Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

ХАЛĂХПА ПĔРЛЕ

ХАЛĂХПА ПĔРЛЕ

"Чăваш Республикин экономикипе социаллă пурнăçне 2003-2010 çулсенче аталантарассин комплекслă программи çинчен" ЧР Президенчĕ Н.Федоров Указ кăларчĕ. Халĕ пур çĕрте те çак программăна пурнăçа кĕртессипе ĕçлеççĕ. Ялсенче 2003-2004 çулсенче газ кĕртес ĕç пысăк калăпăшпа пулса пыни куç умĕнчех. Ку ĕçе Аслă Чак ял администрацийĕн территорине кĕрекен ялсенче мĕнле йĕркеленĕ-ха? Çак ыйтусемпе интересленсе ял администрацийĕн пуçлăхĕпе М.УХИНПА тĕл пулса калаçрăм:

М.УХИН: 2003 çулта "Спецмонтажгаз" подрядла организаци Кĕçĕн Чак, Пĕчĕк Енккасси ялĕсем патне вăтам пусăмлă газ пăрăхĕсене илсе çитерчĕ. Аслă Чак ялĕнче те вăтам шкул еннелле газ пăрăхĕсене хывнă. 2004 çулта çуркуннехи йĕпе-сапаллă çанталăк пуçланиччен Атнаш ялĕнчи тĕп трассăран пысăк пусăмлă тимĕр газ пăрăхĕсем хурса Аслă Чак ялне çитерме палăртнă. Кăçал çак ялсен урамĕсенче пĕчĕк пусăмлă газ пăрăхĕсене хурас ĕçе вĕçлемелле. Мĕншĕн тесен 2005 çулта ЧР Президенчĕн программипе килĕшỹллĕн ялта пурăнакансене шывпа тивĕçтерес ĕçсем пуçланмалла. Çавăнпа кĕр тĕлне харпăр хăй килĕсенче пурин те çут çанталăк ырлăхĕпе усă курма тытăнмалла.

КОРРЕСПОНДЕНТ: уйрăм хуçалăхсене газ кĕртессипе йывăрлăхсем пур-и?

М.УХИН: "Спецмонтажгаз" подрядла организаци ĕçченĕсем енчен нимĕнле йывăрлăхсем те çук, вĕсем пĕр кунтах виçĕ килте монтаж ĕçĕсем тума хатĕр. Кунта чи малтан кил хуçисем хăйсем газ кĕртме хатĕрленсе çитменни чăрмантарать. Хăшĕсем газ пăрăхĕ килĕ умне çитсен тин шухăшласа пăхатпăр-ха, теççĕ. Пĕччен хулă хуçăлать, тенĕ пек, йышпа чух ĕçлесе юлмасан кайран йывăртарах пулĕ. Пуçтарăнса, кар тăрса ĕçлемесен çут çанталăк газĕ те, шыв та кĕртейместпĕр. Уйрăм çуртсене газ кĕртме 6 процентлă банк кредичĕ те параççĕ. Ăна илме май килменнисен ытти тĕрлĕ тупăшран укçа пухма тăрăшасчĕ. Мĕн тăвас тетĕр, пурнăçĕ çапла.

Çут çанталăк ырлăхне ялсене кĕртни ялсен социаллă аталану шайне палăрмаллах ỹстерет. Ку ĕçе вĕçлесен, 2005 çулта ялсене шывпа тивĕçтерме пуçлатпăр.

КОРРЕСПОНДЕНТ: Михаил Петрович, эпир сирĕнпе тăтăшах тĕл пулса калаçатпăр. Эсир ĕçлеме пуçланăранпа 3 кĕпер хута кайрĕ. Çăлкуçсене те тăтăшах юсаса, тасатса тăратăр. Ял халăхĕн пурнăç шайне лайăхлатма тăрăшатăр. Ку енĕпе 2004 çулта мĕнле ĕçсем тума палăртрăр?

М.УХИН: ялпа ял, урампа урам хушшинчи кĕпер халăха пĕрлештерет. Халăх пĕрле пулсан, ĕç-пуç та малалла каять.

2004 çулта Пĕчĕк Енккасси ялĕнче кĕпере туса пĕтерме палăртнă. Юман хăмасем хатĕрлесе хунă ĕнтĕ. Аслă Чак ялĕнче йывăçсем лартса парк тума пуçланă. Карта тытса çавăрнă. Чи яваплă ĕç вара çут çанталăк газне кĕртессине вĕçлесси.

Ял малашлăхĕ - уйрăм çынсенче. Вĕсен культурине тăтăшах ỹстерсе пымалла. Республикăри "Спортпа туслă Чăваш Енĕн çамрăк ăрăвĕ" акцие хутшăнса çитес вăхăтра тренажерсен пỹлĕмне уçма палăртатпăр. Чăваш халăхĕ мĕн ĕлĕкрен нимелле ĕçлесе пурăннă. Халĕ те çак юхăм вăйрах. Ял çитĕнĕвĕ, социаллă аталанăвĕ, инфраструктура хамăр тăрăшмасăр, вăй хумасăр пулмасть. Пирĕншĕн никам та килсе туса памасть. Çавăнпа та пур халăх пĕрле ĕçлесен кăна малашлăха çул уçăлĕ.

А. НИКОЛАЕВА калаçнă.



07 апреля 2004
00:00
Поделиться