Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Техосмотр тухаççĕ, чăх-чĕп те сутаççĕ

Техосмотр тухаççĕ, чăх-чĕп те сутаççĕ

Хресчен пурнăçĕнче çур аки чи яваплă тапхăрсенчен пĕри пулнă, вăл халĕ те çаплах. "Вăхăтра акатăн, тырăллă пулатăн", - тенĕ ваттисем. Апрелĕн çурринчен те иртрĕмĕр. Апла çур аки кунран-кун çывхарса пырать. Мĕнлерех техникăпа кĕтсе илеççĕ-ха ăна районти хуçалăхсем? Çак ыйту çине хурав тупас тĕллевпе "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрикине çитсе курма тỹр килчĕ. Ял хуçалăх техникине çур акине мĕнле хатĕрленнипе районта пĕрремĕш техосмотр "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрикин машинăпа трактор паркĕнче пулса иртрĕ. Унта район администрацийĕн ял хуçалăх управленийĕн тĕп инженерĕ М.Федоров, Вăрмар районĕнчи гостехнадзор инспекторĕ - инспекци начальникĕ В.Николаев хутшăнса тĕрĕслỹ ирттернĕ. Çакна палăртма кăмăллă: фабрикăри механизаторсем, машинăпа трактор паркĕнче вăй хуракан ытти ĕçченсем тракторсене юсаса хатĕррисен ретне лартассипе нумай тăрăшнă.

Ю.Никоноров инженер пĕлтернĕ тăрăх фабрикăра пурĕ 18 трактор, прицеп - 10, комбайн - 7, автомашина - 12. Пурте вĕсем юсавлă. Культиваторсем - 8. Вĕсен лапписене лартмалла. Халĕ çак ĕçе пурнăçлассипе Н.Белов, Г.Эверсков, А.Никитин слесарьсем тăрăшаççĕ. Машинăпа трактор паркĕнче пурĕ 37 çын вăй хурать. Ытларахăшĕ - çамрăксем. Тĕрĕслỹ вăхăтĕнче машинăпа трактор паркĕнче техникăна ретĕн лартса тухнă Њỹкерчĕк çинчеЌ. Акă, М.Илларионов механизатор хăйĕн "хурçă утне" техосмотр кăларчĕ. Комисси членĕсем электричество оборудованийĕ, чарăну сигналĕ, руль управленийĕ тĕрĕс ĕçленине, тормоз йĕркеллĕ тытнипе тытманнине тата ытти енчен тĕрĕслерĕç. Унсăр пуçне трактор тата трактористăн хăйĕн унпа çỹреме ирĕк паракан докуменчĕсене пăхса тухрĕç. Унпа пĕрлех ытти механизаторсемпе те пулчĕ кун пек тĕрĕслỹ.

Механизаторсем техосмотр тухнă хыççăн, итогсене пĕтĕмлетрĕç. Чи малтанах фабрика руководителĕ Н.Петров сăмах илчĕ. Вăл техосмотра механизаторсем тĕплĕн хатĕрленни, кăçал двигательсене 75 процент таран тĕпрен юсани, запас пайсем тĕрлĕ маркăллă тракторсем валли çитсе пыни çинчен каларĕ. С.Дисконтов механизатора Т-150 трактора çывăх вăхăтра юсаса пĕтерме хушрĕ.

Çур аки ĕçĕсене вăхăтра ирттермешкĕн кăçал çунтармалли-сĕрмелли материал 50 тонна туяннă.

Тĕллевĕсем пысăк хуçалăх руководителĕн. Кăçал çĕнĕ йышши культурăсем акма палăртаççĕ. Выльăх апачлĕх нимĕç пăрçи - 30, кукуруза 30 гектар акасшăн. Вăрлăхне туяннă. Çавăн пекех тулă, урпа вăрлăхĕсене çĕнетессипе ĕçлеççĕ. Пурлăхпа техника базине те çулсерен вăйлатсах пыраççĕ, 25 тонна таран аш-какай шăнтмалли оборудовани, тырă сортлакан агрегат туяннă.

Фабрика кайăк-кĕшĕк ĕрчетессипе те республикăра чи лайăххисен шутĕнче. Кăçал 700 пине яхăн çăмарта сутнă. Кайăк-кĕшĕк ăратлăхне лайăхлатас енĕпе иртнĕ çул 383 пин çăмарта туяннă. Апрелĕн 14-мĕшĕ тĕлне 3 пин те 200 штук хур чĕппи, кăркка чĕпписем - 1 пин те 100, чăх чĕпписем - 49 пин штук ытла кăларнă. С.Шурина оператор вара хăйĕн ĕçне тỹрĕ кăмăлпа пурнăçласа пырать Њỹкерчĕк çинчеЌ. Унăн тĕллевĕ - инкубаци вăхăтĕнче çăмартасене кирлĕ виçеллĕ температурăра тытса тăрса кашни çăмартаран чĕп илесси.

"Хальхи вăхăтра фабрикăран хур, кăркка, чăх чĕпписене туянма пулать. Вĕсене хамăр республикăран çеç мар, Раççейĕн ытти регионĕсенчен те туянма йышлăн килеççĕ", - терĕ Николай Петрович хăйĕн сăмахне пĕтĕмлетсе.

 

Вăрмар районĕнчи гостехнадзор инспекторĕ - инспекци начальникĕ В.Николаев яваплăха туйса механизаторсем, инженер, мастерской заведующийĕ техосмотра хатĕрленни, тракторсене сăрлани, тележкăсене юсавлă тытни, райадминистрацин ял хуçалăх управленийĕн тĕп инженерĕ М.Федоров районти хăш-пĕр хуçалăхсен "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрикинчен тĕслĕх илмелли, иртнĕ çул çĕнĕ техника туянни, ку ĕç тухăçлăхне ỹстерни çинчен тухса калаçрĕç.

 

З. ЕЛАКОВА.



21 апреля 2004
00:00
Поделиться