Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ырă йăлана - анлă çул

Ырă йăлана _ анлă çул

     Чăваш халăх хушшинчи "улми улмуççинчен аякка ỹкмест" каларăша аса илтĕм районти культура çуртĕнче ĕç династийĕсене чысланă кун. Палăртнă мероприятие райадминистраци, унăн социаллă хỹтлĕх, культура пайĕсем, тĕп библиотека пуçарнипе йĕркеленĕ.
    Ĕç династийĕсен юхăмĕн тĕллевĕсем çаксем: çамрăксене аслă ăрусен ĕçĕ-хĕлĕн никĕсĕ çинче ĕçе юратма тата хисеплеме хăнăхтарасси, усăллă ĕç пĕлтерĕшне халăха туллин ăнлантарса парасси, ĕç династийĕсен ушкăнĕсемпе уйрăм çынсене мораль тата пурлăх тĕлĕшĕнчен хавхалантарасси тата ытти те. Çак паллă кун кунта районăн хăй тытăмлăх пуçлăхĕ А.Егоров, райадминистрацин яваплă ĕçченĕсем, поселок тата ял администрацийĕсен пуçлăхĕсем, вĕрентекенсемпе вĕренекенсем, культура работникĕсем, хаклă хăнасем тата ыттисем пуçтарăннă.
     Уява районти тĕп библиотекăн директорĕ Г.Алексеева уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ. "Хисеплĕ хăнасем, - терĕ Галина Михайловна, - паянхи кун пуриншĕн те пысăк уяв. Пирĕн патĕнче хăнара - хăйсен династийĕсене палăртакан тата тăсса пыракан районти ялсенчен пуçтарăннă хисеплĕ çынсем. Эпир çавăнпа питĕ хĕпĕртетпĕр. Тархасшăн, ирĕк парăр вĕсемпе паллаштарма. Вĕсем - ял хуçалăх ĕçне парăннă çынсем: Шутнерпуçĕнчи Федоровсен, Шăплатри Захаровсен, Кĕлкешри Ямуковсен, Аслă Чакри Семеновсен, Çĕнĕ Мăнтăрти Ямщиковсен, Вăтакасри Мулановсен, Кавалти Таратинсен, Шăхальти Павловсен, Мăнçырмари Гурьевсен несĕлĕсем. Вĕсем пурте хăйсен ĕçне, пурнăçне, ĕмĕт-тĕллевĕсене ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнă. Сывлăх хуралĕнче тăракан Вăрмарти Алексеевсен тата педагогсен çулне суйласа илнĕ - Арапуçĕнчи Кузьминсен, Кĕтеснерти Алексеевсен, Кивĕ Вăрмарти Мясниковсен, Урнарти Красновсен несĕлĕсем.
     Унтан Г.Алексеева район администрацийĕн пуçлăхне А.Егорова сăмах пачĕ. "Хаклă юлташсем, - терĕ Анатолий Иванович, - паян эпир кунта пурте пĕр тĕллевпе пуçтарăннă. Тĕллевĕ çапла: ят-сумлă, мухтава тивĕçлĕ районти ĕç династийĕсене палăртса вĕсене чысласси, малалла та несĕлĕсене тăсса ĕçлеме хавхалантарасси, аслă пурнăçа тухма хатĕрленнĕ çамрăксене вĕсенчен тĕслĕх илме вĕрентесси. Тĕнчере - пин-пин специальность. Суйласа илнĕ професси çыншăн çывăх, кашнин хăйĕн юратнă ĕçĕ патне туртăм пулмалла, вара тин хамăр малашлăхшăн, хамăр пулас ăрушăн ăмсанма, хĕпĕртеме пултаратпăр. Пирĕн районта кашни ялта тенĕ пекех ĕç династийĕсем пур. Тĕслĕхрен, Çитмĕш ялĕнчи педагогсен - Мишинсен тата Егоровсен ĕç династийĕсен стажĕ пурĕ 600 çул. Тĕлĕнмелле! Çавăнпа та паян кунта пуçтарăнма кăмăл тунă несĕлсене чысласси кашни çулах ырă йăла пулса йĕркене кĕтĕр. Вĕсен хăйсен ĕçне парăнса, юратса ĕçлени, йăхран йăха тăсса пыни паян кунта хутшăннă вĕренекенсемшĕн те ырă тĕслĕх пулса тăтăр". Питĕ тĕрĕс палăртнă Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырура: "...Пирĕн хамăр ачасене, çамрăксене мĕне вĕрентнине тĕслĕхсемпе çирĕплетмелле. Вĕсем аслисен теорипе практика, сăмахпа ĕçе пĕр килсе пурнăçланнине курччăр", - тенĕ. Çавăнпа та ЧР Президенчĕ Уçă Çырура палăртнă сăмахсене пурнăçласа тата çирĕплетсе ĕç династийĕсенчен çамрăк ăрăвăн тĕслĕх илмелле, ĕçе хисеплеме вĕренмелле. 
    Хальхи вăхăтра тĕрлĕрен професси суйласа илсе çамрăксем хуланалла вĕренме каяççĕ, вĕренсе тухса алла професси илсен, тĕрлĕ сăлтавсене пула тăван яла таврăнма васкамаççĕ. Пĕчĕкренех ĕçпе пиçĕхсе ỹснĕ çамрăка хула хăй патне илĕртет. Çавăнпа та ял хуçалăх паян йывăр лару-тăрура. Унпа çыхăнтарнă Аслă Чакри Семеновсен несĕлĕ çав тери пысăк династи - 875 çул! Вĕсен хушшинче: доярка, свинарка, бухгалтер, тимĕрçĕ, агроном, кладовщица, шофер тата ыттисем те. Ял хуçалăхĕнче вăй хуракансене хисеплесе, Семеновсен несĕлне чысласа Аслă Чак шкулĕнче кĕçĕн классене вĕрентекен Л.Генина вĕсемпе кĕскен паллаштарчĕ, юрă шăрантарса саламларĕ. Малалли тата интереслĕрех пулчĕ. Кашни несĕл хăйĕн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе, кăмăл-туртăмĕпе паллаштарчĕ, залра тимлĕ итлесе ларакансене тата ытларах кăсăклантарчĕ. Каласа панисенчен çакă паллă пулчĕ: кашни хăйĕн ĕçне чунтан-чĕререн парăнса ĕçлет, пĕтĕм вăй-хала парать: ял хуçалăх ĕçченĕ-и вăл, вĕрентекен е сывлăх сыхлавĕнче тăрăшакан? Ку çеç мар-ха. Вĕсен тĕпренчĕкĕсем, ашшĕ-амăшĕ хăйсен ĕçне юратса ĕçленине кура нумай çул такăрлатнă çула суйласа илсе çирĕп утăмсем тăваççĕ, çавăнпа та вĕсен несĕлĕсем йăхран-йăха тăсăлса пыраççĕ, тивĕçлипех мухтанма параççĕ. Пирĕн районшăн ку - пысăк чыс!
     Мероприяти вăхăтĕнче куракансене "Непоседы" ташă ушкăнĕ хитре чăваш ташшине парнелерĕ, унпа пурне те савăнтарчĕ, "Парне" фольклор ансамблĕ те юррисене шăрантарса залра ларакансене тыткăнларĕ. Юлашкинчен райадминистраци пуçлăхĕ А.Егоров, социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕ В.Иванов, районти тĕп библиотекăн директорĕ Г.Алексеева пурне те çак уяв ячĕпе саламларĕç, ăнăçусем сунчĕç, асăнмалăх парнесем парса хавхалантарчĕç. Эппин, кашни çирĕп тымарăн çĕнĕ хунавĕсем кунран-кун, çулран-çул ỹссе аталанса пыччăр, йăхран-йăха куçса пыракан çитĕнỹсемпе эсир мухтанма тивĕç.

 В. ГУРЬЕВА.



14 мая 2004
00:00
Поделиться