АТАЛАНАТЬ, ТĔРЕКЛЕНЕТ ФЕРМЕР ХУÇАЛĂХĔ
АТАЛАНАТЬ, ТĔРЕКЛЕНЕТ ФЕРМЕР ХУÇАЛĂХĔ
ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн "Чăваш Республикин агропромышленность комплексне патшалăх йĕркелесе тăрасси тата пулăшасси çинчен" саккунĕнче хресчен ЊфермерЌ хуçалăхĕсене йĕркелеме тата ура çине тăма пулăшмалли çинчен каланă. Фермер хуçалăхĕсем тенĕрен, вĕсем пирĕн районта 75. Манăн сăмахăм шăпах районта чи малтан, тĕрĕсрех 1992 çулта Тупах ялĕнче йĕркеленнĕ "Туслăх" ассоциацийĕ пирки пырĕ. Ассоциаци пуçлăхĕ - çак ялта 1954 çулта апрелĕн 7-мĕшĕнче çуралнă Владимир Матвеев. Мĕн ачаран çĕр ĕçне юратма ăна аслашшĕ - Матвей Ильич Ильин вĕрентсе пынă. Çавăнпах та пулĕ В.Матвеев малтан ялти тулли мар, унтан Кĕлкешри вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн тỹрех Канашри пĕрремĕш номерлĕ профтехучилищĕне пĕлỹ пухма кĕрет. Унта тракторист-машинист профессие алла илет.
1971-1972 çулсенче "Урмарская" совхозра тракторист пулса ĕçлет. Ун хыççăн 2 çул Казахстанра çар ретĕнче тăрать. Службăран таврăнсан "Прогресс" хуçалăхра 1992 çулччен тăрăшать. 1975 çулта пултаруллă механизатор В.Матвеев Кĕлкеш хĕрĕпе, Алевтинăпа, пĕрле çемье чăмăртаççĕ. Çемьеллĕ пулсан та, пĕр профтехучилище вĕренсе пĕтернипе çеç лăпланса лармасть вăл, Çĕрпỹри совхоз-техникумра пĕлĕве малалла ỹстерет. Анчах мĕн ачаран аслă пĕлỹ илес туртăмĕ унăн çав-çавах çухалман. Совхоз-техникумран алла диплом илсе тухсан вăл тỹрех Хусанти Бауман ячĕллĕ университета çул тытать. Вĕреннĕ вăхăтрах фермерсен "Туслăх" ассоциацине йĕркелет. Хăйĕн пулăшаканĕпе, Иван Николаевпа, пĕр çемьери пекех килĕштерсе ĕçлеççĕ. Ку - санăн, ку - манăн тесе уйăрман вĕсем, пĕрин пур пулсан, теприн те ...
Фермерсен çĕр лаптăкĕ 30 гектар ытла. Акă иртнĕ çул çĕр улми - 5, "Ирень" сортлă тулă - 8, "Биосс - 1" 15 гектар çинче сортлă урпа акса пысăк тухăç илнĕ. Пĕлтĕр пĕр гектартан çĕр улми - 200, тулă 30 центнер тухнă. 2003 çулта 30 гектар ытла çĕр лаптăкĕнчен çĕр улми - 100, тĕш тырă 65 тонна туса илме пултарнă хастар фермерсем.
- Тыр-пул тухăçĕпе мухтанмастпăр, çĕре мĕн акатăн тата мĕнлерех пăхатăн çавăн пек тухăç илетĕн. Пирĕн тĕллев - кăçал татах та ытларах продукци туса илесси. Ĕмĕтсем пысăк, шанчăка çухатмастпăр", - тет Владимир Федорович хăйсен фермер хуçалăхĕпе паллаштарнă май. Пурлăхпа техника базине те çулсерен çĕнетсех пыраççĕ. Иртнĕ çул МТЗ-82 трактор тата "Нива" комбайн туяннă. Кусем вара фермерсен ĕçне чылай çăмăллатаççĕ.
Районти фермерсемпе туслă çыхăну тытать В.Матвеев. Унсăр пуçне кашни çулах республикăри хуçалăхсене çитсе курма та тăрăшать, вĕсен паха опычĕпе паллашать, вырăнта пурнăçа кĕртет. Акă кăçал Мускавра иртнĕ Раççей Федерацийĕнчи фермер хуçалăхĕсен ассоциацийĕн XV съездне те хутшăннă Владимир Федорович. Ял хуçалăх производствинче пысăк ỹсĕмсем тунăшăн фермерсен "Туслăх" ассоциацийĕн пуçлăхне В.Матвеева Раççей ял хуçалăх кооперативĕсен тата хресчен ЊфермерЌ хуçалăхĕсен ассоциацийĕн президенчĕ В.Башмачников Хисеп грамотипе наградăланă. Çавăн пекех агропромышленность комплексĕн аталанăвĕнче нумай çул хастар тăрăшнăшăн Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисене те пĕрре мар илме тивĕç пулнă.
Алевтина Ивановнăпа 3 ача ỹстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Çемьере вĕсен яланах татулăх, килĕшỹлĕх хуçаланать, çавăнпа та ĕç кал-кал пулса пырать.
"Вăхăт сисĕнмесĕр иртет. Тин кăна тыр-пула пуçтарса кĕнĕччĕ, умма çур аки те çитсе тăчĕ. Хальхи вăхăтра ăна тивĕçлĕ шайра кĕтсе илессипе ĕçлетпĕр. Техника хатĕрпе пĕрех, вăрлăх та кондициллĕ. Çанталăкĕ лайăх пулсан çурхи нỹрпе кĕске вăхăтра акса хăварма тăрăшăпăр", - терĕ Владимир Федорович манпа сывпуллашнă май.
Эппин фермерсен "Туслăх" ассоциацинче вăй хуракансене вĕсен çăмăл мар, çав вăхăтрах пархатарлă ĕçĕнче малашне те пысăк ỹсĕмсем тума ăнăçу сунатпăр.
З. ПАВЛОВА.