лет жизни, счастья, любви!

 Глава Урмарского района                                            М.А. Пуклаков

Глава администрации

Урмарского района                                                        А.В. Васильев



22 ноября 2019
16:15
Поделиться