Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

<font color="#FF0000">Поздравление главы администрации района с Днем принятия Декларации о государственном суверенитете РФ и Урмарским районным праздником "Акатуй-2004"</font><br>

Хисеплĕ ентешĕмĕрсем, район çыннисем!
 
Сире Раççей Федерацийĕн патшалăх никама пăхăнманлăхĕ çинчен калакан Декларацие йышăннă кун ячĕпе чĕререн саламлатăп.
        Çак кун - патшалăхăн чи паллă уявĕсенчен пĕри. Ăна Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕпе 1994 çулхи çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕнче йышăннă. Деклараци халăх ĕмĕт-шухăшне тивĕçтерет. Обществăна çĕнетсе улăштармалли шанчăклă право никĕсĕ тата обществăри çирĕплĕхĕн чи пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмĕ пулса тăнă май, вăл обществăшăн, патшалăхшăн йĕркеллĕ ĕçлесе пырать.
      Раççей хăйĕн халăхне тивĕçлĕ малашлăхпа, уйрăм çынна тата кашни çемьене ирĕклĕ аталанассипе тивĕçтерме пултаракан вăйлă та чечекленсе пыракан патшалăх пулса тăрасси эпир саккуна пăхăнса пурăннинчен, ăс-тăнпа пĕр шухăшлăхран килет.
       Хаклă çыннăмăрсем! Сире пурне те чунран çирĕп сывлăх, телей, тулăх пурнăç сунатăп.
 
Вăрмар район
администрацийĕн пуçлăхĕ      А.И. Егоров
 
 
 
 
 
Хаклă та хисеплĕ ял ĕçченĕсем, район çыннисем, хăнасем!
 
 
Çак çуллахи кун, çутçанталăк чĕрĕлнине пурте ытларах туйма пуçланă чухне, чунтан-чĕререн калакан ырă сăмахсем - пĕтĕмпех сире валли. Пурне те ĕç çыннисен ĕçпе юрă, спорт уявĕпе - Акатуй ячĕпе ăшшăн саламлатăп.
        Тăван çĕр-шывăн çутă малашлăхĕшĕн тунă ĕçĕрсемшĕн, çур аки ĕçĕсене ăнăçлă вĕçлесе пынăшăн, тỹсĕмлĕ пулнăшăн, кăткăс вăхăтра чăтма пĕлнĕшĕн пурне те тав тăватăп.
      Çĕр ĕçĕ нихăçан та çăмăл пулман. Çапах та хресчен йывăрлăхсене пăхмасăр, хăйĕн уй-хирти, фермăсенчи хастар ĕçĕпе çĕр ĕçлекенĕн мухтавне пысăклатсах пынă.
        Мĕн кăна тỹсме тивмест-ши ĕç çыннине, тепĕр чухне чăтăмĕ те çитеймессĕн туйăнать. Çапах та ĕçчен çын пур йывăрлăхсене те çĕнтерме тăрăшать.
        Хисеплĕ çыннăмăрсем! Çак чаплă уяв кунĕнче мĕн пур инкекпе нуша çухалтăр, сирĕн ырă туйăмсем çуралччăр. Сире чунтан çирĕп сывлăх, телей, ырлăх, ĕçре ăнăçу сунатăп.
 
 
Вăрмар район
администрацийĕн пуçлăхĕ   А.И. Егоров


11 июня 2004
00:00
Поделиться