Çурхи Ырă Эрне ырăлăхпа тултăр
Çурхи Ырă Эрне ырăлăхпа тултăр
Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырупа паллашсан, апрелĕн 16-24-мĕшĕсенче çурхи Ырă Эрнене хутшăнма чĕнсе каланине вуларăм. Ку мана питĕ килĕшрĕ.
Хĕл иртрĕ, юр айĕнчен кĕркунне туса ĕлкĕреймен ĕçсем тухрĕç. Урамсенче, çăл çывăхĕнче, уй хапхисенче, тăкăрлăксенче, кĕтỹ яракан вырăнсенче, çырма çатрасенче тĕрлĕ ăпăр-тапăр, çỹп-çап, пластика тата ытти вырăнсăр япаласем сапаланса выртаççĕ. Пурне те хамăр алăпа тухса ывăтнă. Халĕ вара хамăрăнах пуçтарса, таврана тирпей-илем кĕртесчĕ. Пăхатăн та кашни урамрах мĕн чухлĕ ĕç. Путăксене тỹрлетмелле, йывăçсене касмалла. Вĕсем сапаланса ỹссе кайнипе кỹршĕсен пахчисене кĕрсе кайнă. Çăл куçсене тирпейлемелле. Урамри кỹлĕсем тĕрлĕ ăпăр-тапăрсене пула тулса ларнă. Вĕсене тасатсан ял халăхĕшĕнех усăллă. Çуллахи кунсем çитсе пынă май пушар тухас хăрушлăх та ỹсет. Çавăнпа та пушара хирĕç кĕрешмелли хатĕрсене те йĕркелемелле. Урамра кирлĕ-кирлĕ мар япаласене, вут-шанкăсене, ыттисене чăрмантармалла купаласа хурас марччĕ. Темле ĕç те пур, ан ỹркен кăна. Ялăн капăрлăхне ỹстермелле. Ял администрацийĕнчен килсе е ял старости каласса кĕтсе лармалла мар. Тухса пăрахма вăхăт тупнине пуçтарма та пĕлмелле, таса тавралăх, тирпей-илем пурин куçне те курăнать. Клуб, магазин, вăрçă участникĕсене асăнса лартнă палăк, шкул таврашĕнче чечексем лартса илем кỹме нимĕнле пысăк укçа та кирлĕ мар. Çĕр çинче пурте вилĕмлĕ, çавăнпа та масар çинче те йĕрке кĕртмелле. Йĕри-тавра темĕн чухлĕ йĕркесĕрлĕх. Чăваш халăхĕ мĕн ĕлĕкрен тĕрлĕ ĕçсене нимелле пурнăçланă. Тен, халĕ те çак меслетпе вăй хурса, çак акцие хутшăнса хамăр пурăнакан вырăна лайăхрах та тасарах тăвар. Çурхи Ырă Эрне ырăлăхпа тултăр.
В. ТАБАКОВ Çĕнĕ Кинчер ял