Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

ÇĔРЕ СУЙМА ÇУК

ÇĔРЕ СУЙМА ÇУК

    Ял хуçалăх производ ствине аталану çулĕ çине тăратас, çĕр пулăхне лайăхлатас тĕллевпе районти хуçалăхсен руководителĕсем, агрономсем, уй-хир бригадирĕсем, инженерсем, фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕсем тата райадминистрацин ял хуçалăх управленийĕн специалисчĕсем агрономсен конференцине хутшăнчĕç.
   Умра - яваплă тапхăр: кăçалхи тыр-пул шăпине татса паракан çур аки. Йывăрлăхсене çĕнтерсе, чăрмавсене парăнтарса, ăна кĕске вăхăтра тата пахалăхлă ирттерсе ярасси çинчен пулчĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн А.Егоровăн конференцие уçса каланă сăмахĕ. Темле йывăрлăхсем пулсан та районти хăш-пĕр хуçалăхсем пур енĕпе те малтисен йышĕнче пыраççĕ. Иртнĕ çул пысăк тухăçлă тыр-пул туса илме пултарчĕç. "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрикин тĕп агрономĕ В.Нарзаев хăйсен ĕç опычĕпе паллаштарчĕ. "Арабоси" агрофирмăн тĕп агрономĕ В.Максимов вăрлăхлăх тырă туса илсе ăна районти ытти хуçалăхсене сутма пултарасси пирки пĕлтерчĕ.
    Çĕр-ĕç культури чакса пыни, фермăсенчи выльăх-чĕрлĕх йышĕ палăрмаллах сахалланни, машина-трактор паркĕсем кивелсе çитни, хаксен танмарлăхĕ ял хуçалăхĕнче пысăк чăрмавсем кỹреççĕ. Тухăçлăха ỹстерес тесен агротехника требованийĕсене пурнăçласа пымалли çинчен каларĕ ял хуçалăх управленийĕн тĕп агрономĕ Н.Николаев.
   Дюпан-Химпром заводăн "Агрематика" фирмăн регионсен представителĕ С.Филиппова сахăр кăшманне мĕнле майпа тухăçлăрах туса илесси пирки чарăнса тăчĕ.
    Чăваш ял хуçалăх академийĕн биологи наукисен докторĕ Л.Михайлов профессор çĕр пулăхне ỹстермелли майсене тĕслĕхсемпе ăнлантарчĕ.
  "Меркурий" тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директорĕ А.Багаутдинов биологилле препаратсемпе усă курса пысăк тухăçлă тыр-пул туса илме пулассине пĕлтерчĕ.
  Чăваш Республикинчи ỹсен-тăрансене агрохимилле майпа хỹтĕлес енĕпе ĕçлекен станци начальникĕ Н.Абашин сиенлĕ хурт-кăпшанкăсенчен сыхланас тесен мĕнле препаратсемпе усă курмалли çинчен каларĕ.
   Тухса каланисенчен пурте ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсен йывăрлăхне ăнланни палăрчĕ. Çĕр - пирĕн тĕп пуянлăх. Çĕршыв вăйне ĕлĕкренех унпа виçнĕ. Çавăнпа та унăн пулăхне май килнĕ таран ỹстерме тăрăшмаллине палăртрĕç. "Çĕре суйма çук, унпа ĕçлемелле", - терĕç конференцие хутшăннисем. Юлашкинчен Пенза облаçĕнче пĕрчĕллĕ культурăсене туса илнин опычĕ çинчен видеофильм пăхрĕç.

А. НИКОЛАЕВА.



14 апреля 2004
00:00
Поделиться