Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Спортивные и культурные новости района (на чувашском языке)

Спорт тĕлпулăвĕ Иртнĕ шăматкун, ака уйăхĕн 5-мĕшĕнче, Канаш хулинче Чăваш республикин Президент Администрацийĕн парнисене çĕнсе илессишĕн вырăнти самоуправлени органĕсен ĕçченĕсем хушшинче волейболла, шашкăлла, шахмăтла, сĕтел çинче теннисла выляссипе ăмăртусем иртрĕç. Кунта Канаш хулин тата Тăвай, Канаш, Вăрнар, Йĕпреç, Вăрмар районĕсен командисем/пурĕ 6 команда, спортпа туслă 120 çын/ хутшăнчĕç. Асăннă ăмăртусене Канашри финанспа экономика колледжĕнче тата ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕнче йĕркелерĕç. Чи малтанах колледжри спорт залĕнче савăнăçлă самант пулса иртрĕ. Ăмăртăвăн тĕп судйи-Канашри педагогика колледжĕн физкультурăпа спорт пайĕн ертỹçи А.Н. Александров командăсем ăмăртусене хутшăнма хатĕрри çинчен Канаш хула администрацийĕн пуçлăхне В.И. Полукаровăна рапортларĕ. Унтан Валентина Ивановна спорт уявне хутшăннисене саламларĕ, ăмăртусем уçăлни çинчен пĕлтерчĕ, ăнăçусем сунчĕ. Кун хыççăн командăсен представителĕсене Раççей тата Чăваш Республикин ялавĕсене çĕклемешкĕн ирĕк пачĕç. Раççей ялавне хăпартма тивĕçлĕ пулнисенчен пĕри Вăрмар район администрацийĕн физкультурăпа спорт тата çамрăксемпе ĕçлекен пайăн пуçлăхĕ Н.А. Павлов пулчĕ. Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин гимнĕсем янăранă хыççăн ăмăртусем пуçланчĕç. Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.И. Егоров ертсе пынипе асăннă ăмăртусенче пирĕн район чысне район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-администраци аппарачĕн ертỹçи Л.Н. Голубева, районти физкультурăпа спорт тата çамрăксемпе ĕçлекен пайăн, вĕрентỹ, культура, юридици, финанс, информаципе аналитика, гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен пайсен, строительсво, пурăнмалли кил-çуртпа коммуналлă хуçалăх, архитектура, транспорт тата çыхăну управленийĕн пуçлăхĕсемпе специалисчĕсем, Тикаш, Пинер ял администрацийĕсен пуçлăхĕсем, Пинер ял администрацийĕн пуçлăхĕн çемйи хỹтĕлерĕç. Ăмăртусен пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх Вăрмар районĕн команди шахмăтла выляссипе пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Кунта вĕрентỹ пайĕн специалистне Орест Евстафьевич Вакина çитекенни пулмарĕ. Вăл пуринчен те выляса илсе çĕнтерỹçĕ пулса тăчĕ, ятарлă парнене тивĕçрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Канаш хулин тата Вăрнар районĕн командисем йышăнчĕç. Волейболла выляса вăрмарсем финала тухрĕç. Тăвай районĕн командипе финалта тупăшса виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Вăрнар районĕн команди-пĕрремĕш, Канаш районĕн команди-иккĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç. Сĕтел çинче теннисла выляса çемье командисем хушшинче Вăрмар районĕнчи Пинер ял администрацийĕн пуçлăхĕн О.Н. Ивановăн çемйи виççĕмĕш вырăнта пулчĕ. Вăрнар тата Канаш районĕсен çемье командисем пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Уйрăммăн илсен, хĕрарĕмсемпе арçынсем хушшинче сĕтел çинче теннисла выляса Канаш хулин команди- пĕрремĕш, Вăрнар районĕн команди- иккĕмĕш, Йĕпреç районĕн команди- виççĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç. Вăрмар районĕнчи Пинер ял администрацийĕн пуçлăхĕпе Олег Николаевич Ивановпа культура пайĕн специалисчĕ Надежда Леонидовна Скворцова малти вырăнсене йышăнаймарĕç пулин те, япăх мар результатсем кăтартрĕç. Шашкăлла выляссипе Тăвай районĕ-пĕрремĕш, Канаш районĕ-иккĕмĕш, Йĕпреç районĕ-виççĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç. Вăрмар районĕн командине çак енпе районти гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен пайăн специалисчĕ Вячеслав Иванович Иванов патваррăн хỹтĕлерĕ. Ăна çĕнтерекенсем пулмарĕç. Ăмăртусем вĕçленсен Чăваш Республикин Президент Администрацийĕн прдставителĕ Ю.В. Чернов малти вырăнсене тухнисене Чăваш Республикин Президент Администрацийĕн грамотисемпе чысларĕ. Спорт уявне пĕтĕмлетсе Канаш хула администрацийĕн пуçлăхĕ В.И. Полукарова пурне те тав турĕ, малти вырăнсене йышăннисене cаламларĕ, малашлăхра ырлăх-сывлăх, телей, ăнăçусем сунчĕ, асăннă ăмăртусен пысăк пĕлтерĕшне палăртрĕ. Э.Маленков, Вăрмар районĕ Профсоюз ĕçченĕсем тупăшрĕç Апрелĕн 8-мĕшĕнче Вăрмарти пĕрремĕш номерлĕ вăтам шкулти спортзалĕнче тата районти Спорт çурчĕнче районти вĕрентỹ ĕçченĕсен профсоюз комитечĕ тăрăшнипе вĕрентỹ учрежденийĕсен ĕçченĕсем хушшинче волейболла выляссипе ăмăртусем иртрĕç. Кунта пурĕ 10 команда хутшăнчĕ. Ăмăрту, паллах, савăнăçлă самантсăр иртмерĕ. Спортпа туслă çынсене Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.И.Егоров, вĕрентỹ пайĕн пуçлăхĕ А.Н.Веселовский, вĕрентỹ ĕçченĕсен районти профсоюз комитечĕн председателĕ В.С.Егорова саламларĕç, спортсменсене ăнăçусем сунчĕç. Ăмăртусен пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Вăрмарти иккĕмĕш вăтам шкул командипе районти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн комади - 1-мĕш, Кĕлкеш шкулĕн команди - 2-мĕш, Кĕтеснер шкулĕн команди - 3-мĕш вырăнсене йышăнчĕç, грамотăсемпе укçан премисене тивĕçрĕç. Ăмăртусен судйисем М.Степановпа Г.Васильев пулчĕç. Пĕтĕмĕшле каласан, Вăрмар районĕ республикăра спорта аталантарассипе сумлă вырăнсенче пырать. 2002 çулта хуласемпе районсем хушшинче республикăра физкультурăпа спорта массăллă аталантарассипе ирттернĕ смотр-конкурсра та пирĕн район 2-мĕш вырăн йышăннă. Çак тапхăрта Раççей Федерацийĕн 3 спорт мастерĕ, 3 спорт мастерĕн кандидачĕсене тата пĕрремĕш разрядлă 6 спортсмен хатĕрленĕ. Районта 37 спорт мероприятийĕ ирттернĕ, район тулашĕнчи 41 мероприятие хутшăннă. Кунта ахăртнех район администрацийĕн, вĕрентỹ учрежденийĕсен, вĕрентỹ учрежденийĕсен ĕçченĕсен прфсоюз комитечĕн тỹпи те пысăк. Э.Маленков, Вăрмар районĕ О Культура Семинар иртрĕ Апрелĕн 8-мĕшĕнче Вăрмар район администрацийĕн ларусен залĕнче районти культура çурчĕсен пуçлăхĕсен семинарĕ иртрĕ. Асăннă ларăва районти культура пайĕн пуçлăхĕ Т.М.Викторова уçрĕ. Вăл культура тивĕçĕсене ỹстересси, клубсенче чăвашсен авалхи йăлипе, ниме меслечĕпе юсав ĕçĕсем ирттерме тăрăшмалли, культура ĕçченĕсен пĕлĕвне ỹстерессине, культура мероприятийĕсене производство коллективĕсене ытларах явĕçтарассине, сцена тум-тирĕсене çĕнетессине, музыка аппаратурисемпе, инструментсемпе пуянлатма тăрăшас тĕллевпе ĕçлемеллине палăртрĕ. Унтан культура пайĕн специалисчĕ Т.Н.Пичкова тухса калаçрĕ. Вăл районти художестволлă пултарулăх коллективĕсен отчет-смотрсем еплерех иртни çинче чарăнса тăчĕ. Культура ĕçченĕсен сцена пахалăхне ỹстерессипе кашни кун ытларах ĕçлемелли, çитес уявсене ирттерессипе лайăхрах хатĕрленмелли çинчен каларĕ. Çитĕннĕ çынсен хорĕсене, ачасен музыка коллективĕсене, çемье ансамблĕсене ытларах явăçтарасси пирки уйрăммăн палăртрĕ. Çавăн пекех ларура вăл культура ĕçченĕсене ĕç-хучĕсене еплерех хатĕрлемелли çинчен калаçу ирттерчĕ. Ларăвăн ĕç-хĕлне район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-администраци аппарачĕн ертỹçи Л.Н.Голубева хутшăнчĕ. Вăл çемье династийĕсем пирки ĕçлемелли, ку тĕлĕшпе кăтарту материалĕсем, стендсем йĕркелемелли çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Клубсенче кану кунĕсенче ытларах мероприятисем ирттермелли, клуб территорийĕсенче тирпей-илем кĕртмелли çинчен те каларĕ. Э.Маленков, Вăрмар районĕ


09 апреля 2003
00:00
Поделиться