АНЛĂ ЛАРУРА _ ÇИВĔЧ ЫЙТУСЕМ
АНЛĂ ЛАРУРА _ ÇИВĔЧ ЫЙТУСЕМ
Умра - çур аки. Вăл ĕççыннине яланах яваплăха туйма хистет. Ăна кĕтсе илме мĕнле хатĕрленетпĕр-ха? Районăн 2004 çулхи пĕрремĕш кварталти социаллă-экономикăллă аталанăвĕ еплерех? "2000-2005 çулсенче районта туберкулезпа чирлисене пулăшу парассине лайăхлатасси" тĕллевлĕ программа мĕнле пурнăçланса пырать? Çак тата ытти ыйтусене татса парас тесех пуçтарăнчĕç райадминистрацин анлă ларăвне поселок, ял администрацийĕсен, райадминистрацин пайĕсемпе управленийĕсен, федераллă службăсен, предприятисемпе организацисен пуçлăхĕсем. Ларăва район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Егоров уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ.
Чи малтанах райадминистрацин экономика пайĕн начальникĕ П.Петров кăçалхи пĕрремĕш кварталта районăн социаллă-экономикăллă аталанăвĕ пирки тĕплĕн ăнлантарчĕ.
- Ял хуçалăх отраслĕнче çитменлĕхсем çав тери чуна ыраттараççĕ.
Районта малта пыракан хуçалăхсенче те хальхи вăхăтра выльăх-чĕрлĕхе çитерме апат пĕтсе çитни ырри патне илсе пымасть. Хăш-пĕр хуçалăхсенче ĕнесене талăкĕ-талăкĕпе шăвармаççĕ, апат памаççĕ. Сĕт ĕне чĕлхи çинче, текен ваттисен сăмахне мĕншĕн манăçа кăларнă-ши эпир? Сĕте талăкра килогрампа мар, грампа суса илни калама çук намăс. Выльăх-чĕрлĕх йышне, вĕсенчен продукци илессине мĕн май пур таран ỹстерме тăрăшмалла, - терĕ Анатолий Иванович ларăва малалла тăснă май. Район администрацийĕн ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ В.Адюков районти хуçалăхсенчи лару-тăрупа паллаштарчĕ. Коммуналлă хуçалăхри ĕç-хĕл, çул-йĕре йĕркеллĕ тытса тăрасси тата ЧР Президенчĕн программипе килĕшỹллĕн ялсенче газ кĕртес ĕçе вĕçлесси çинчен калаçрĕ райадминистраци пуçлăхĕн заместителĕ Н.Яковлев. Пур ĕçе пурнăçлама та чи малтан сывлăх кирлĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ ЧР Президенчĕ республикăра сывлăха сыхламалли çĕнĕ çул-йĕрсене палăртнă. Ку енĕпе пирĕн районта та тĕрлĕ ĕçсем туса ирттереççĕ. Республикăра ирттерекен "Шурă чечек" акцие хутшăнса туберкулезпа аптракансен йышĕ районта ỹссе пыни, вĕсене пур енлĕн пулăшмалли пирки пулчĕ сăмах районти больницăн тĕп врачĕн В.Ванюковăн калаçăвĕнче. Сывă пурнăç йĕркине пропагандăланă май районти хăш-пĕр предпринимательсем срокран тухнă апат-çимĕç продукчĕсене вăрттăн сутма юраманни тата тасалăхпа тирпей-илеме тытса пымалли çинче чарăнса тăчĕ санэпиднадзорăн районти центрĕн заведующийĕ П.Егоров.
Районти "Хĕрлĕ ялав" хаçатăн тĕп редакторĕ Н.Васильев районта пурăнакансене кăçалхи апрелĕн 16-24-мĕшĕсенче республикăра ирттерекен Çурхи Ырă
Эрне акцине тата хаçатăн çырăнтару кампанине активлă хутшăнма чĕнсе каларĕ.
Çур аки çитсе тăни, çурхи хĕвел хыççăн тухакан тасамарлăха тасатасси, поселок урамĕсенчи тротуарсене йĕркене кĕртесси, çул-йĕрсем, автомашинăсем çул-йĕр правилисене пăхăнса çỹремелли пирки те хĕрỹ калаçу пычĕ ларура.
Пурте пĕрле çине тăрса çур акине ăнăçлă ирттерсе кăçалхи тухăçшăн тăрăшма, район территорине тирпей-илем кĕртме сĕнчĕ юлашкинчен А.Егоров.
А. НИКОЛАЕВА.