Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Матвеевсем - музыка ăстисем

о Династи

Матвеевсем - музыка ăстисем

        Районти "Хĕрлĕ ялав" хаçатра тĕрлĕ профессипе ĕçлекенсен несĕлне кашнинчех çутатаççĕ. Ку хутĕнче вара манăн сăмахăм шăпах музыкăна чунтан парăннă ăстаçăсем пирки. Камсем тетĕр-и? Вĕсем - Аслă Чак ялĕнче пурăнакан Матвеевсем. Галина Андреевна Матвеева /Илларионова/ çак ялта вăтам шкулта музыка учителĕ пулса ĕçлет. Вăл Çĕрпỹ районĕнчи Кĕлейкасси ялĕнче хресчен çемйинче çуралса ỹснĕ. Унăн ашшĕ - Андрей Тимофеевич Смирнов вăрман хуçалăхĕнче рабочире вăй хунă. Мĕн пĕчĕкрен хăй тĕллĕн купăспа калама вĕреннĕскер, ватăличчен те ăна алăран яман. Ялта туй е уяв-и, вăл халăха яланах илемлĕ юрă-кĕвĕ çеммипе савăнтарнă. Тепĕр майлă каласан, ĕçлеме те, тăван ял çыннисене савăнтарма та пĕлнĕ. Унпа пĕрлех мăшăрĕ - Мария Ларионовна Илларионова та /ỹкерчĕк çинче мăнукĕпе/ хăйĕн чĕкеç сассипе таврара пурăнакансене пĕрре кăна мар тыткăнланă. Вăл хăйĕн çулне пăхмасăрах паянхи кунчченех художествăлла пултарулăх коллективĕн активлă членĕ. Галина Андреевнăн икĕ пиччĕшĕ - Николайпа Анатолий те купăспа ăста калаççĕ. Галя мĕн пĕчĕкренех юрлама, ташлама хăнăхса ỹснĕ. Килте - ашшĕ-амăшне, ял клубĕнче - халăха, шкулта вĕрентекенсемпе вĕренекенсене хăйĕн уçă та янăравлă сассипе савăнтарнă. Ялти вăтам шкул пĕтерсен Канашри педучилищĕне вĕренме кĕрет. Унта 4 çул пĕлỹ пухнă хыççăн музыка учителĕ пулса тухать. Музыка училищинчен вĕренсе тухсан пĕр вăхăт Шупашкарта Чăваш радиопа телевиденийĕнче ĕçлет. Унтан направленипе /вăл вăхăтра вĕренсе тухнă специалистăн виçĕ çул ялта ĕçлемелле пулнă/ Вăрмар поселокĕнчи пĕрремĕш номерлĕ ача садĕнче ĕçлеме тытăнать. Кунта 6 çул ачасене юрлама, ташлама вĕрентет. 1974 çулта Аслă Чак йĕкĕтне Г.Матвеева качча тухать. Çав вăхăтран пуçласа паянхи кунччен Аслă Чак шкулĕнче вăй хурать. Матвеевсен ывăлĕ Михаил та ялти шкултан вĕренсе тухсан Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче пĕлỹ пухать. Ун хыççăн Чăваш патшалăх педагогика университетне музыка факультетне вĕренме кĕрет. Пĕрремĕш курсранах "Уяв" фольклор ансамблĕн солисчĕ пулса тăрать. III-мĕш курсран вара "Чăваш Ен" ансамблĕнче юрлама тытăнать. 2003 çулта Матвеевсен çемйи районта çулсерен иртекен çемье ансамблĕсен конкурсĕнче пĕрремĕш вырăн йышăннă, республикăра иртнĕ çакăн пек конкурсра лауреатсем пулса тăнă, дипломсем илме тивĕçнĕ.

И. ПЕТРОВ,
 Аслă Чакри вăтам шкул учителĕ.


31 марта 2004
00:00
Поделиться