Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Чăннипех те маттур!

Пирĕн районта тĕрлĕ енлĕ аталаннă пултаруллă амăшĕсем чăннипех те нумай. Вĕсенчен пĕри вăл Ирина Ивановна Матвеева ал ĕç ăсти.

mama v modeИрина Ивановна Вăрмар районĕнчи тĕп больницăра терапи уйрăмĕнче медицина сестри пулса ĕçлет. Ĕçрен пушă вăхăтра вара çекĕлпе, йĕпсемпе пуканесем, çемçе теттесем çыхать, çĕлет, тĕрĕсемпе илемлетет. Халĕ акă Амăшĕсен кунĕ тĕлне «Мама в моде» конкурса хатĕрленсе чăваш тумĕ тăхăнтартнă çав тери илемлĕ «Нарспи» пукане çĕленĕ вăл. Мĕн кăна çыхмасть-ши пултаруллă хĕрарăм: шăши, упа е ытти тĕрлĕ чĕрчун. Халĕ акă Çĕнĕ çул умĕн çывхарса килекен çулталăкăн символне — Вăкăр — çыхма саккассем чылай параççĕ ăна. Унăн пултарулăхĕ пурне те тыткăнлать. Çакăн пек илеме тума пултаракан çынсем чунĕпе те ырă, кăмăлĕпе те ăшă. Сăн ÿкерчĕк çинче амăшĕпе пĕрле тăракан хĕрĕ Юлия та, Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкулта 9-мĕш класра вĕренекенскер, амăшĕ пекех ал ĕçĕпе аппаланма кăмăллать, вăл ытларах тĕрĕсем тĕрлеме юратать иккен. Ирина Ивановна хăй çыхнă, çĕленĕ теттесене Интернетра та сутать. Чăннипех те маттур!

Э.МИХАЙЛОВА



Урмарская районная газета
23 ноября 2020
14:07
Поделиться