Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

"УЛĂПРА" вăйлисем çитĕнеççĕ

"УЛĂПРА" вăйлисем çитĕнеççĕ

ЧР Президенчĕн "Çамрăксен тата сывă пурнăç йĕркин çулталăкĕ" Указне пурнăçласа Кивĕ Вăрмарта "Улăп" спорт клубне йĕркеленĕренпе вăхăт нумаях та иртмерĕ-ха. Апла пулин те унăн "çимĕçĕ" самаях сумлă. - Хĕллехи вăхăтра ялти урамсенчи çамрăксен командисем пĕр-пĕринпе мини-футбол енĕпе тăтăшах тĕл пулса вылярĕç. Ку енĕпе Виçпỹрт тата Çĕнкас урамĕсенчи командăсем уйрăмах пуçаруллă пулчĕç. Йĕлтĕрçĕсем те хăйсен спортри ăсталăхĕпе савăнтарчĕç. Клубăн чи активлă членĕ - Виталий Федоров районта ирттерекен ăмăртусене хутшăнать, лайăх результатсем кăтартать. Районти "Хĕрлĕ ялав" хаçат призĕсене çĕнсе илессишĕн кăçалхи март уйăхĕнче ирттернĕ йĕлтĕр эстафетинче вăл хăйĕн ушкăнĕнче чемпион ятне çĕнсе илчĕ. Клубăн тепĕр членĕ - Григорий Романов мĕн çамрăкранах спортпа туслă пулнă. Уйрăмах бокса килĕштернĕ. Канашри педагогика училищинче физкультура уйрăмне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн пĕр вăхăт Шупашкарта В.Соколов ячĕллĕ спорт шкулĕнче Г.Николаев аслă тренер пулăшнипе хăйĕн пултарулăхне çулран-çул туптаса пырать. Бокс енĕпе инструкторта тăрăшать, çамрăксене ăсталăха хăнăхтарать. Халĕ вăл - районти шалти ĕçсен пайĕн инспекторĕ. Чăваш Республикин шалти ĕçсен министерстви ирттернĕ чемпионатра пирĕн янташ, 69 килограмм таякан спортсменсем хушшинче виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Чаплă çитенỹ ку. Вăл ялти спорт клубĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешме вĕренекенсен секцине ертсе пырать. Кăçалхи июль уйăхĕнче Кукеç поселокĕнче Пĕтĕм Раççейри çуллахи ялти V спорт вăййисем ирттерме палăртни пирĕн спортсменсене çуллахи спорт ăмăртăвĕсене активлăрах хутшăнма хавхалантарать, - каласа парать "Улăп" спорт клубăн ĕçĕпе паллаштарнă май Кивĕ Вăрмар ял администрацийĕн пуçлăхĕ Г.Эверсков.

А. ХОВАНСКИЙ.



07 апреля 2004
00:00
Поделиться