Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Шкул ачисем çĕнтернĕ

Шкул ачисем çĕнтернĕ

Район тата ял администрацийĕсем физкультурăпа спорта халăх хушшинче сарас тĕлĕшпе сахал мар вăй хураççĕ. Кăçал Кукеç поселокĕнче Пĕтĕм Раççейри çуллахи спорт вăййисене ирттерме палăртни те пире ку енĕпе пуçарулăха ỹстерме хистет. Энĕшпуç ялĕнче мини-футбол выляса ял кубокне çĕнсе илессишĕн ултă команда кĕрешнĕ. Вăтам шкул виçĕ команда тăратнă: учительсен, аслă классенче вĕренекен арçын ачасен тата хĕр ачасен. Вĕсемсĕр пуçне малти вырăна тухассишĕн пĕрлештернĕ ял, "Шоркистринский" хуçалăхăн тата "Шоркистринский" производство кооперативĕн командисем тупăшнă. Халăхпа тулнă стадион çамрăксемшĕн чăн-чăн спорт уявĕ пулнă. Финалти ăмăртусенче шкул ачисем хуçалăхăн командине 4:2 шутпа парăнтарнă. Пĕрлештернĕ ял команди виççĕмĕш вырăна тухнă. Çĕнтерỹçĕсене ял администрацийĕн пуçлăхĕ В.Сергеев тата ăмăрту спонсорĕ - "Шоркистринский" производство кооперативĕн директорĕ И.Иванов ăшшăн саламланă, парнесем панă. - Ачасен малашлăхĕ, вĕсен спортри çитĕнĕвĕ сывă пурнăç йĕркине тытса пынинчен нумай килет, - тенĕ савăнăçлă мероприятие вĕçлесе ял администрацийĕн пуçлăхĕ Василий Иванович.

С. ИВАНОВ.

Энĕшпуç ялĕ.



07 апреля 2004
00:00
Поделиться