Административлă чăрмавсенчен хăтăлса
Административлă чăрмавсенчен хăтăлса
Халăхпа ĕçлессине лайăхлатас, административлă чăрмавсенчен хăтăлас тĕллевпе 2002 çулта ЧР Президенчĕ "Чăваш Республикинче граждансемпе юридици енĕпе "Пĕр чỹрече" принципа тĕпе хурса тивĕçтермелли системăна ĕçе кĕртесси çинчен" Указ кăларчĕ. 2004 çулта çак система пирĕн районта та ĕçе тытăнчĕ. Куçман пурлăха, çав шутра çĕр участокĕсене туянса вĕсемпе усă курмалли правасене йĕркелессине, пурăнакан çуртсене приватизацилессине, строительство ĕçĕсене тума ирĕк илес ыйтусене татса пама "Пĕр чỹрече" йĕркипе посредник пулăшăвĕ парассине районти техника инвентаризацийĕн бюровне тата "Фемида" юридици компанине хушнă. "Пĕр чỹрече" принцип системипе ĕçлени чиновниксем граждансене интереслентерекен ыйтусемпе йышăнмаççĕ е тата куçман пурлăха килĕшỹ тума ирĕк памаççĕ тенине пĕлтермест. Власть органĕсем халичченхи пекех халăхпа та, "Пĕр чỹречепе" те хăйсен ĕçĕсене тỹрремĕнех пурнăçласа пыраççĕ. Кунта уйрăмлăхĕ çакăнта кăна: пĕр-пĕр гражданин "Пĕр чỹречене" хăйĕн ыйтăвĕпе пырсан кăштах укçине ытларах тỹлеме тивет, анчах та кирлĕ документсене тĕрлĕ инстанцисене çỹресе пуçтарнинчен хăвăртрах пухса çитерет.
Н. ПАВЛОВ, район администрацийĕн юридици пайĕн начальникĕ.