Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Поздравление главы администрации района с праздником 8 марта

Хаклă та хисеплĕ хĕрарăмсем! Сире çуркуннен пĕрремĕш чаплă уявĕпе _ Мартăн 8-мĕшĕ _ Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕпе чĕререн саламлатăп. Хĕрарăм çемье вучахне никĕсленĕ, вăл ăна упраса пурăнать, пире пурне те кун-çул пиллет, пурнăçа çутă кỹрет, ăшăтать, ăс-хакăлпа пуянлатать. Эсир паянхи кун пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма пулăшатăр, кăмăл-сипет тата культура пуянлăхĕсене упраса пурăнатăр. Сире пурне те тĕнче шăпишĕн хăвăр яваплă пулнипе ăнланни пĕрлештерет. Хаклă çыннăмăрсем! Çав тери чăтăмлă, ăслă, ырă, тимлĕ, хастар та сатур пулнишĕн чĕререн тав тăватăп. Сире малашлăхра пĕтĕм чунтан çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу, чун ăшши, ырлăх, хаваслăх, пур ĕмĕтĕрсене пурнăçлама сунатăп. Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.И.Егоров.


06 марта 2003
00:00
Поделиться