Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çĕкленỹллĕ кăмăл-туйăмпа

Çĕкленỹллĕ кăмăл-туйăмпа

Чăваш Республикин Президенчĕн Н.Федоровăн Патшалăх Канашне янă Çырăвĕпе паллаштарнине халалланă сесси ĕçне пĕрре кăна мар хутшăнма май килчĕ. Ку маншăн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Унта палăртнă тĕллевсем пирĕншĕн, вырăнти власть тытăмĕшĕн, ĕç программине калăпланаççĕ. Питĕ çĕкленỹллĕ кăмăл-туйăмпа таврăнтăм эпĕ тăван яла. Çырура палăртнисем пурте пире лайăх пурăнма условисем туса парассипе çыхăннă-çке-ха. Ку таранччен республикăн вунă çуллăха йышăннă стратегиллĕ аталанăвĕн планĕпе ĕçленĕ. Яла газ кĕртессине 2004 çулта вĕçлесе шывпа тивĕçтерессишĕн тăрăшма пуçламалла. Экономикăпа социаллă сферăна аталантарас енĕпе йышăннă малашлăх тĕллевсене пысăк пахалăхпа пурнăçламалла. Ял хуçалăх производствин тухăçне ỹстерес тата халăха ĕçпе тивĕçтерес, пурăнмалли çурт-йĕр строительствин калăпăшне ỹстерес, çамрăксене, çемьесене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарас енĕпе ĕçлеме палăртнисене пурнăçа кĕртсе пымалла. Ман шутпа, чи малтанах çамрăк ачасене çак çул-йĕрпе пыма хăнăхтармалла. Ача çуралнă вырăн историйĕ тата унпа çыхăннă паллă пулăмсем çынра, уйрăмах ачара, нимĕнпе танлаштарма çук пысăк туйăм çуратаççĕ тесе шутлатăп. Çавăнпа та ĕмĕртен ĕмĕре куçса пыракан хамăр ялăн историне çутатас тĕллевпе ял летопиçне пичетлесе кăларасшăн. Ăна валли тĕрлĕ материалсем хатĕрлеме пуçланă. Тĕслĕхрен, 1850 çулхи Кивĕ Вăрмар ял картине шыраса тупрăм. 1872 çулта çуралнă хамăр ял çыннин Александр Федорович Федоровăн сăн ỹкерчĕкне те тупма май килчĕ. Вăл Патша вăхăтĕнчи Раççейĕн иккĕмĕш созыври Патшалăх Думин депутачĕ пулнă. Кун пек япаласем чылай пухрăмăр. Летопиçĕн пĕлтерĕшĕпе çитĕнĕвĕ калама çук пысăк пуласса шанатăп. Вăл çитĕнекен ăрун ăс-тăнĕпе шухăшĕсене улăштаратех пулĕ тетĕп. Воспитани паракан нимĕнле институт та хăйĕн пахалăхĕпе çемьепе танлашаймасть. Çын ĕçе хăнăхса, пĕлỹ патне туртăнса ỹсесси те çемьеренех пуçланмалла. Пĕчĕкрен лайăххине илсе ỹссен, мĕн ĕмĕрĕпех çыннăн пурнăçне пуянлатать. Çакна кашни ашшĕ-амăшĕнех, вĕрентекенĕн те шута илмелле. Физкультурăпа, спортпа туслă çынсен шутне ỹстермелле.

Г. ЭВЕРСКОВ, Кивĕ Вăрмар ял администрацийĕн пуçлăхĕ.



14 апреля 2004
00:00
Поделиться