Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Крепкие корни механизаторов

МЕХАНИЗАТОРСЕН ÇИРĔП ТЫМАРĔ Пурăннă чухне мĕнле кăна шăпаллă çынсемпе тĕл пулмастăн-ши? Маншăн вара çĕр ĕçĕпе çыхăннă ĕçченсем паянхи кун та куç умĕнчех. Çапла пулмасăр, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ йывăр та, çав вăхăтрах пархатарлă та. Манăн сăмахăм хальхинче шăпах çĕр-аннемĕре чунтан юратакан, ун çинче ырми-канми ĕçлесе пахалăхлă тĕш-тырă тата ытти культурăсене туса илекен Мулановсен несĕлĕ пирки пырĕ. "Путь Ленина" колхоза пĕрремĕш хут трактор илсе килсен, ăна пултаруллă та маттур Федор Александрович Муланова шанса параççĕ. Вăл тăван колхозра чи пĕрремĕш механизатор пулса тăрать. Хăйне шанса панă "хурçă утпа" хуçалăха ỹсĕм çулĕпе илсе пырассишĕн кунне-çĕрне пĕлмесĕр çанă тавăрса вăй хурать. Анчах та хаяр вăрçă çынсен ĕмĕчĕсене пĕр самантрах татать. Тин ураланнă хуçалăх арçын вăйĕнчен чакса пыни те куçкĕрет. 1941 çулта вăй питти арçынсем ялтан пурте тенĕ пекех хаяр тăшманпа çапăçма тухса каяççĕ. Вĕсен шутĕнче Ф.Муланов та. Унта вăл танк чаçне лекет, нумай-нумай хуласемпе ялсене хаяр тăшманран тасатать. Вăрçă пĕтсен вара паттăр салтак кăкăр тулли орденсемпе, медальсемпе тăван яла таврăнать. Унтан пĕр тăхтаса тăмасăр юратнă ĕçе пикенет. Тăван колхоз экономикине çĕклессишĕн пур вăй-халпа тăрăшать Ф.Муланов механизатор. Гектарĕ, гектарĕпе çĕре сухаласа, акса тухăçлă тыр-пул çитĕнтереççĕ вĕсем. Федор Александрович мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех механизатор ĕçĕнче вăй хурать. Унăн виçĕ ывăлĕ - Вениамин, Петр, Геннадий те ашшĕ çулнех суйласа илнĕ. Ф.Муланов ачисем пĕчĕк чухнех вĕсене çĕр ĕçне юратма, техникăна алла илме хăнăхтарса пынă. Ашшĕпе пĕрле ачисем те хуçалăхра тăрăшнă, çăкăр-тăвар сĕтел çине ĕçлесен кăна килнине лайăх ăнланнă. Тепĕр майлă каласан, 3 ывăлĕ те ĕçпе пиçĕхсе ỹснĕ. Вăталăххи - Петр 40 çул механизаторта вăй хунă. 1960 çулта Куйбышев облаçĕнче пĕр çулталăк тракториста вĕреннĕ хыççăн, права илсен унтах "Россия" совхозра ĕçлеме тытăнать. Анчах епле пулсан та, чунĕ ăна тăван яла, çĕрех туртать. Вăл вара яла таврăнать. П.Муланов, ашшĕ чунне парса ĕçленĕ çĕр çинче, тракторпа ака-суха ĕçĕсем тăвать. - Çĕр çывăрмасăр ĕçленĕ вăхăтсем пайтах пулнă. Эпир, механизаторсем, хуçалăха тупăшлă ĕçлеттерессишĕн чылай тар тăкнă,- каласа парать Петр Федорович иртнине аса илнĕ май. Ĕçне кура хисепĕ, теççĕ халăхра. "Вознесенское" хуçалăхра вăй хурса пысăк ỹсĕмсем тунăшăн П.Муланов Хисеп грамотисемпе, парнесем пĕрре мар илме тивĕçнĕ пулнă. Хуçалăх çеç мар, уйрăм çынсен хуçалăхĕнчи çĕрсене те сухаланă. Ĕçе вара яланах пысăк пахалăхпа пурнăçланă. Çавăншăн ăна ял-йыш хисеплет, ырăпа кăна калать. Чăн-чăн арçыннăн хăйĕн ĕмĕрĕнче çурт-йĕр çавăрмалла, йывăç лартмалла, ывăл-хĕр çитĕнтермелле, теççĕ халăхра. Петр Муланов пирки калас пулсан, вăл хăй ĕмĕрĕнче, пурне те ĕлкĕрнĕ. Çурт-йĕрне те çавăрнă, йывăçсем те лартнă, 4 ывăл та çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Вĕсене те хăйĕн юратнă çĕр ĕçĕпе малалла вăй хума пил панă. Петр Мулановăн Сергей, Борис, Николай, Василий ывăлĕсем пурте механизаторсем. Сергейпе Борис "Урмарская" коллективлă строительство организацийĕ" хупă акционерлă обществăра, Николайпа Василий çул-йĕрĕн Вăрмарти юсавпа строительство управленийĕнче тракторист пулса ĕçлеççĕ. Мулановсен йăхĕ-тĕпĕ çĕр ĕçĕпе çыхăннă. Вăхăт иртнĕçемĕн вăл пĕр ăруран тепĕр ăрăва куçса пырать. Механизаторсен çирĕп тымарĕ хунав хыççăн хунав ярать. Апла пулсан, çĕре юратакансем пĕтмен-ха. Т. НИМАКОВА. Вăтакас ялĕ.


05 апреля 2003
00:00
Поделиться