Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Вăрмар районĕнче Олег Николаевăн Халăх штабĕ уçăлчĕ

Кăçал сентябрĕн 13-мĕшĕнче эпир, Чăваш Енре пурăнакансем, Чăваш Республикин Пуçлăхне суйлатпăр. Çавна май республикăри хуласемпе районсенче ятарлă графикпе килĕшÿллĕн Олег Николаевăн Халăх штабĕсем уçăлчĕç. Чи пĕрремĕш Халăх штабĕ Шупашкарта июлĕн 2-мĕшĕнче уçăлнă.

Июлĕн 14-мĕшĕнче Олег Николаевăн Халăх штабĕ Вăрмар районĕнче те çак адрес­па уçăлчĕ: Вăрмар поселокĕ, Калинин урамĕ, 3-мĕш çурт, 1-мĕш хут /Вăрмар райпо çурчĕ\. Районта пурăнакансем кунта килсе Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавне хутшăнакан Олег Николаев кандидатшăн алă пусма пултараççĕ. Халăх штабĕ ирхине 10 сехетрен пуçласа апатсăр каçхине 18 сехетчен ĕçлет. Çумра паспорт пулмалла. Олег Николаев суйлава хутшăнма хăйĕн кандидатурине хăй тăратнă, çавăнпа та халăх шаннине çирĕплетсе унăн район çыннисенчен, район депутачĕсен, ял тăрăхĕсен депутачĕсен Пухăвĕсен депутачĕсенчен алă пуснисене пуçтармалла. Ăна çак ĕçре волонтерсем пулăшаççĕ.

Вăрмар районĕнчи обществăлла юхăмăн лидерĕсем те Олег Николаевăн кандидатурине ырласа йышăнаççĕ, çавна май Халăх штабĕ уçăлнă кунах уншăн алă пусса çирĕплетрĕç. «Олег Николаев темиçе уйăх хушши Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ пулнă май çынсене пĕр çĕре пухса пĕр тĕллевпе ĕçлесе пурăнма пултарнине кăтартма ĕлкĕрчĕ, чылай тивĕçлĕ йышăнусем турĕ. Вăл тăрăшнипе республикăри амăшĕн капиталĕ 100 пин тенкĕрен 150 пин тенкĕне çитрĕ. Пĕр уйăхра тенĕ пек ялта сăвакан ĕнесем усракансене субсиди парса пулăшмаллине йĕркелерĕ. Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсем Аслă Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне республика бюджетĕнчен 25-шер пин тенкĕне тивĕçрĕç», - пĕлтерчĕ хăйĕн шухăшне «Чувашхлебопродукт» акционерлă обществăн Вăрмар районĕнчи тырă йышăнакан предприяти директорĕ Владимир Васильевич Александров.

«Олег Николаев Чăваш Рес­публикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлама тытăнсанах вăл тата унăн команди коронавируспа çыхăннă пандемине пула çухалса каймарĕç, тивĕçлĕ йышăнусем тума пултарнине çирĕплетрĕç. Чир вăйлă алхаснă вăхăтра Чăваш Енре «Вмес­те. Пĕр­ле» юхăм çирĕпленсе вăй илчĕ, йывăрлăхра пĕр çĕре пухрĕ. Республикăра, районта çак вăхăтра ыркăмăллăхпа волонтерсен ĕçĕ питĕ пĕлтерĕшлĕ пулчĕ», - палăртрĕ хăйĕн сăмахĕнче Олег Николаевăн Халăх штабĕ уçăлнă кун Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕ­мĕш­ле пĕлÿ паракан вăтам шкул директорĕ Петр Васильевич Алексеев.

Халăх штабне килсе çÿрейменнисем кандидата интернетра «Госуслуги» пĕрлехи порталта та пулăшма пултараççĕ. Çакăн валли ятарлă сайт та йĕркеленĕ: zanikolaeva.ru. Кунта Олег Николаевăн Чăваш Енри пур Халăх штабĕсен адресĕсене те пĕлме пулать.

Июлĕн 14-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енре республика ертÿçи пулас текен 11 кандидата регистрациленĕ. Олег Николаевсăр пуçне тата тепĕр 10 кандидат. Ытти кандидатсем те суйлав умĕнхи мероприятисене ирттерме пуçланă. Вĕсенчен пиллĕкĕшĕ июлĕн 14-мĕшĕнче пирĕн районти депутатсемпе Вăрмар райповĕнче тĕл пулса хăйсен суйлав программисемпе паллаштарчĕç. Палăртмалла, ку тĕлпулусене республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаевăн пуçарăвĕпе йĕркелеççĕ.

Э.МИХАЙЛОВА.



Районная газета "Херле ялав"
18 июля 2020
11:15
Поделиться