Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Таса тавралăх - пуян сывлăх

Таса тавралăх - пуян сывлăх

Çĕрле шăнтать-ха, сивĕ. Кăнтăрла сап-сарă хĕвел пăхать, вăл çỹлтен-çỹле хăпарать. Çавна май тавралăх улшăнать. Юр ирĕлсе кĕçех симĕс курăк таврана илем кỹрĕ. Унччен пирĕн ĕçлемелли чылай-ха. Экологи лару-тăрăвĕ те çивĕчленсех пырать. Эрозие хирĕç кĕрешес, ишĕлекен çырансене çирĕплетес ĕçсем çине çиелтен кăна пăхма пуçларăмăр. Тавралăх илемĕ, çут çанталăк шăпи пĕр хамăртан, вырăнта пурăнакансенчен кăна килет. Ахальтен мар ЧР Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырура та тавралăх тасалăхĕ пирки калани пур. Ку ыйту пурне те шухăшлаттарать. Çапла пулмасăр, çĕр айĕнче тапса тăракан çăл куçсем пĕтсе пыни пĕчĕк çырмасем, пĕвесем типсе ларасси патне илсе çитерет. Ачасене тăван çут çанталăка, тавралăха юратма вĕрентесси çемьерен, шкултан пуçланать. Пирĕн вĕсене культурăна хаклама вĕрентмелле. Юлашки 10 çул хушшинче пирĕн республикăра Президент тытăмĕ вăй илсе пычĕ. Тĕп хуламăрти залива юсаса çĕнетрĕç. Хĕрлĕ лапам, Анне монуменчĕ, чиркỹсем вырнаçнă вырăнсем хăйсен хитрелĕхĕпе çынсене илĕртеççĕ. Пирĕн те çакăнтан тĕслĕх илмеллисем пурах. Пирĕн ун пек илемлĕх çук пулин те хамăр тăрăхри пĕвесене, çăл куçсене, çырансене тасатса тирпейлесе тăмаллах. Çуркунне тухакан ăпăр-тапăрсене урамсенчен илсе тухсан, техникăпа ватса çỹремесен вĕсем илемĕпе илĕртĕç. Ял халăхĕпе пĕрле çине тăрсан кăна сывлăхшăн усăллă та таса сывлăш, куçа курăнакан тирпейлĕх пулĕ. Ку ĕçе вара халех тытăнмалла. Арапуç ял администрацийĕн территорине кĕрекен пĕвесене çурхи шыв-шур çурса, татса ан кайтăр тесе хуçалăх дирекцийĕ ятарласа бригада йĕркелерĕ. Çак бригадăна пĕр бульдозер çирĕплетсе панă. Вĕсем паянхи куна пĕвесем çывăхĕнче канавсем уçса çурхи шыв çулне йĕркелесе пăхсах тăраççĕ. Анчах та урамсенчи тасамарлăхсене, шел пулин те, никамах та тасатман. Айтăр-ха, тавралăх илемĕшĕн паянах тăрăшар. Çак илемрен пирĕн сывлăх та килет.

Ю. ИВАНОВ, Арапуç ял администрацийĕн пуçлăхĕ.



03 апреля 2004
00:00
Поделиться