АЧАСЕМ _ ПУРНĂÇ ЧЕЧЕКĔСЕМ
АЧАСЕМ _ ПУРНĂÇ ЧЕЧЕКĔСЕМ
Чăваш Республикин Президенчĕ Патшалăх Канашне янă Çырура "Ача-пăча ырра курсан ырă пулать, усала курсан усал пулать", - тенĕ.
Самана улшăнса пынă май, эпир çак пулăмпа обществăра час-часах тĕл пулатпăр. Пытармалли çук, юлашки вăхăтра ачасене воспитани парасси чакса пырать. Тĕрлĕ пухусенче е анлă ларусенче "ачасем - пирĕн пуласлăх" тесе час-часах палăртатпăр, анчах тепĕр хушăран ăна манăçа хăваратпăр, ытларах укçа-тенкĕ тăвас тесе васкатпăр, шăпăрлансем пирки манса каятпăр. Воспитани тенĕрен, чи малтан, паллах, ку ашшĕ-амăшĕнчен пуçланать те ĕнтĕ. Анчах та хăшĕ-пĕрисем пурнăçри йывăрлăхсене чăтаймасăр хăйсене эрехпе лăплантарма тăрăшаççĕ. Пурнăç урапи малалла куснă май, çемьен шăпи пысăк хăрушлăха кĕрсе ỹкет. Çемьере çакнашкал лару-тăру хуçаланни - пысăк хуйхă. Чи малтанах ку ача-пăчана пырса тивет.
Çемьере ашшĕ-амăшĕ "симĕс çĕленпе" туслашнă пулсан, унта ыррине кĕтмелли çук паллах. Пĕтĕм инкек, хĕн-хур çакăнтан пуçланать: çемьери лару-тăру начарланать, хирĕçỹ-харкашусем час-часах пулаççĕ, çемье бюджечĕ пирки каламалли те çук - унăн кĕсйи тахçанах шăтнă...
Ачасенчен нумайăшĕ ашшĕ-амăшĕ ỹсĕррине курас килменнипе килĕсенчен тухса каяççĕ. Çакăн пек çемьесене тупса палăртас, ачасене социаллă тата педагогикăпа психологиллĕ пулăшу парас, ашшĕ-амăшĕнчен тухса каякансене çемьене тавăрас тĕллевсемпе ĕçлет пирĕн районти çул çитмен ачасене социаллă пулăшу паракан уйрăм.
1997 çулта çак уйрăм Арапуç ялĕнче йĕркеленет. Унтан тĕрлĕ сăлтавсене пула 2003 çулхи февраль уйăхĕнче район центрĕнчи "Сельхозхими" ача садне куçать. Коллектив пысăках мар, 15 çынран тăрать. Вĕсен хушшинче: социаллă ĕçченсем, психолог-педагог, воспитатель, ĕç учителĕ, медицина сестри тата ыттисем.
Çул çитмен ачасене социаллă пулăшу паракан уйрăм вĕрентỹ пайĕпе, ял администрацийĕсемпе, шкулсемпе, шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсемпе тачă çыхăну тытать. Йывăр лару-тăруллă çемьесенчи ачасене тупса палăртса социаллă пулăшу паракан уйрăма илсе килес тĕллевпе вĕсен тĕрлĕ специалистсенчен тăракан бригада час-часах ялсене тухса çỹрет, çавăнпа та ачасен шучĕ кашни уйăхрах улшăнса пырать. Тĕслĕхрен, январь уйăхĕнче уйрăмра - 15, февраль уйăхĕнче - 11, март уйăхĕнче 15 ача пурăннă.
"Йывăр çемьесене кашни уйăхрах вунна яхăн тупса палăртатпăр, - тет уйрăм заведующийĕ. - Ачасене илсе килсе вырнаçтарсан, 2 эрне хушши вĕсене асăрхаса тăратпăр. Кайран вара тин педагогикăллă е психологиллĕ пулăшу паратпăр. Кунта Н.Петрова психологпа Е.Павлова социаллă ĕçченĕн тăрăшулăхĕ пысăк".
Ачасен сывлăхне сыхлас, организма çирĕплетмелли мелсем шырас ĕçре медицина сестри тăрăшать. Çавăн пекех ачасене ал ĕçĕсене хăнăхтарас тесе ĕç учителĕ Т.Ефремова пĕтĕм вăй-халне парать. Кунта ачасем тем те тума вĕренеççĕ. Унти пỹлĕме кĕрсенех чăн-чăн асамлă юмахри пекех туятăн хăвна. Ачасене кунне 6 хутчен апатлантараççĕ. Кунта сĕтрен, какайран татăлни пулман. Витаминсемпе пуян пахча çимĕç те пама тăрăшаççĕ. Апатне тутлă та техĕмлĕ пĕçерсе парать çамрăк повар.
"Çак йывăр лару-тăрăва ăнланса пире нумайăшĕ пулăшма тăрăшать, уйрăм çынсем те хăйсен пулăшăвĕсĕр хăвармаççĕ, час-часах тивĕçтерсе тăраççĕ. РФ Патшалăх Думин депутачĕ П.Семенов та ыр кăмăллăхпа палăрса тăрать. Вăл пулăшнипе нумай япаласем илме пултартăмăр", - тет уйрăм заведующийĕ.
Ĕçри ăнăçу кадрсенчен те килет, тетпĕр эпир. Унта тăрăшакансем ятарласа аслă вĕренỹ заведенийĕсенче вĕренеççĕ, ăс-тăнне пуянлатаççĕ.
Ашшĕ-амăшĕсен яваплăх пулманнипе ачасен ăс-хакăлĕ, сывлăхĕ, пĕтĕмĕшле каласан, телейĕпе кун-çулĕ малалла талпăнса ỹсес вырăнне сỹнсе ларать. Çак кăвайта çĕнĕрен чĕртессишĕн мĕн пур вăя парса ĕçлеççĕ социаллă сфера ĕçченĕсем. Ачасене çĕршыва юратма, тĕрĕс çул çине тăма воспитани парас тесе вăй-хала шеллемесĕр чуна парса тăрăшаççĕ.
В. ГУРЬЕВА.