Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Поздравление с Новым годом и Рождеством!

Хисеплĕ ентешсем, Вăрмар районĕн çыннисем!


Сире пурне те Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсен ячĕпе чунтан саламлатпăр.

Çĕнĕ çул асамĕ пире пурне те тыткăнлать, ырă туйăмсем вăратса тата та нумайрах ĕç тума хавхалантарать. Шăпах çак вăхăтра эпир иртсе пыракан çул кăтартăвĕсене пĕтĕмлететпĕр тата малашлах вали тĕллевсем палăртатпăр.

2019 çул пирĕншĕн пуриншĕн те пĕчĕк тата пысăк ĕçсен çулталăкĕ пулчĕ. Паллах, пурнăçа кĕртнĕ тĕллевсенче пирĕнтен  кашнийĕ хăй тÿпине хывнă.

Шанатпăр, çитес çул çутă та пуян пулĕ, пире чылай кăсăк пулăмпа тата çĕнĕлĕхпе савăнтарĕ.

Хаклă ентешĕмĕрсем, сире çирĕп сывлăх, çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм, иксĕлми вăй-хал, ырă пуçарусенче ăнăçу, телейпе юрату сунатпăр! Уяв каçĕнче ĕмĕтленнĕ чи çутă ĕмĕтĕрсем пурнăçланччăр!Çĕнĕ çул ячĕпе сире!


Вăрмар район пуçлăхĕ                                                   М.А. Пуклаков


Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ                      А.В. Васильев 

Дорогие жители Урмарского района!

Поздравляем вас с самыми любимыми и долгожданными праздниками – Новым годом и Рождеством  Христовым!

Новый год – это чудесная пора ожидания волшебства. Это праздник веры и надежды, добра и света, гармонии и любви. Именно в это время мы подводим итоги уходящего года и намечаем планы на будущее.

2019 год для всех нас стал годом больших и малых добрых дел.

Уверены, что наступающий год будет ярким и насыщенным, нас ждет много интересных событий и новых открытий. 

Желаем вам, дорогие земляки, крепкого здоровья, бодрости и силы духа, неиссякаемой энергии, удачи в добрых начинаниях, счастья и любви! Пусть ваши заветные желания, загаданные в праздничную ночь, обязательно сбудутся! С новым годом!

 Глава Урмарского района                                              М.А. Пуклаков

 Глава администрации Урмарского района                     А.В. Васильев

 



31 декабря 2019
12:03
Поделиться