Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Поздравление с Новым годом и Рождеством!

Хисеплĕ ентешсем, Вăрмар районĕн çыннисем!


Сире пурне те Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсен ячĕпе чунтан саламлатпăр. 

Çак уявсем кашни киле, кашни çемьене капăр та илемлĕ чăрăшпа, парнесемпе, çĕнĕ тĕллевсемпе тата шухăшсемпе килсе кĕреççĕ. Кĕçех 2020–мĕш çул историн тепĕр страници пулса хыçа юлать. Пирĕн районшăн вăл япăх мар кăтартусемпе вĕçленет. Хамăр палăртса хунă плансене нумайăшне пурнăҫлама пултарни те савăнтарать. Паллах, пурнăçа кĕртнĕ тĕллевсенче пирĕнтен  кашнийĕ хăй тÿпине хывнă.

Хаклă тăванăмăрсем! Пархатарлă ĕçĕрсемшĕн, тăван район аталанăвĕшĕн ырми-канми тăрăшнăшăн сире чунтан тав тăватăп. Уйрăм тав сăмахĕсем районти сывлăх сыхлавĕн тата педагика ĕҫченĕсене калатăп. Мĕншĕн тесен вĕсем çак пуриншĕн те ҫăмăл мар вăхăтра хăйсен профессие чунтан парăнса малалла тÿрĕ кăмăлпа тăрăшса ĕçлеççĕ. Эпир вĕсемпе чăннипех те мухтанатпăр. Мал ĕмĕтсене пурнăçа кĕртме пирĕн опыт, профессионализм, чăтăмлăх çителĕклĕ. Пĕрлĕхре – вăй. Çакна асра тытса йывăрлăхсене çĕнтерсе, ĕмĕтсемпе шухăшсене ăнăçлă пурнăçласа, аслă ĕҫсем туса кашни харпăр хăй, тăван районпа республикăн пурнăҫне лайăхлатас тесе тăрăшса çирĕппĕн малалла утар. Ҫĕнĕ ҫул пирĕн пĕрлехи ҫурта ырăпа тата килĕшÿпе кĕтĕр, пирĕн ĕмĕт-шухăшсене тÿрре кăлартăр, савăнăҫ валли тата ытларах сăлтав илсе килтĕр, пирĕншĕн ырăлăхпа ăнăҫу ҫулĕ пултăр. 

Уявсем ячĕпе саламласа пĕр – пĕрне чи лайăххине кăна сунар: аслă ăрури çынсем  çăмрăксенчен - тимлĕх, ачасем – кил-ҫурт ăшшипе ашшĕ-амăшĕн юратăвне туйччăр. Пурне те ҫĕнĕ ҫулта  сывлăх, юрату, тату пурнăç  сунатăп! Çĕнĕ çул ячĕпе, çĕнĕ телейпе сире!

Вăрмар район пуçлăхĕ                                                                                                                                      А.Ю. Иванов
Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ                                                                                                       Д.Г. Иванов

Дорогие жители Урмарского района!

 Поздравляю вас с самыми любимыми и долгожданными праздниками – Новым годом и Рождеством  Христовым! Они приходят в каждый дом, в каждую семью с нарядной елкой, с подарками, новыми планами и надеждами, создают атмосферу радости и счастья.

Прожитый нами год совсем скоро станет еще одной страничкой истории. Хочу отметить, что  для  нашего района он был позитивным, практически, по всем направлениям деятельности. Радует то, что мы смогли реализовать многие намеченные планы и в этом заслуга каждого из вас.

От всего сердца благодарю вас, дорогие земляки, за все хорошее, что было в уходящем году, за ваш труд, за любовь к урмарской земле. Особые слова благодарности выражаю всем работникам здравоохранения района, которые находятся на передовой в период пандемии.  Благодарю также педагогическое сообщество  за то, что в это непростое время вы остаётесь верны своей профессии. Мы гордимся и восхищаемся вами.

Впереди у нас много важных дел, для свершения которых у нас хватит опыта, профессионализма и терпения. Важно сохранить стабильность и  взаимопонимание, укрепить нашу уверенность в завтрашнем дне. Давайте помнить всегда, что вместе – мы сила, которая может  достойно преодолевать трудности, вершить великие дела, правильно строить  свою жизнь, жизнь родного района и республики.  

Пусть наступающий Новый год войдет в наш общий  дом с миром, добром и согласием, пусть оправдает все наши мечты и ожидания, принесет еще больше поводов для радости, пусть станет для нас годом благополучия и успехов. Пожелаем друг другу всего самого лучшего: здоровья, любви и достатка, старшему поколению – заботы и внимания, детям – теплого отчего дома, родительской мудрости. С новым годом, с новым счастьем!

Глава Урмарского района                                                                                                                               Ю.А. Иванов

Глава администрации  Урмарского района                                                                                                   Д.Г. Иванов