ПĔРИСЕМ - МАЛАЛЛА, ТЕПРИСЕМ - КАЯЛЛА
ПĔРИСЕМ - МАЛАЛЛА, ТЕПРИСЕМ - КАЯЛЛА
"Çурхи кун çулталăк тăрантарать", - теççĕ ватăсем. Çур акине мĕнле шайра ирттеретĕн, çавăн пек тухăç илетĕн. Акса-лартса илмелли çĕрсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ районĕпе 28 пин те 970 гектар. Çав шутран кĕрхи культурăсене 1 пин те 260 гектар акса хăварнă. Кăçал планпа палăртнă тăрăх 23 пин те 38 гектар акса-лартмалла, тепĕр 5 пин те 932 гектарĕ хура пусă юлать. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 8 пин те 992 гектар çинче туса илме палăртнă. Унсăр пуçне хуратул - 31, пăрçа - 40, вика - 225 гектар. Çавăн пекех сахăр кăшманĕ - 180, çĕр улми - 150, пахча çимĕç - 83, силослăх культурăсем - 287, тымар çимĕç - 243, пĕр çул ỹсекен курăксем - 1492, нумай çул ỹсекен курăксем - 350, ытти культурăсемпе хутăштарса - 270 гектар. Иртнĕ çулсенче акнă нумай çул ỹсекен курăксен лаптăкĕ 9 пин те 505 гектар. Çав вăхăтрах кăçалхи çур акине районти хуçалăхсем хатĕр-и? тесе ыйтсан, манăн хурав - çителĕклĕ шайра мар. Каланине çирĕплетсе пĕр-ик тĕслĕх. Акă, "Чакинское" хуçалăхра акса-лартса илмелли çĕр 1 пин те 336 гектар пулсан, кăçал вĕсем планпа 623 гектар кăна акайраççĕ. Ытти вара... Çавăн пек лару-тăру "Шоркистринский" хуçалăхра та. 660 гектар акма палăртнă пулсан, тепĕр 665 гектарĕ пушă юлать. Уйрăмах "Ковали" хуçалăх ĕçченĕсен кăçал çăкăрсăр тăрса юлас хăрушлăх пур. Планпа 885 гектар акма палăртнă пулсан, тепĕр 1 пин те 6 гектарне акаймаççĕ. "Радуга" агрофирмăн Чупай уйрăмĕнче те тырă вăрлăхĕ 11 тонна çеç. "Пинер" хуçалăх панкрута тухнă хыççăн, хуçалăх пĕтнĕ. Пĕтĕмĕшле каласан хăш-пĕр хуçалăхсем паянхи куна илес пулсан çур акине хатĕр мар тесен те йăнăш пулмасть. "Шигали", "Родина", "Вознесенское" хуçалăхсем, "Арабоси" агрофирма çур акине хатĕрленессипе çанă тавăрса ĕçленисĕр пуçне ыттисен ку енĕпе тăрăшулăх çитсе пымасть-ха. Пĕрисем района малалла туртаççĕ пулсан, теприсем вара - каялла. Хуçалăхсен аталанăвĕ чи малтанах вĕсен руководителĕсем мĕнлерех шайра пулнинчен килет. Ку е вăл хуçалăх пуçлăхĕ вырăнти специалстсемпе пĕр чĕлхе тупса ĕçе пĕрле кал-кал туса пымасан шурлăхран тухаймăпăр. Техника кивелсе çитни те ура хурса пырать. Районĕпе 75 комбайн, анчах вĕсенчен 92 проценчĕ ĕçлеме юрăхсăр. Апла пулсан, акнă тĕш-тырăна та пухса кĕртеймесĕр юласси патне çитерме пултарать.
Н. НИКОЛАЕВ, ял хуçалăх управленийĕн тĕп агрономĕ.