Аталанса вăй илтĕр вак предпринимательлĕх
Аталанса вăй илтĕр вак предпринимательлĕх
Районта "Чăваш Республикинчи пĕчĕк предпринимательлĕх субъекчĕсене патшалăх пулăшăвĕ парасси тата пĕчĕк бизнеса аталантарасси" темăпа иртнĕ Пĕрлехи информаци кунне ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Л.Григорьев, ЧР Шалти ĕçсен министрĕн заместителĕ В.Григорьев, республикăри вĕрентỹ институчĕн ректорĕ В.Данилов, Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕн директорĕ В.Григорьев тата республикăн, районăн ытти представителĕсем предприятисемпе организацисенче, шкулсенче пулса халăхпа, вĕрентекенсемпе, шкул ачисемпе курса калаçнă, вĕсен ыйтăвĕсем çине хуравланă.
Райпо. Пĕрлехи информаци кунĕнче ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Л.Григорьев, районти финанс пайĕн начальникĕ О.Васильев райпо специалисчĕсемпе, ĕçченĕсемпе тĕл пулнă. Вĕсем республикăра тата районсенче иртнĕ çул вак предпринимательлĕх мĕнле аталанса пынипе тĕплĕн паллаштарчĕç.
Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров "Чăваш Республикинче вак предпринимательлĕхе хăвăрт аталантарасси çинчен" Указĕнче Чăваш Республикинче вак предпринимательлĕхĕн аталанăвне тĕпрен улăштарса хăвăртлатма лайăх условисем туса памалли, ăна çак ĕçсем урлă халăха куллен кирлĕ таварсемпе тата пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтермелли, ют çĕршывран кỹрсе килекен таварсене вырнаçтармалли, вăтам тата пысăк бизнеспа хутшăнса ĕçлеме майсем туса памалли çинчен палăртнă.
Чи малтанах райпо совечĕн председателĕ К.Никитин сăмах илчĕ. Вăл иртнĕ çул райпо системинче икĕ пĕчĕк предприяти: "Вăрмарти çăкăр завочĕ" тата "Нива" йĕркеленни çинчен каларĕ. Хальхи вăхăтра çак тулли мар яваплă обществăсем лайăх аталанса пыраççĕ. Çỹлерех палăртнă указра Н.Федоров Президент вак предпринимательлĕх субъекчĕсем валли лизингпа оборудовани, технологи линийĕсем тата модульсем туяннă чухне, илнĕ хак шайĕнче кредита Раççей Федерацийĕн Тĕп банкĕн рефинансировани ставкин иккĕ виççĕмĕш пайĕ чухлĕ саплаштармалли, 2003-2004 çулсенче лизингпа 300 миллион тенкĕрен кая мар оборудовани туянса кỹрсе килме тытăнмалли, кашни çул çак кăтарту 10 процентран кая мар ỹсмелли пирки ăнлантарнă. Çавна май "Вăрмарти çăкăр завочĕ", "Нива" тулли мар яваплă обществăсем кăçал пурлăхпа техника базине вăйлатас, технологие çĕнетсе улăштарас, туянакан патне паха тавар çитерес тĕллевпе 800 пин тенкĕлĕх лизингпа оборудовани туяннă.
"Пирĕн тĕллев: производствăна çулсерен çĕнетсе пырасси, объектсем тăвасси тата халăха хамăр туса кăларнă пысăк пахалăхлă таварпа тивĕçтересси", - терĕ К.Никитин.
ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Л.Григорьев вак предпринимательлĕхе аталантарма районта условисем туса памалли çинчен каласа хăварчĕ. Уйрăмах ялсенче хăйсен предприниматель ĕç-хĕлне пуçлакансене строительство валли е пурăнмалли çурт-йĕр туянма процент ставкине çĕр проценчĕпе субсидилесе ипотека кредичĕ илме, патшалăх инвестицийĕсене районсене уйăрса панă чухне укçа-тенке вак предпринимательлĕх субъекчĕсем кашни çын пуçне шута илсе таварсене Њпродукци, ĕç, пулăшу ĕçĕЌ туса кăларнин калăпăшне ỹстерекен район администрацийĕсене парасси тата ытти те.
Информатизаци те Чăваш Еншĕн чи ăнăçлă сфера пулса пырать. Федерацин "Электронлă Раççей" тĕп тĕллевлĕ программи, Раççей Федерацийĕн "Çыхăну çинчен" калакан саккун пурнăçа кĕреççĕ. Çавна май пĕтĕм çын усă куракан центр йĕркелемелле. Вăл кашни яллă вырăнсенчех кирлĕ.
2004 çулхи апрелĕн 16-24-мĕшĕсенче иртекен Çурхи Ырă Эрне акцине поселокри, районти пĕтĕм ял администрацийĕсен территорийĕсенче пурăнакансен активлă хутшăнмаллине каларĕ.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн "Чăваш Республикинчи яллă вырăнсене тирпей-илем кĕртесси тата çурт-йĕр лартасси" йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн республика конкурсĕ иртет. Тĕллевĕ: социаллă, инженери инфраструктури аталаннă, архитектура тĕлĕшĕнчен сăн-сăпат кĕртнĕ яллă вырăнсене укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен пулăшасси. Ку конкурсра ял администрацисем 4 тĕрлĕ номинаципе: "Яллă районсен центрĕ", "Тĕп кил-çурт", "Хăйнеевĕрлĕ ял", "Раççейĕн аякри ялĕ" хутшăнма пултараççĕ. Вĕсенче çĕнтернисем Раççейре иртекен конкурса хутшăнĕç. Çапла майпа конкурс çĕнтерỹçисем ялсене аталантармашкăн укçа-тенкĕ çĕнсе илĕç. Леонид Максимович районти ял администрацийĕсен пуçлăхĕсен ку конкурса хатĕрленесси пирки паянах шутлама тытăнмаллине пĕлтерчĕ. Елчĕк районĕнче ку енĕпе лайăх ĕçлеççĕ, вуншар миллион укçа-тенкĕ çĕнсе илеççĕ.
Районта вак предпринимательлĕх аталанăвĕ çинчен районти финанс пайĕн начальникĕ О.Васильев пĕтĕмлетрĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Н.Яковлев ертсе пыракан ушкăн "Юман" тулли мар яваплă обществăра, "Урмарская" коллективлă строительство организацийĕнче, Мăнçырма шкулĕнче пулчĕ.
- Чăваш Республикин Президенчĕн Н.Федоровăн "Чăваш Республикинче вак предпринимательлĕхе хăвăрт аталантарасси çинчен" Указĕнче республикăра вак предпринимательлĕхĕн аталанăвне тĕпрен улăштарса хăвăртлатма условисем туса памалла, экономика хăвăртлăхне тытса пырса халăха ĕçпе анлăн тивĕçтермелле тата халăхăн пурнăç шайне лайăхлатас ĕçри пĕлтерĕшне ỹстерсе пымалла, вăтам тата пысăк бизнеспа хутшăнса ĕçлемелле. Пĕчĕк бизнес аталанăвĕ район экономикишĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсене май çитнĕ таран пулăшса пымалла, пур хăватпа ĕçлеме çăмăллатнă кредитпа оборудовани туянма майсем тупса памалла. Наука-техника енĕпе ĕçлекен пĕчĕк предприятисене, фермер хуçалăхĕсене пулăшу ытларах кирлĕ. Патшалăх фермер ЊхресченЌ хуçалăхĕсене производство объекчĕсем тума, юсаса çĕнетме, страховка тỹлеме, çĕнĕ çĕре куçнисене субсиди парса пулăшать. Ку чухнехи технологипе çыхăннă предприятисемпе çул-йĕрсене активлă пулăшса пырать.
Информатизаци Чăваш Республикишĕн чи ăнăçлă сфера пулса тăрать. "Электронлă Раççей" тĕллевлĕ программин пилотлă проектне пирĕн республика килĕштерсе йышăнчĕ. Компьютер технологийĕ вăй илсе пычĕ. Халĕ базăллă шкулсенче ятарлă компьютер класĕсем пур. ЧР Президенчĕн "Чăваш Республикинче ялти тĕслĕх библиотекăсем йĕркелесси çинчен" Указне пурнăçласа ялсенче тĕслĕх библиотекăсем уçăлчĕç. Вулакансене тĕрлĕ информаципе тивĕçтерессишĕн тăрăшни пулать те ĕнтĕ çакă. Çыхăну енĕпе тăрăшса Энтрияль ял çывăхĕнче 82 метр çỹллĕшлĕ вышка лартнă, кун пек вышкăсем поселок территорийĕнче те пулмалла. Çапла вара халăха ахаль телефонсăр пуçне сотовăй телефонсемпе те тивĕçтерме май пулать. Ку вара ĕçри çитĕнĕве те ỹстерме пулăшĕ. Электронлă çыхăну ĕç çыннине пур енĕпе те аталантарĕ, - терĕ ЧР Шалти ĕçсен министрĕн заместителĕ В.Григорьев "Юман" тулли мар яваплă обществăра тата "Урмарская" строительство организацийĕнче пулнă май. Тĕрлĕ ыйтусемпе интересленчĕç коллективсенче. Халăх ыйтăвне "Пĕр чỹрече" принциппа тивĕçтересси пирки тата вак предпринимательлĕхĕн аталанăвне тĕпрен улăштарса хăвăртлатма административлă чăрмавсене пăрахăçласа куçман пурлăхпа, укçа-тенкĕпе тата пулăшу ĕçĕсемпе усă курма май туса парасси, посредник пулăшăвĕпе усă курма май пурри çинчен тĕплĕн каласа ăнлантарнă Чăваш Республикин юстици министерствин пирĕн районти представителĕ А.Жандаров. Ĕçлĕ ушкăн Мăнçырма шкулĕнчи аслă классенче вĕренекенсемпе, учительсемпе те тĕл пулнă. ЧР Президенчĕ "Чăваш Ен сывă регион" Указ кăларчĕ. Сывă пурнăç йĕрки йăлана кĕтĕр тесен власть органĕсен çеç мар, предприятисемпе организацисен, вĕрентỹ заведенийĕсен те чылай вăй хумалла. Чи малтан ачана ашшĕ-амăшĕн тĕрĕс воспитани пама пулăшмалла. Çемьере ачана пĕчĕкрен ĕçе мĕнле хăнăхтарса ỹстерен, вăл вара унра мĕн ватăлса виличченех упранать. Çамрăк чухне лайăххине илме хăнăхни мĕн ĕмĕрĕпех çыннăн пурнăçне пуянлатать. Пурнăçри йывăрлăхсемпе чăрмавсене çĕнтерсе пыма та пĕчĕкренех хăнăхтармалла. Киревсĕр йăласенчен хăтăлма пур енлĕн те пулăшмалла. Çамрăксен алкоголизмĕ - хăрушă чир. Ку обществăшăн питĕ пысăк "çăпан". Çут çанталăк илемлĕхне курма та вĕрентмелле. Илемлĕх тенĕрен, вăл харпăр хăй тăрăшмасăр пулмасть. Хамăр пурăнакан вырăна тирпей-илем кĕртесси, çырма-çатрасенче йывăçсем лартасси, Аслă Отечественнăй вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăксем умне чечексемпе илемлетсе тăрасси, шкул территорийĕсене тасатасси те вĕрентекенсемпе ачасенченех килет. Шкулта физкультура урокĕсене ытларах тимлĕх уйăрсан спортпа туслисем те йышлансах пырĕç. Çын спортпа туслă пулсан сывлăхлă та пулать. Сывлăхлă çын вара пур çĕрте те кирлĕ. Сывлăх пулсан çын хаваслă та кăмăллă. Çакăн пек çамрăксем кирлĕ те ĕнтĕ Тăван çĕршыва сыхлама. Юлашки вăхăтра сывлăх япăххине пулах мĕн чухлĕ арçын ача салтака юрăхсăр пулаççĕ. Салтак тивĕçне кашни çамрăкăнах пурнăçламалла. Ку вара мĕн ĕлĕкрен пыракан пулăм. Салтакра пулни - пурнăçра чи пысăк урок. Унта пулнă çамрăк ашшĕ-амăшĕн, тăванĕсен хакне тата ытларах хаклама вĕренсе килет. Вăл чăн-чăн кил хуçи пулма хатĕрленсе çитет. Тĕл пулура Калаçу воспитани темипе ытларах пынă хушăрах кăçалхи пĕрлĕхлĕ экзамен пирки те, тĕрлĕ çĕре вĕренме каясси çинчен те пычĕ. Интереслĕ те усăллă иртрĕ тĕл пулу.
Районти лару-тăрупа, унăн çитĕнĕвĕпе, çитменлĕхĕпе, умра тăракан задачăсемпе тĕплĕн каласа ăнлантарчĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Н.Яковлев.
Вăрмарти 1-мĕш вăтам шкул. Пĕрлехи информаци кунĕнче вăтам шкулта Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕн директорĕ В.Григорьев, республикăри вĕрентỹ институчĕн ректорĕ В.Данилов, райадминистрацин вĕрентỹ пайĕн начальникĕ А.Веселовский тата социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕ В.Иванов вĕрентекенсемпе тĕл пулчĕç.
Чи малтанах райадминистрацин вĕрентỹ пайĕн начальникĕ А.Веселовский сăмах илчĕ. Вăл Вăрмар поселокĕнче туса лартнă 1296 ача вырнаçмалăх çĕнĕ шкула 2002 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче хута яни çинчен каларĕ. "Паянхи куна Вăрмарти 1-мĕш вăтам шкулта пурĕ 806 ача вĕренет. Вĕсен шутне Чăваш Республикин Президенчĕн Н.Федоровăн "Шкул автобусĕ" программине пурнăçласа районти 22 ялтан турттарса илсе килнĕ ачасем те кĕреççĕ. Вĕсене пурне те çителĕклĕ пĕлỹ парас, ăс-тăнне пуянлатас, сывлăхĕсене çирĕплетес тĕлĕшпе шкулта пурĕ 62 вĕрентекен тăрăшать. Пысăк коллектива ертсе пырса вĕрентекенсен ĕçне йĕркелет, сăпайлă та вашават хĕрарăм, шкул директорĕ И.Иванова", - терĕ А.Веселовский.
Унтан шкул директорĕ Ираида Васильевна Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕн директорне В.Григорьева сăмах пачĕ.
"Хисеплĕ юлташсем! - терĕ Валерий Сергеевич хăйĕн сăмахне пуçланă май, - чи малтанах эпĕ çакна каласшăн: хальхи тата малашнехи ăрусене Чăваш Республикин патшалăх символĕсене хисеплеме хăнăхтарас тата вĕсене халăхра сарас тĕллевпе Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров апрелĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патшалăх символĕсен кунне ирттересси çинчен пĕлтернĕ. Çак куна ăнсăртран суйласа илмен - çак çурхи кун 1992 çулта ЧР Аслă Канашĕ Чăваш Республикин патшалăх гимнĕ, гербĕ тата ялавĕ çинчен постановленисем йышăннă.
Патшалăх символĕ çынсемшĕн çывăх, кашни çын тĕнчинчи тăван кĕтес, Тăван çĕршыв, патриотизм, истори, граждан тивĕçлĕхĕ, тăван чĕлхе евĕрлĕ ăнлавпа çыхăннă. Шел пулин те, Чăваш Енĕн çыннисем тăван республикăн ялавĕпе гербĕ çинчи геральдика паллисен пĕлтерĕшне те аран кăна ăнлантарса параççĕ...
Çавăнпа та çак йышăнăвăн тĕп тĕллевĕ - Патшалăх символĕсен пĕлтерĕшне палăртасси, халăхра чăн патриотизм туйăмне аталантарасси. Ку символика - Чăваш Енри халăха пĕрлештерекен, çирĕплетекен тата пĕр-пĕрне хисеплеме вĕрентекен тĕп вăй пулса тăрать".
2004 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнче çурхи призыв пуçланнине пĕлтерсе Чăваш Енрен кăçал пурĕ 4 пине яхăн çамрăк çынна çар ретне тăмаллине, хăйсен тивĕçĕсене пурнăçламалли çинчен каларĕ В.Григорьев. Çурхи призыва халалласа Призывник кунĕсем ирттерме сĕнчĕ.
Çурхи кун çулталăк тăрантарать, тенĕ ватă çынсем. Çавăнпа та кăçалхи çур акине районти хуçалăхсем хатĕр марри пурне те шухăшлаттарать, куллянтарать те. "Кăçал çителĕклĕ тыр-пул туса илменни çăкăр хакне татах та ỹстерме пултарĕ", - терĕ Валерий Сергеевич.
Пĕчĕк бизнес ỹсĕмĕсем çинчен те каласа хăварчĕ В.Григорьев. Пĕчĕк бизнес кунран-кун ỹссе тата аталанса пыни патшалăх енчен чăннипех нумай уйăрнă çăмăллатнă кредитсемпе çыхăннă. Райадминистрацин экономика пайĕ пĕлтернĕ тăрăх 2002 çулта пĕчĕк предприятисен шучĕ - 29, 2003 çулта 46 пулнă. Çавăн пекех предпринимательсем 2002 çулта - 613, иртнĕ çул 677 пулнă. " Паллах, пĕчĕк бизнес аталанăвĕ район экономики аталанăвĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа та вĕсене юридици пулăшăвĕ тата çăмăллатнă кредитсем парса пулăшмалла, малалла та аталану çулĕпе пымашкăн пĕчĕк бизнеса хавхалантарса пымалла", - ăнлантарчĕ Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕн директорĕ В.Григорьев.
Малалла вăл ачасен ăс-тăнне, ăс-хакăлне пуянлатас тĕллевпе вĕрентекенсене "Президент библиотеки" серинчен "Архитектор Петр Егоров" Њпалăртнă архитектор Санкт-Петербург хулине хăпартас ĕçре нумай вăй хунăЌ, "Мифсем, легендăсем, халапсем" кĕнекесемпе паллаштарнă, 6 томлă Чăваш энциклопедипе ĕçленине палăртнă, кĕнекесене вуласа тухма сĕннĕ.
Республикăри вĕрентỹ институчĕн ректорĕ В.Данилов вĕрентỹ ĕçĕнче нумай улшăнусем пулса иртнине каларĕ. Чăваш шкулĕсене тата 82 автобус уйăрса пани, компьютерсемпе, интернетпа, спутник антеннисемпе тивĕçтерни çинчен пĕлтерчĕ. Шкулсене компьютерсемпе пуянлатни цивилизаци тĕнчипе пĕр шайра пулнине палăртать. "Вĕрентỹ паян этеме тивĕçлĕ пурăнма паракан "инструмент", - терĕ Владимир Данилович. - Вĕрентỹ системине тухăçлă ĕçлеттерес тĕллевпе пирĕн регион утăм хыççăн утăм туса малалла талпăнать. Пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕ, профиллĕ вĕрентỹ тата ытти те.
Демографи лару-тăрăвĕ çулсерен йывăрланса пынă май шкулсенче пĕлỹ илекен ачасен шучĕ чакса пырать. Çакăн пек ситуаци пирĕн Чăваш Республикинче кăна мар, пĕтĕм Раççей шайĕнче. Ку чăннипех çивĕч ыйту. Çак пулăм вĕрентекенсен хушшинче конкуренци аталантарать, пĕр тăхтамасăр квалификацине ỹстерме хистет, хăйсем вĕрентекен предметсене тарăннăн тĕпчеме ыйтать. Паллах çавăнпа та вĕрентỹ пахалăхĕ чылай ỹсмелле.
"Паянхи вĕрентекенĕн тĕп тĕллевĕ вăл - ачана ахаль пĕлỹ парасси кăна мар, ăна шкулта панă пĕлỹпе малашлăхра усă курма вĕрентесси пулса тăмалла. Тĕслĕхрен, акăлчан чĕлхипе уççăн калаçма пĕлни кашни çыншăн пысăк çитĕнỹсĕр пуçне пĕр-пĕр фирмăна ĕçе кĕрсе унпа ăнăçлă усă курса ĕçлеме май парать, пысăк утăмсем тума пулăшать. Çавăнпа та паян вĕрентỹ пахалăхĕ тĕп вырăн йышăнать.
Кашни вĕрентекенĕн мĕн пĕчĕкрен пĕлỹ патне туртăнма пулăшакан, унтан малашлăхшăн шухăшлама пулăшакан яваплăх туйăмĕсем çуратмалла. "Вĕрентекенĕн ачасемпе пĕр чĕлхе тупасси унăн пур ăсталăхĕнчен килет. Эсир вĕренỹре ачана хавхалантармалли механизмпа усă курма пĕлетĕр пулсан, хăвăр çỹллĕ шайра пĕлỹ панине çирĕплетсе пама пултаратăр", - терĕ Владимир Данилович.
Пĕтĕмĕшле каласан, вĕрентỹ системинчи çĕнĕлĕхсем ачасен ăс-хакăлне, тĕнчекурăмне пуянлатаççĕ, çавăнпа та аслă вĕренỹ заведенийĕсене вĕренме кĕрекенсен йышĕ çулран-çул ỹссе пырать.
Юлашкинчен республикăри вĕрентỹ институчĕн ректорĕ В.Данилов çапла каларĕ: "Паянхи шкул ачисем пĕчĕкренех тарăн пĕлỹ илни, тĕрлĕ ют çĕршыв чĕлхисене вĕренни, информацин çĕнĕ технологийĕсене алла илсе вĕсемпе усă курма пĕлни малашлăхри пурнăçа пысăк шанчăкпа кĕме май парать".
Унтан Владимир Данилович вĕрентекенсен тĕрлĕ çивĕч ыйтăвĕсем çине хуравларĕ, туллин ăнлантарса пачĕ.
З. ПАВЛОВА, А. НИКОЛАЕВА, В. ГУРЬЕВА.