КЛУБĔСЕМ ХУПĂ, ÇАМРĂКĔСЕМ ĂÇТА-ШИ?
КЛУБĔСЕМ ХУПĂ, ÇАМРĂКĔСЕМ ĂÇТА-ШИ?
Çул çитмен ачасене асăрхаса тăрассипе тата право йĕркисене пăсасран асăрхаттарассипе яллă вырăнсенче профилактика ĕçĕсене мĕнле пурнăçласа пынипе интересленсе тата çул çитмен ачасен пушă вăхăтне епле йĕркеленипе кăсăкланса рейд бригади çула тухрĕ. Чи малтанах Чупай ялне çитрĕмĕр. Унти шкулта 19 сехетре пултăмăр. Пире хирĕç каçхи хуралçă тухрĕ. Шкул коридорне кĕме чармарĕ. Унта шăп. Стена çинче уроксем хыççăн ĕçлемелли расписани çакăнса тăнипе паллашма май килчĕ. 5-9 классенче вĕренекенсем "Ăста алăсем", "Йывăçа касса илемлетмелли", "Фольклор", "Хор", "Çамрăк физик", "Çăмăл атлетика" тата ытти тĕрлĕ кружоксемпе секцисене çỹреме пултараççĕ. Анчах хăш вăхăтра çỹреме пултарнине сехетпе кăтартман. Спорт залĕ хупă. Клуба кĕрсе курас тесе унталла утрăмăр. Кунта пире çăра кĕтсе илчĕ. "Ĕç вăхăчĕ" тесе çырса хунинче кăнтăрла 11-13 сехетсенче тата каçхине 18-23 сехетчен ĕçлемелле тесе палăртнă. Çичĕ сехет иртнĕ пулин те кунта хупă. Библиотекăн хăш вăхăтра ĕçлемелли расписанийĕ те çук. Çапла вара Чупайĕнче никампа курса калаçаймасăрах Чулкас ялне çул тытрăмăр. Кунта та çак тĕслĕхех. Çырса çакнă расписанипе килĕшỹллĕн клуб уçă мар. Шкула уçă алăк тупса кĕреймерĕмĕр. Унтан Арапуç ялне çитсе тăтăмăр. Шкул умĕнче спорт костюмĕ тăхăннă А.Кузьмин директорпа вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕсене тĕл пултăмăр. Кунтан вĕсем тин çеç Кĕтеснер ялне волейболла выляма каякан Арапуç çамрăкĕсен командине ăсатса янă иккен. А.Кузьмин каланă тăрăх, тунтикун, юнкун, эрнекун 18 сехетрен пуçласа 21 сехетчен вăл хăй волейболла выляссипе секцисен занятийĕсене ирттерет. Ирĕклĕ кĕрешỹпе И.Петров учитель 16 сехетрен пуçласа 18 сехетчен ачасене ăсталăха туптама хăнăхтарать. Вăл хăй те спорта юратать, ачасене те çавнах вĕрентет. Ку шкулта ЧР Президенчĕн "Çамрăксен тата сывă пурнăç йĕркин çулталăкĕ çинчен" Указне тĕпе хурса ĕçлени çинчен пĕлтерчĕ А.Кузьмин директор. 20 сехет çитнĕ пулин те килне кайма васкамарĕ. Арапуç клубĕнче те ку вăхăтра çăра кăна çакăнса тăрать Њỹкерчĕк çинчеЌ. Никам та çуккине пĕлтернисĕр пуçне çăра пире нимĕн те калаймарĕ. Çапла вара эпир Кивĕ Вăрмара çул тытрăмăр. Шкул çине "Физкультурно-оздоровительный центр" тесе çырса хунă. Расписани те пур. Ытларикунпа кĕçнерникун спорт вăййисем пулмалла. Ытти кунсен вăхăчĕсене те кăтартса çырса çакнă. Эпир 20 сехет те 15 минутра çитнĕрен-ши, пĕр çын та курăнмарĕ. Клубалла утрăмăр. Йĕри-тавралла çаврăнсан та пĕр чуна та тĕл пулаймарăмăр. Те вăхăтне пĕлеймерĕмĕр, те расписанисене тĕрĕс мар çырса çакнă ялсенчи пĕр клуба та кĕрсе кураймарăмăр. Хаçатсенче, вырăнти радиопа культура учрежденийĕсенче тĕрлĕ ĕçсем туса ирттерни пирки çыраççĕ, калаçаççĕ. Анчах та хут çине çырни тĕрĕс-ши е хамăр куçпа курни-ши, ăнланаймасăрах таврăнтăмăр. Нумайрах калаçса ĕçне сахалтарах пурнăçламастпăр-ши? Çак шкулсенче уроксем хыççăнхи ачасен пушă вăхăтне еплерех ирттереççĕ-ши? Вĕсен расписанийĕсем мĕнлерех-ши? Ăçта-ши тупсăмĕ? Ялти клубсене 21 сехет иртсен кăна уçни çул çитмен ачасемшĕн меллĕ пулманни каламасăрах паллă. Вĕсен ку вăхăтра çывăрма выртмалла, урамра чупса çỹремелле мар. Хăш-пĕр ачасем çавна пулах уроксене вăхăтра çỹреймеççĕ. Ыйхă çитмен ача шкула кайса ларнинчен мĕн усси пур-ши? Унăн пуçĕнче пĕлỹ илес шухăш мар. Çакăнтан пуçланать те ĕнтĕ çул çитмен ачасем преступлени тăвасси. Вĕсене воспитани парассипе чи малтан ашшĕ-амăшĕсен, учительсен тăрăшмалла. Пĕчĕкрен мĕне хăнăхтаран - вăл вара мĕн ватăлса виличченех пырать. Ĕçе вĕрентесси те çавăнтанах килет. Хамăрăн ачасем пушă вăхăта мĕнле ирттернипе интересленсех тăрасчĕ. Çапла вара пирĕн ума тĕрлĕ ыйтусем тухса тăчĕç. Пĕрин çине те хуравне тупаймасăрах салантăмăр.