ТАРĂН ПĔЛỸ - ШАНЧĂКЛĂ СУКМАК
ТАРĂН ПĔЛỸ - ШАНЧĂКЛĂ СУКМАК
Район центрĕнче икĕ шкул. Пĕри - тин çеç хăпарса ларнă Вăрмарти пĕрремĕш вăтам, тепри - иккĕмĕш вăтам шкулсем. Хальхи вăхăтра иккĕмĕш шкулта 715 ача вĕренет. Поселокран кăна мар районти 17 ялтан кашни ир пуçтарăнаççĕ кунта ачасем. Пурĕ 55 учитель вăй хурать. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕсем пиллĕкĕн. Вунă вĕрентекенĕ аслă категориллĕ, 32-шĕ пĕрремĕш категориллисем. Пурте аслă пĕлỹллĕ. Çапла пулмасăр, лайăх та квалификациллĕ ĕçлеме нумай пĕлмелле. Хамăр пĕлĕве ачасене парасси вара кашнин хăйне евĕрлĕ таланчĕ. Пирĕн шкулта пĕр учителе 15 вĕренекен тивет, республикипе танлаштарсан 2 ача ытларах, унта - 13. Ăста кадрсемпе ĕçлеме те çăмăлтарах. Пирĕн вара вĕсем çителĕклех. Учительсем пенси çулне çитнĕ май кăна улшăнса пыраççĕ. Пĕрне ырласа теприне хурлама çук. Кунта ашшĕ-амăшĕсемпе вĕренекенсем хăйсем хак паччăр. Ачасем тарăн пĕлỹ илсе тухчăр тесе тăрăшатпăр. Ахальтен мар ĕнтĕ аслă вĕренỹ заведенийĕсене вĕренме кĕрекенсен йышĕ кашни çулах ỹссех пырать. Тĕслĕхрен, 2001-2002 вĕренỹ çулĕнче вĕренме кĕрекенсем 55,3 процент пулнă пулсан, 2002-2003 çулсенче 68 процента çитнĕ. Ачасене шкул пĕтерсен малалла вĕренме çăмăлтарах пултăр тесех ĕнтĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕпе, ял хуçалăх академийĕпе, кооператив институчĕпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Хальхи вăхăтра педагогика университетĕнче пирĕн шкултан тухнисем 52 ача вĕренеççĕ. Çитес çул та вĕренес текенсем пур. Ял хуçалăх академийĕ хăйсем патне вĕренме кĕме хатĕрлев курсĕсем уçнă. Халĕ унта - 25 ача. Кооператив институчĕн пирĕн шкулти лицей класĕнче 24 вĕренекен пĕлỹ пухать. Ачасен малашлăх çулĕ уçă. Ан ỹркен кăна. Веçех хăйсен аллинче. Кашни ачан кăмăл-туйăмĕ, туртăмĕ хăйнеевĕрлĕ. Çавăнпа та эпир пурнăçпа тан пырса, çĕнĕлĕхе ĕçе кĕртсе пыма тăрăшатпăр. Çитес вĕренỹ çулĕнчен аслă классенче профиль умĕнхи вĕрентỹпе ĕçлеме пуçлатпăр. Мĕне пĕлтерет-ха çакă. Ку чи малтанах уйрăм предметсене тарăннăн вĕренессипе çыхăннă. Тĕслĕхрен, гуманитари енĕпе - вырăс чĕлхипе литератури, истори, ют чĕлхе, обществоведени, искусство* технологипе - информатика, математика, физика, ют чĕлхе предмечĕсене* математикăна йĕркеллĕ пĕлес енĕпе - математика, физика, хими, географи, биологи предмечĕсемпе ачасене уйрăмах тарăнрах пĕлỹ парассишĕн ĕçлетпĕр. Профиль умĕнхи вĕрентỹпе ĕçлеме учительсем ятарласа республикăра ирттернĕ курссене кайса хатĕрленсе килчĕç. Шупашкарта ку енĕпе ĕçлекен шкулсенче пулса вĕсен опычĕсемпе паллашрĕç. Пирĕн шкулта çак ĕçе пуçарса ярас тесех районти пур шкулсенчи директорсемпе, вĕрентỹ енĕпе ĕçлекен заместителĕсемпе семинар та пулчĕ. Кунта шкулти учительсем ирттернĕ уçă уроксемпе паллашрĕç Њỹкерчĕк çинчеЌ. Ĕçлени, тăрăшни сая каймасть. Вĕренекенсем районта, республикăра иртекен олимпиадăсене хутшăнса малти вырăнсем йышăннине те учительсен "çимĕçĕ" тесех шутлатăп. Акă, тĕслĕхрен, кăçал 4 "а" класри Г.Алжиров республикăра ирттернĕ "Талантлă çамрăксем" олимпиадăра 1-мĕш вырăн йышăнчĕ. Физикăпа математика олимпиадинче 7 "в" класс хĕрачи Д.Смирнова 2-мĕш вырăна çĕнсе илме пултарчĕ. "Чăваш Ен эрудичĕсем" конкурса хутшăнса шкул команди 2-мĕш, 11 "б" класри С.Кузьмин 1-мĕш вырăнсене тухрĕç. Шкул тулашĕнче ирттерекен конкурссенче те ачасем тăтăшах малти вырăнсене йышăнаççĕ. Районта ирттерекен предметла ăмăртусене хутшăнса 39 хут малти вырăнсене çĕнсе илме пултартăмăр. Ку районти ытти шкулсемпе танлаштарсан чи лайăх кăтартусем.
Кăçал ирттернĕ "Çулталăк учителĕ-2004" конкурсра акăлчан чĕлхипе вĕрентекен Л.Доманова учительница пĕрремĕш вырăн йышăннă. Çапла вара пурте малалла ăнтăлатпăр, пурнăçпа тан пырасшăн тăрăшатпăр. Пĕлỹ çỹллĕ шайра пултăр тесех шкулти пурлăхпа техника базине те пуянлатса пыратпăр. Юлашки икĕ çул хушшинче шкулта 10 компьютер ĕçлет, интернетпа та çыхăну тытма пултаратпăр. Ку вара ачасемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. ЧР Президенчĕн "Шкул автобусĕ" программăпа шкулта автобус та пур. Унпа ялсенчи ачасене кайса илсе леçсе яратпăр Њỹкерчĕк çинчеЌ. Ку вара базăллă шкулта пĕлỹ илессишĕн тăрăшакансемшĕн çав тери меллĕ. Ал ĕç урокĕсене юратакансем валли тата ăста алăллă ачасемшĕн тăрăшсах мастерскойне 52 пин тенкĕ тăракан çĕнĕ оборудованипе пуянлатма пултартăмăр. Парта вырăнне усă куракан сĕтел-пукансене те пĕчĕккĕн кашни çултах çĕнететпĕр. ЧР Правительствипе РФ вĕрентỹ министерствин килĕшĕвĕпе районти шкулсене спорт инвентарĕсем пачĕç. Çак тивлетпе пире те 40 мăшăр йĕлтĕр, 25 мĕчĕк тивĕçрĕ. Тепĕр вĕренỹ çулĕ валли 10 мечĕк тата 20 мăшăр йĕлтĕр кирлине пĕлтерсе заявка патăмăр-ха. Çитес вĕренỹ çулне хатĕрленсе пушар хăрушсăрлăх сигнализацине тĕрĕслесе йĕркелесе ятăмăр.
Шкул ĕçлеме пуçланăранпа 30 çул çитнĕ тĕле музей уçрăмăр. Унта пурте шкулăн кун-çулĕпе çыхăннă. Ăна йĕркелеме П.Алексеевпа В.Шапеев учительсем нумай тăрăшрĕç. Вĕсем ăна пуянлатсах пыраççĕ. Халĕ шкулпа çыхăннă ĕç династийĕсен стендне хатĕрлетпĕр Њỹкерчĕк çинчеЌ.
Ĕçпе, вĕренỹпе пĕрлех воспитани енĕпе те нумай тăрăшатпăр. Юлашки çулсенче çул çитмен ачасем хушшинче йĕркене пăсакансем пулман. Профилактикăлла мероприятисем тата ачасен пушă вăхăтне усăллă ирттерме тăрăшнисем те пулăшаççĕ пулĕ. Çапла вара коллектив та, вĕренекенсем те ЧР Президенчĕн программипе килĕшỹллĕн ĕçлесе пырас тесе тăрăшатпăр. Тарăн пĕлỹ - пурнăçри чи пысăк кăтарту тенине асрах тытатпăр.
В. МАКАРОВА,Вăрмарти иккĕмĕш вăтам шкул директорĕ, ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ.