Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Йывăçсем лартрĕç

Йывăçсем лартрĕç

Культурăсăр пурнăç пĕр вырăнта тăрать. Тавралăха тирпей-илем кĕртни те культурăн пĕр пайĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ ЧР Президенчĕ Н.Федоров апрелĕн 16-24-мĕшĕсене Çурхи Ырă Эрне тесе пĕлтернĕччĕ. Ку вăхăтра пур çĕрте те тирпей-илем кĕртес тапхăр пычĕ. Çак ĕçе Чулкас ял администрацийĕн территорине кĕрекен ялсенче пурăнакансем активлă хутшăнчĕç. Акă, тĕслĕхрен, Анаткасри М.Сорокин, 76 çулхи арçын, хăй пурăнакан урамри çырма айккипе 56 тĕп тирек лартса тухрĕ. Чулкасри М.Иванов чиркỹ енчи çăл патĕнче хăй вăйĕпе карта тытса тĕрлĕ йывăçсем лартрĕ. Çавăн пекех Çитмĕшри А.Павлов ашшĕ пекех çут çанталăка юратакан çамрăк. Хăй пурăнакан вырăнти ял вĕçĕнчи çырмана хыр-чăрăш йывăççисемпе пуянлатрĕ. Ял çыннисем унăн ĕçне хисеплесе выльăхĕсене кăларса ваттармаççĕ пулĕ тесе шанас килет-ха. Çитмĕшри трактор паркĕнче Б.Воронов управляющи тăрăшнипе тĕрлĕ йывăçсем лартса тирпей-илем кĕртрĕç. Анаткас, Чулкас шкулĕсен ачисем урамсене, çырмасене тасатса тирпейлес, йывăçсем лартас ĕçре ырă тĕслĕх кăтартрĕç. "Мир" хуçалăх кантурĕнче вăй хуракансем те хăйсем ĕçлекен çурт пахчине 60 тĕп хурăн лартрĕç. Вĕсен ĕçне ял администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Петров çине тăрса йĕркелесе пычĕ. "Çак йывăçсем пурте ешерсе таврана илемлĕхпе тултарччăр. Тавралăха йывăçсем нумай çулсем илем кỹрсе ларччăр, ĕмĕрĕпех ешерччĕр", - тет вăл хавхаланса.

М. СЕМЕНОВА, Чулкас ял администрацийĕн специалисчĕ.



14 мая 2004
00:00
Поделиться