Культурăсăр пурнăçăн пĕлтерĕшĕ çук
Культурăсăр пурнăçăн пĕлтерĕшĕ çук
"Культурăсăр пурнăç хăйĕн пĕлтерĕшне çухатать! Культурăсăр çынсем хушшинчи хутшăну савăнăç кỹмест, ĕçĕн йĕрки пулмасть. Культурăпа Чун хавалĕ кăна çынна тата обществăна аталанăвăн тĕрĕс çулне кăтартма пултараççĕ" - çапла палăртнă республика Президенчĕ Патшалăх Канашне янă Çырура.
Обществăлла ĕçсене хутшăнса тавралăха, хăй пурăнакан вырăна тирпей-илем кĕртни - культурăн пĕр пĕчĕк пайĕ.
Район администрацийĕнче иртнĕ анлă ларăва поселок, ял администрацийĕсен, федераллă службăсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç. Çавăн пекех ЧР Патшалăх Канашĕн культурăпа вĕрентỹ комитечĕн председателĕ И.Сергеева та пулчĕ. Ларăва райадминистраци пуçлăхĕ А.Егоров уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ.
2001-2003 çулсенче тата 2005 çулчченхи тапхăрта районта культурăпа искусствăна тата кинематографине аталантарса пырас тата сыхласа хăварас программа мĕнле пурнăçланса пынипе райадминистрацин культура пайĕн начальникĕ Т.Викторова тухса калаçрĕ.
Район программин тĕп тĕллевĕ - культурăн йăли-йĕркисене аталантарасси тата сыхласа хăварасси. Çынна тăван тавралăх тасалăхĕпе илемĕн никĕсĕ çинче воспитани парасси пулса пырать. Художествăлла пултарулăха аталантарса пырассипе, тăван тавралăх историне вĕрентессипе районти культура учрежденийĕсем нумай ĕçлеççĕ. Çулсерен "Лейся песня" художествăлла пултарулăх фестивалĕсем ирттереççĕ. "Ликуй, победная Весна" агитбригадăсен смотрĕ иртнĕ. Çулталăкăн кашни паллă кунĕсене аса илмесĕр пĕрре те иртмен. Кашни çул Республика кунĕнче ирттерекен халăх творчествин фестивальне хутшăнаççĕ. Модельлĕ библиотекăсем уçассипе те нумай тăрăшни тата ытти ĕçĕ-хĕлĕ çинчен пĕлтерчĕ Тамара Михайловна. Вăл каланине çирĕплетсе район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Егоров культура пайĕн ĕçĕ тивĕçлĕ шая çĕкленнипе паллаштарчĕ.
Ĕçсĕр граждансене обществăлла ĕç вырăнĕсем туса парассипе ĕçлекен çинчен районти ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ В.Нестеров тухса калаçрĕ.
Поселок, ял администрацийĕсем масарсене тирпей-илем кĕртессипе хăшĕ мĕнле тăрăшни пирки райадминистраци пуçлăхĕн заместителĕ Л.Голубева паллаштарчĕ. Тирпей-илем кĕртессипе мала тухнисене ырласа хăварчĕ. Ку енĕпе тăрăшулăхне палăртман Кĕлкеш ял администрацин пуçлăхне В.Данилова асăрхаттарса каларĕç, масарсене тирпей-илем кĕртме пĕр уйăх вăхăт парса хăварчĕç.
ЧР Патшалăх Канашĕн культурăпа вĕрентỹ комитечĕн председателĕ И.Сергеева Чăваш Республикинчи истори палăкĕсене сыхласа хăварассипе ĕçлекен закон проекчĕпе паллаштарчĕ. Федераллă шайра ку проект виççĕмĕш çул ĕçленине палăртрĕ.
Юлашкинчен ларăва пĕтĕмлетсе райадминистраци пуçлăхĕ А.Егоров культура хапха умĕнчен пуçланнине, пурте тирпей-илемшĕн тăрăшмаллине аса илтерчĕ. "Культура обществăра кăна мар, чунра та пулмалла",- терĕ.
А. НИКОЛАЕВА.