Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

«Вут-çулăмлă çулсен ахрăмĕ»

Вăрçă йывăрлăха чăтма вĕрентнĕ

Аслă Отечественнăй вăрçăра пулнисене тата тыл ĕçченĕсене хисеплесе аса илес тапхăр малалла пырать. Вĕсем яланах пирĕн асăмăрта. Пирĕн пуласлăхшăн, çутă малашлăхшăн пуçĕсене хунисем, вăрçă хирĕнчен аманса килĕсене таврăннисем, вăрçă вăхăтĕнче ывăннине туймасăр вăй хунă тыл ĕçченĕсем, ачалăх мĕнне пĕлмен ачасем нихăçан та манăçмаççĕ.

4Çÿлерех асăннă çынсенчен пĕри Çиçтĕпе ялĕнче 1919 çулхи июнĕн 17-мĕшĕнче çуралнă Георгий Яковлевич Яковлев пулнă. Унăн кун-çулĕпе хаçат вулакансене паллаштарас тĕл­левпе мăнукĕпе Валерий Вениаминович Яковлевпа тĕл пулса калаçрăмăр:

«2020 çула Астăвăмпа Мухтав çулталăкĕ тесе па­лăрт­ни Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 75 çул çитнипе çыхăннă-ха ĕнтĕ. Çĕнтерÿ пулнăранпа сахал мар вăхăт иртрĕ. Çак вăхăтра вăрçă паттăрĕсем те сахаллансах юлчĕç. Пирĕн ялта - Çиçтĕпере - вĕсем пĕрре те юл­марĕç. Ялтан вăрçа тухса кайнисенчен чылайăшĕ унтах выртса юлнă. Пирĕн асаттене шăпи киле çавăрса çитернĕ. Ача чухне асатте каласа панисене питĕ итлеме юрататтăмч­чĕ, кăшт пушă вăхăт пулсанах асаттерен вăрçăра пулнă самантсем çинчен ыйтаттăмччĕ. Хăш-пĕр чухне ытлах каласшăн марччĕ. Вăрçă çинчен аса илнĕ вăхăтра унăн яланах куçĕ шывланатчĕ, хăй палăртасшăнах пулман пулин те вĕри куççулĕ чĕререн пăчăртанса тухнă ĕнтĕ. Вăл тă­ван килĕн­чен 1932 çулхи сентябрĕн 15-мĕшĕнче салтак юр­ри юрласа Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçлама тухса кайнă. Салтакран киле таврăннипе таврăнманнине калаймас­тăп. 1939 çулхи октябрьтен 1940 çулхи май уйă­хĕччен 67 стрелковăй полкра стрелок пулни паллă. 1940 – 1942 çулсенче 33 гвардейски стрелковăй полкра стрелок пулнă, 1942-1943 çулсенче - 76 стрелковăй полкра сапер. «Сапер» тени хăйех вăл мĕнле йывăрлăхсем витĕр тухнине палăртать. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна 1943 çулхи январĕн 24-мĕшĕнче 33 гвардейски стрелковăй полкри главнокомандующи приказĕпе: «По 33 Гвардейскому стрелковому полку 11 Гвардейской Ордена «Красного Знамени» Стрелковой дивизии 16 армии, Западного фронта «24» января 1943 года ;01/ Н. Действующая армия. От имени Президиума Верховного Совета Союза ССР. Наг­раждаю: медалью «За Отвагу», - тенĕ. Приказ çинче асаттепе пĕрле тепĕр икĕ салтака наградăлани çинчен çырнă. Çак наградăна 1942 çулхи декабрĕн 13-мĕшĕнче ытти красноармеецсемпе пĕрле салтаксем разведкăна каяс умĕн мина уйне тасатса çул тунă çĕрте хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн панă. Награда хучĕ çине гварди подполковникĕ Каскович тата штаб начальникĕ – гварди капитанĕ Доскин алă пусса çирĕплетнĕ. Асатте çак награда хутне пăхса ларнине эпĕ темиçе хутчен те асăрханă. Эпир, вĕтĕр-шакăр ачасем, çав вăхăтра ытлашши нимех те ăнланса кайман пулсан та, çитĕнсе пынă май пирĕн асатте чăн-чăн паттăр пулнине тата вăл яланах: «Вăрçă йывăрлăха чăтма вĕрентрĕ», - тенĕ сăмахсен пĕлтерĕшне ăнланса илтĕмĕр. Унăн «1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра Германие çĕнтернĕшĕн» медаль те пур. 1943 çулта пĕр хĕрÿ çапăçура пуçран тата икĕ аллинчен те аманать вăл. Госпитальте кăштах выртса сывалнă хыççăн ăна киле яраççĕ. Вăрçăран таврăнсан вĕсем асаннепе - Анна Васильевнăпа иккĕшĕ çемье çавăрса ача-пăчаллă пулнă, виçĕ хĕр те пĕр ывăл çуратнă. Ывăлĕ - манăн атте. Вăл та асаттепе мух­танатчĕ. Асаттепе асанне ывăлĕн çемйипе пурăннă, çавна кура эпир асаттерен шит те хăпман, яланах пĕрле çÿренĕ. Пурăна киле, 1985 çулта, Аслă Отечественнăй вăрçăн I тата II степеньлĕ орденĕсем асаттене шыраса тупса киле çитрĕç. Асатте вĕсене алла илсен куç­çуль витĕр киле çитрĕ. «Çак орденсем манăн йывăр шăпан - асапăн паллисем», - тесе ачасен аллисем çитмелле мар çĕре пуçтарса хучĕ. Анчах та пирĕн вĕсене питĕ тытса пăхас килетчĕ. Асатте курман чухне хамăрăн кăкăрсем çине те сахал мар çакса пăхнă. Шел пулин те, асатте йывăр чире пула асапланса 1998 çулта çĕре кĕчĕ. Асаттен çутă сăнарĕ яланах пирĕн асăмăрта юлĕ», - те­рĕ Валерий Вениаминович.

Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннисене пирĕн ĕмĕрĕпех асра тытса хисеплемелле. Вĕсен нимĕнпе виçме май çук паттăрлăхĕпе çамрăк ăру çыннисене паллаштармаллах.

 

Астăватпăр, манмастпăр, чыслатпăр

Редакцирен: Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче совет хĕрарăмĕсем Тăван çĕршыва хÿтĕлеме йышлăн тăнă. Кун пекки унччен историре пулман та темелле. Хĕрлĕ Çар салтакĕсен ретне тăрса хĕрарăмсемпе хĕрсем çар специальноçĕсене алла илнĕ, хăйсен мăшăрĕсемпе, ашшĕсемпе, пиччĕшĕсемпе, шăллĕсемпе çума-çумăн тăшмана хирĕç çапăçнă, госпитальсенче ĕçленĕ. Хаçат вулакансене çакăн пек мухтавлă хĕрарăмсенчен пĕрин шăпипе паллаштаратпăр. Статья авторĕ — Василий Егорович Цыфаркин.

Вăрçă — шелсĕр, вăрçă хĕрхенÿсĕр. Вăл хăйĕн вутĕнче арçынсене çеç мар, хĕрарăмсене, çитĕнсе çитмен ачасене те çунтарнă. Чылайăшĕ пурнăç илемне курмасăрах кĕлленнĕ. «Тĕнче çаплах хĕсĕрленчĕ-ши, салтак аттине чечек пек хĕрсене тăхăнтартма тытăнчĕç те...» — куççулĕпе çăвăнать пĕр кинофильмра амăшĕ юратнă хĕрне çара ăсатнă май.

Хĕрарăмсене вăрçа илесси 1941 çулхи июнĕн 30-мĕшĕнчех пуçланнă. Вĕсем сывлăшран тапăнассинчен хÿтĕлекен çарсенче, автотранспортра, шалти сыхлав çарĕсенче, çыхăну йĕркелессинче, госпитальсемпе лазаретсенче тăрăшнă. 1942 çулхи мартăн 28-мĕшĕнче ВЛКСМ Тĕп комитечĕн чĕнĕвĕпе 19 çултан пуçласа 25 çулчченхи 100 пин хĕре Хĕрлĕ Çара илнĕ. Камсем пулнă-ха вĕсем çарта? Телефонист, повар, кĕпе-йĕм çăвакан, санитар, медсестра, фельдшер, шофер, слесарь, артиллерист, пулеметчик, автоматчик, матрос, снайпер, танкист, летчик, тинĕс пехотинецĕ, разведчик, политрук, командир... Ытларахăшĕ госпитальсемпе лазаретсенче вăй хунă. Партизан отрячĕсенче çапăçнисем те — нумайăн.

Вăрçă пынă çулсенче фронтра пĕр миллиона яхăн хĕрарăм тăшманпа çапăçнă. Вĕсенчен 800 пинĕшĕ тÿрремĕнех çапăçусене хутшăннă. «Правда» хаçат çапла çырнă: «Вăрçăра хĕрарăмсем Тăван çĕршыва арçынсемпе танах хÿтĕлерĕç. Вĕсем çарти пур специальноçпа хĕсметре тăчĕç. Хĕрарăмсем тылри пур йывăрлăха хăйсем çине илчĕç. Фронта пулăшрĕç, çĕнтерĕве çывăхлатрĕç...»

Вăрçă кĕрлемен çĕрте салтак тумне тăхăнса хĕсметре тăнă хĕрарăмсен шучĕ те сахал мар. Вĕсем тылри аэродромсене, вăрçă хатĕрĕсем кăларакан заводсене, хуласенчи, чукун çул çинчи йĕркелĕхе сыхланă. Салтак пурнăçĕпе пурăнса, хĕçпăшал йăтса çÿресе, лăпкăлăхпа хăрушлăх хушшинче тăрса çамрăк ĕмĕрĕн 3-4 çулĕ иртсе кайнă.

Салтак тумĕ тăхăнмасăр призыв йĕркипе заводсемпе фабрикăсенче ĕçлеме илсе кайнă хĕрарăмсем пирки çырман, калаçман тесен те юрать. Вĕсем пирки «ĕç çарне» илсе кайнă тенĕ. Вĕсем те Çĕнтерÿшĕн ырми-канми вăй-хунине манар мар.

Вăрмар районĕнчен 1941-1945 çулсенче Тăван çĕршыва хÿтĕлеме 76 хĕрарăм хутшăннă /«Астăвăм» кĕнеки тăрăх/. Вĕсенчен улттăшĕ вăрçă вутĕнчен тухайман, çапăçу хирĕнче выртса юлнă.

Чупай ялĕнче çуралса ÿснĕ Анна Николаева вăрçăн пĕрремĕш кунĕнчех салтак атти тăхăннă. Вăл паллă писателе Хветĕр Çиттана качча кайнăскер, вăрçă пуçланнă çул Ленинград хулинче мединститутра вĕреннĕ пулнă. Эпĕ ун пирки Валентина Элпирен пуçласа илтрĕм. Вăл Кавал шкулĕнче вĕреннĕ те /Тăвай районĕнчи Пуянкасси ялĕн­чен/ çавăн пирки ыйтса пĕлес тесе унăн хваттерне кайнăччĕ. Эпĕ Вăрмар тăрăхĕнчен иккенне пĕлсен хĕпĕртесех кайрĕ: «Эпĕ Чупай хĕрĕпе Анюкпа питĕ туслăччĕ. Шупашкарти медицина техникумĕнче 1930-мĕш çулта пĕрле вĕреннĕччĕ, çуллахи вăхăтра Вăрмар тăрăхĕнче практикăра пулнăччĕ. Вăл — Арапуçĕнчи пульницара, эпĕ — Пăртас­ра. Ялти халăха трахомăран сиплеттĕмĕр.

/Вĕçĕ пулать/.

«Вут-çулăмлă çулсен ахрăмĕ» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. Кăларăма проект авторĕ И.ДАНИЛОВА тата А.НИКОЛАЕВА хатĕрленĕ.



Районная газета "Херле ялав"
03 апреля 2020
08:21
Хронология
Поделиться