МЕХАНИЗАТОРСЕМ
о Династи
МЕХАНИЗАТОРСЕМ
Çĕр - чи пысăк пуянлăх. Ун çинче ĕçлекен мĕн ĕлĕкрен хисепе тивĕçлĕ пулнă, мĕншĕн тесен вăл пире тăрантаракан. Малтанхи вăхăтсенче хыт-хура кашласа ларакан пĕр участок та пулман. Çĕрĕн кашни лаптăкĕпе туллин те тухăçлă усă курнă. Лашапа сухаласа алăпа акнă, вырса, çапса илнĕ. Çакăн пек ĕçсене пурнăçласа ỹснĕ те ĕнтĕ Тĕмпек ялĕнчи Микуç пичче. Вăл 1910 çулта çав ялтах кун çути курнă. Тĕмпек, тесен хальхи çамрăксем пĕлсех те каймаççĕ пулĕ-ха. Вăл Энтрияль ялĕпе юнашарах пулнă. Çĕрĕ вĕсен нумайччĕ. Çавăнпа та уйрăм хуçалăх пулнă пулĕ. Çакăнта ĕçлесе, çемье çавăрса пурăннă та ĕнтĕ Николай Александрович Александров. Каярахпа, Энтрияльпе Тĕмпек ялĕсем пĕрлешсен, Николай Александрович тракторпа, комбайнпа ĕçленĕ. Мĕн чухлĕ çĕр сухаламан-ши тата миçе гектар тырă вырман-ши? Тракторĕсем ванса ларса та нумай тертлентернĕ. Вăл вăхăтра юсав ĕçĕсене пурнăçлама Вăрмар станцийĕнчен будкăпа килетчĕç. Юсав ĕçĕсене тума Николай Александрович хăй те хутшăннă. Çавăнпа та ялта юсав ĕçĕсене пĕлес енĕпе ăна çитекенни пулман. Ахальтен мар ĕнтĕ ялта трактор паркĕ йĕркелесен бригадира суйлаççĕ. 15 çул пĕр улшăнмасăр вăй хурать вăл унта.
Вĕсем арăмĕпе - Марфа Терентьевнăпа 5 ача çуратса ỹстереççĕ. 3 ывăл та 2 хĕр. Ĕçчен çемьере пултаруллă та хастар ачасем çитĕнеççĕ. Виçĕ ывăлĕ те, салтак тивĕçне татса килсен, ашшĕн профессине алла илеççĕ. Шел пулин те, ашшĕ вĕсен пултарулăхĕпе нумай савăнса пурăнаймасть, вăхăтсăр, 54 çултах çĕре кĕрет.
Анатолий 6-7-мĕш классенчех çуллахи вăхăтра пиччĕшĕпе пĕрле плугарьте ĕçлет. Салтака кайиччен пиччĕшĕпе иккĕшĕ тракторпа вăй хунă. Унтан таврăнсан "Динамо" колхозра, "XXV партсъезд" ячĕпе хисепленекен совхозра, "Бишевский" хуçалăхра мĕн пенсие кайичченех трактор рульне алăран яман. Халĕ ĕç ветеранĕ тивĕçлĕ канура. 5 ача çуратса ỹстернĕ. Пурте хăйсем тĕллĕн пурăнаççĕ.
Виççĕмĕш ывăлĕ те трактористсен курсне пĕтерсен çав ĕçпех вăй хунă. Анчах та 26 çула çитсен унăн кун-çулĕ вăхăтсăр татăлнă. 8 уйăхри ывăл ачипе арăмĕ тăрса юлаççĕ. Халĕ ывăлĕ Тутар Республикинче ĕçлет.
Аслă ывăлĕ - Александр Николаевич, ялта Саня тесе чĕннĕ, çамрăклах В.Вишневский трактористпа плугарьте, прицепщикре тăрăшать. Каярахпа хăй те трактор рулĕ умне ларать. Ун чухне вĕсене Вăрмарти МТСран килсе экзамен тыттарсах тăнă. Çавăн чухне тракторист правине алла илет те ĕнтĕ çак çамрăк. Пĕр улшăнмасăр 23 çул ĕçлет вăл трактористра. Анчах та унăн та кун-çулĕ темшĕн çав тери кĕске пулать. Пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса каять. Арăмĕ, Зоя Александровна Николаева, 4 пĕчĕк ачипе тăрса юлать. Вĕсене ỹстерес тесе вăй-халне шеллемесĕр, пĕр кун сиктермесĕр бригадăри тĕрлĕ ĕçсене хутшăнать. Александр Николаевичăн аслă ачи Леонид Александрович аслашшĕпе ашшĕн профессинех суйласа илет. Машина-трактор мĕн пĕчĕкренех ăна илĕртет. Шкулта 10 класс пĕтерсен вăл 1977 çулта районти ДОСААФра вĕренсе шофер правине илет. Мĕн тĕрлĕ савăнать çавăн чухне çамрăк каччă. Малтанах вăл районти автотранспорт предприятине ЊАТПЌ ĕçе кĕрет. Салтак ячĕ тухичченех тăрăшать вăл унта. Çартан çав предприятиех таврăнать. Тĕрлĕ автомашинăсемпе ĕçлет, мĕн хушнине яланах тĕплĕн пурнăçлать. Пултарулăхне кура пулĕ ĕнтĕ ăна автобус шанса параççĕ. 1996 çултанпа паянхи кунчченех автобус рулĕ умĕнче Леонид Алексадрович. Мăшăрĕпе, Алевтина Федоровнăпа, 2 ывăл çитĕнтереççĕ. Вĕсем иккĕшĕ те Шупашкарта вĕренеççĕ. Туслă та çирĕп çемье вĕсен.
Çапла вара Николай Александровичăн йăхне малалла тăсакансем татах та çитĕнессе шанас килет.
Э. НИКОЛАЕВА, обществăлла корреспондент. Энтрияль ялĕ.