Яланах хаваслăх пултăр
Яланах хаваслăх пултăр
Кун хыççăн кун иртет. Вăхăт сисмесĕрех шăвать. Çапла вара хĕл кунĕсем хыçа юлчĕç, çурхи кун - куç умĕнче. Уяв тĕлне хатĕрленсе тата Çурхи Ырă ĕçсен Эрнине хутшăнса ял администраци территорийĕнче чылай ĕçсем туса ирттертĕмĕр. Тĕслĕхрен, урамсене, çырма-çатрасене тирпей-илем кĕртрĕмĕр. Ку ĕçре ял администраци çумĕнчи актив совечĕ ырă тĕслĕх кăтартрĕ. Харпăр хăй килĕ умĕнчи тасамарлăха, урамсенчи вутă-шанкăсене, транспорт таврашĕсене йĕркене кĕртнине тĕрĕслесех тăчĕç. Тавралăх илемĕ - кунта пурăнакансен тĕрекĕ. Çавна шута илсе халĕ 2 пин тĕп йывăç Њхурăн, çăка, чăрăш тата ытти теЌ илсе килтĕмĕр. Вĕсене администраци, амбулатори, шкул çурчĕсем умĕнче, çырмасенче лартма палăртнă. Ку ĕçе шкул ачисене хутшăнтарасшăн. Халĕ шкулта 50 тĕп груша йывăççи лартрĕç. Пур çĕрте те хĕрỹ ĕç пырать. Уй-хирте вара çур акине вăхăтра акса-лартса хăварасшăн тĕпĕртетеççĕ.
Таса çăл куç - халăх сывлăхĕ. Çавна шута илсех ĕнтĕ пĕлтĕр 2 çăл çĕнĕрен турăмăр, халĕ тепĕр 4 çăл тасатмалла. Урамсенчи тарасасене те юсасах тăратпăр. Çулла татах та тарасасем чавасшăн-ха. Халăхра çуллахи кун чавакан тарасаран нихăçан та шыв тармасть, теççĕ. Халăхпа пĕрле ял масарне те тирпей-илем кĕртмелле. Хамăр çуралнă, пурăнакан вырăн яланах таса та тирпейлĕ пулни пурнăçăн чи паха енĕ тесе шутлатăп. Çитĕнекен ачасене те чи малтан çакна хăнăхтармалла. Анчах та пур чухне те апла пулса пымасть çав. Нумай ачаллă çемьесем пирĕн территоринче - 28. Социаллă çурт-йĕр программипе килĕшỹллĕн пĕр çемье каялла тавăрса памалла мар укçа та илме пултарчĕ. Кăçал кун пек çăмăллăх 7 çемье валли кирлине пĕлтерсе заявкăсем панă-ха. Ултă процентлă ипотека кредитне 2 çемье илчĕ. Ку енĕпе малалла та тăрăшатпăр. Çыннăн харпăр хăй кил-çурчĕ пулсан, ача-пăча çуратма та шикленмест. Хăтлă кил-çуртра çирĕп çемье чăмăртанать. Ку ĕç вара пирĕншĕн - чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри. Çыннăн пит-куçĕнче яланах çурхи илемлĕ те хĕвеллĕ кунри пек хаваслăх пултăр.
Л. АНДРЕЕВА,Урнар ял администрацийĕн пуçлăхĕ.