Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

ЧĂННИПЕХ ТИВĔÇЛĔ ЧР

ЧĂННИПЕХ ТИВĔÇЛĔ ЧР

      ЧР Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырура: "Ăçта лайăх ватă çынсем çук, унта лайăх çамрăксем çук", - тесе палăртнă. Çавăнпа та пирĕн ватăсемшĕн те, çамрăксемшĕн те пĕр тан тăрăшмалла. Çакă патшалăхпа общество хăрушсăрлăхне, çавăн пекех ватлăха тивĕçтерекен тĕп тĕслĕх пулса тăрать.
     Патшалăх енчен чăннипех тимлĕх кирлĕ ватăсене, ветерансене. Райадминистрацин социаллă хỹтлĕх пайĕпе социаллă пулăшу центрĕ пуçарнипе районти çул çитмен ачасене социаллă пулăшу паракан уйрăмра Њвăл "Сельхозхими" ача садĕнче вырнаçнăЌ çамрăксемпе сывă пурнăç йĕркин çулталăкне халалланă "Професси енĕпе чи лайăххи-2004" районти смотр-конкурс ирттернĕ. Унăн девизĕ: "Ватă çынсене пулăшни - сывă пурнăç йĕркине пропагандăласси".
   Смотр-конкурса жюри председателĕ пулса райадминистраци пуçлăхĕн заместителĕ Л.Голубева, жюри членĕсем: райадминистрацин социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕ В.Иванов, культура пайĕн начальникĕ Т.Викторова хутшăннă. Çавăн пекех социаллă пулăшу паракан центрĕн директорĕ Л.Кириллова, çул çитмен ачасене социаллă пулăшу паракан уйрăмĕн заведующийĕ В.Степанова тата ытти ĕçченсем те пулнă.
     Смотр-конкурса районти çул çитмен ачасене социаллă пулăшу паракан уйрăмĕн ĕçченĕпе Е.Павловапа Н.Петрова психолог-педагог уçрĕç, вĕсемех ертсе пычĕç.
      "Професси енĕпе чи лайăххи-2004" ята тивĕçессишĕн социаллă сферăри 8 ĕçчен ăмăртрĕç. Вĕсем - Арапуçĕнчи ветерансен çурчĕсен заведующийĕсем - Л.Софроновăпа Н.Петрова, Н.Борисова - çул çитмен ачасене социаллă пулăшу паракан уйрăмĕн специалисчĕ, А.Иванова - Арапуçĕнчи ветерансен 2-мĕш çурчĕн социаллă ĕçченĕ, Т.Малинкова, Н.Александрова, Т.Павлова - киле пырса социаллă пулăшу паракан уйрăмсен заведующийĕсем, Н.Скворцова - Арапуçĕнчи ветерансен çурчĕсен медицина сестри.
       Ватăсемпе пурин те ырăрах, тимлĕрех пулмалла. Кунта çепĕç чунлă, ырă чĕреллĕ çынсем пуçтарăннă, вĕсем хăйсен ĕçне чунтан парăннă.      
        мăртакансем "Визитка", "Мастерицы", "Ромашка", "Проблемная задача", "Спортивная подготовка", "Великолепное блюдо" конкурссене хутшăнчĕç. Унта вĕсем хăйсен пĕлĕвне, тавракурăмне, пултарулăхне кăтартрĕç. Тĕслĕхрен, "Ромашка" конкурса хутшăнакансен "чечекĕн çеçкисене татса" тĕрлĕ енлĕ ыйтусене хуравламалла пулчĕ. Сăмахран, чи пĕчĕк пенсин виçи мĕн чухлĕ, социаллă пулăшун мĕнле принципĕсене пĕлетĕр, социаллă сферăри ĕçчен умне мĕнле требованисем тăратаççĕ тата ытти те.
           Мероприяти вĕçленнĕ май ман пуçра темĕн тĕрлĕ шухăш та çуралчĕ. "Професси енĕпе чи лайăххи-2004" ята кашниех тивĕçлĕ, вутра та çунман, шывра та путман çынсем", - тесе калас килчĕ вĕсем çинчен.
         Конкурс вăхăтĕнче социаллă пулăшу паракан уйрăмĕн музыка руководителĕ О.Васильева тата çак уйрăмра пурăнакан 13 çулхи Н.Васильева хăйсен юррисене шăрантарса пурне те тыткăнларĕç, О.Бережецкая ертсе пыракан ташă ушкăнĕнчи хĕр ачасем пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.
       "Професси енĕпе чи лайăххи-2004" ята уйрăмри çул çитмен ачасемпе ĕçлекен Н.Борисова специалист çĕнсе илчĕ. "Вăл çак ята чăннипех тивĕçлĕ", - терĕç ăна хакласа жюри членĕсем. Унтан пурне те хаклă парнесемпе хавхалантарчĕç, ăнăçусем сунчĕç.

 В. ГУРЬЕВА.



10 апреля 2004
00:00
Поделиться