Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ял, кил-çурт илемĕшĕн

Ял, кил-çурт илемĕшĕн
 
Çуркуннепе Ĕç уявĕ тĕлне Чупай ял администраци территорийĕнче тирпей-илем кĕртессипе чылай ĕçсем туса ирттертĕмĕр. Урамсене, çырма-çатрасене, кỹршĕпе кỹршĕ харпăр хăй тĕлĕсене тасатса илем кỹчĕç. Унта-кунта çапкаланса выртакан тимĕр-тăмăрсене пĕр çĕре пухса хутăмăр. Хальлĕхе çул-йĕре хупнине пула вĕсене турттарса тухма май килмест-ха. Ку ĕçе культура ĕçченĕсем, медработниксем, шкул ачисем активлă хутшăнчĕç. Малалла татах та тумаллисем чылай-ха. Яла газ кĕртнĕ вăхăтра урамсене чавнине пула, халĕ çĕр ăшăннă май, лакăмсем пулса юлчĕç. Вĕсене тăпра турттарса тикĕслесе якатмалла. Паян тумалли ĕçсене ырана хăварас мар тесе çине тăратпăр.
            Ялта пурăнакансен пурин те пĕр тĕллев - Пĕтĕм Раççейре ирттерекен чи лайăх яллă вырăн конкурса активлă хутшăнасси.
 
 
 
Е. ВАВИЛОВА,Чупай ял администрацийĕн пуçлăхĕ.


30 апреля 2004
00:00
Поделиться