Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

«Спорт — пурнăç йĕрки» проектăн тĕп тĕллевĕ — граждансен сывлăхне çирĕплетесси

«Спорт — пурнăç йĕрки» проектăн тĕп тĕллевĕ — граждансен сывлăхне çирĕплетесси

Иртнĕ кунсенче Вăрмар районĕнче ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикин физкультурăпа спорт министрĕ Василий Петров пулнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕпе Дмитрий Ивановпа тĕл пулса вĕсем спорт ведомствипе муниципалитетăн малашнехи аталану çул-йĕрне сÿтсе явнă.

Министр Вăрмарти А.Ф.Федоров ячĕллĕ Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнчи тренерсен йышĕпе тата районти физкультурăпа спортăн ĕçченĕсемпе, республикăри Олимп резервĕн шкулĕсен руководителĕсемпе тĕл пулнă. Пулас спортсменсене палăртассипе шăпах спорт шкулĕсем пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă Олимп резервĕн шкулĕсен руководителĕсем. Çывăх вăхăтра физкультурăпа спорт сферинчи ĕçсене лайăхлатас тĕллевпе Чăваш Республикин Физкультурăпа спорт министерствипе муниципалитет хушшинче килĕшÿ тума палăртнă.

Ĕçлĕ тĕлпулăвăн иккĕмĕш пайĕнче министр район администрацийĕн пуçлăхĕпе Д.Ивановпа пĕрле районти спорт объекчĕсене çитсе курнă.

Чи малтанах вĕсем Вăрмарти А.Ф.Федоров ячĕллĕ Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче пулнă /ÿкерчĕк çинче\. «Демографи» наци проекчĕн «Спорт - пурнăç йĕрки» регион шайĕнчи проекчĕпе килĕшÿллĕн кунта калăпăшлă ĕçсем пурнăçланаççĕ. Çуртăн çивиттине йăлтах витсе пĕтернĕ, хальхи вăхăтра шалти ĕçсем пыраççĕ. Кунта спортăн 9 енĕпе ятарлă уйрăмсем ĕçлеççĕ /велоспорт, волейбол, футбол, самбо, иркĕлĕ майпа кĕрешесси, шывра ишесси, фитнес-аэробика, бокс, çăмăл атлетика\, унта пурĕ 668 воспитанник çÿреме палăртать. Хальхи вăхăтра юсав ĕçĕсем пыраççĕ-ха. Василий Петров кунта наци проекчĕпе килĕшÿллĕн юсав ĕçĕсене еплерех пурнăçланипе паллашнă. Ĕçсене пурнăçлакан подрядчикпе — «Дуслык» хупă акционерлă обществăн генеральнăй директорĕн заместителĕпе Киям Пахаловпа калаçнă май министр юсав ĕçĕсене тĕплĕн, туллин пурнăçлама ыйтнă.

Аса илтеретпĕр, пĕлтĕр тĕп юсавăн пĕрремĕш тапхăрĕ иртнĕ, кăçал - иккĕмĕш тапхăрĕ. Спорт шкулĕн пурлăхпа техника базине çĕнетмелли программа старт илнĕ. Çавна май Вăрмарти спорт шкулĕнче 8 миллион та 330 пин тенкĕлĕх çĕнĕ спорт оборудованийĕ тата инвентарь вырнаçтарнă.

Делегаци çавăн пекех Вăрмарти тĕп стадионта та пулнă. Футбол уйĕ тăвассипе çыхăннă ыйту çав-çавах та пăшăрхантарать. Ĕçсене пурнăçлакан подрядлă организацие палăртассипе лару-тăру çăмăл мар.

 

Кĕçех районта спорт площадки хута кайĕ

Кăçал Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр /ГТО\ нормисене пурнăçлама хатĕрленме, вĕсене пурнăçлама районта тренажерсемпе тивĕçтермелли ятарлă вырăн тума тытăннă. Çак тĕллеве пурнăçлама 3,6 миллион тенкĕ уйăрнă. ГТО комплексне пурнăçламалли спорт площадкин лаптăкĕ 315 тăваткал метр. Ăна та «Спорт - пурнăç йĕрки» регион проекчĕпе килĕшÿллĕн хута ярасшăн. Площадка спортпа туслă район çыннисене Вăрмар поселокĕнчи Культурăпа кану паркĕнче йышăнĕ. Унăн бетон никĕсне хатĕрленĕ ĕнтĕ. Хальхи вăхăтра бетон лаптăк çине инвентарь лартмалли тăваткал шăтăксем тăваççĕ. Ĕçсене «АСТ 21» тулли мар яваплă общество пурнăçлать. Унăн генеральнăй директорĕ Алексей Васильевич Урмаков ирхине ирпе ĕç объекчĕсене çитсе кунти лару-тăрупа паллашать /ÿкерчĕк çинче\. «Ĕçсене графикрен юлмасăр пурнăçласа пыратпăр. Бетон никĕсе сентябрĕн 10-мĕшĕччен тумалла пулнă, юрать, çанталăк уяр пулчĕ — ĕлкĕртĕмĕр. 315 тăваткал метрлă лаптăк çинче ăçта мĕн пулассине палăртса паллăсем туса хунă, халĕ çав вырăнсене бурпа шăтарса хатĕрлетпĕр», - паллаштарчĕ пире А.Урмаков директор. Хăй вăл Вăрмар районĕнчен мар пулин те, Ямпайĕнче çурт лартнă, час-часах пулать унта.

ГТО площадкине вырнаçтармалли хатĕрсен пĕр пайне района кÿрсе килнĕ ĕнтĕ, çывăх вăхăтра вĕсем хăйсен тивĕçлĕ вырăнне йышăнĕç. Кунта хăнăхтарусем тунă вăхăтра сиенленесрен ятарлă резина материалпа сарĕç, 30 тĕрлĕ тренажерпа тивĕçтерĕç. Вĕсен шутĕнче гимнастика сакĕсем, алăпа тытăнса утмаллисем, турниксем, теннис вылямалли сĕтел, урамра лартмалли 10 тренажер вырнаçтарса лартĕç. Çак тĕллевсене пурнăçлама федераци бюджетĕнчен 13 миллион та 907 пин тенкĕ уйăрнă, регион шайĕнче - 140,5 пин тенкĕ. Спорт площадкипе пурте усă курма пултарĕç. Кунта пирĕн район çыннисем хăйсене тĕрĕслеме, Пĕтĕм Раççейри «Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр» физкультурăпа спорт комплексĕн нормативĕсене пурнăçлама пултарĕç. Çавăн пекех ку объектпа спортсменсене вĕрентсе хатĕрленĕ ĕçре те усă курĕç.

Аса илтеретпĕр, иртнĕ çул çакăн пек спорт площадкисене Улатăр, Йĕпреç, Комсомольски, Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Пăрачкав, Шупашкар, Елчĕк тата Тăвай районĕсенче хута янă.

2021 çулта вара Элĕк, Канаш, Муркаш районĕсенче тума палăртнă.

«Спорт — пурнăç йĕрки» регион проекчĕ «Демографи» наци проекчĕ шайĕнче пурнăçланать, унăн тĕллевĕ — граждансен сывлăхне физкультура урлă çирĕплетесси, районта физкультурăпа тата спортпа туслă çынсен йышне 55 процента çитересси. Çавăнпа та халăха спорт хатĕрĕсемпе тата инвентарьпе тивĕçтерессипе тĕрлĕ мерăсем йышăнаççĕ.

Э.МИХАЙЛОВА.



23 сентября 2020
11:18
2020 год (публикации)
Поделиться