Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

РАЙОН ДЕПУТАЧĔСЕН ПУХĂВĔН ЛАРĂВĔ

РАЙОН ДЕПУТАЧĔСЕН ПУХĂВĔН ЛАРĂВĔ
 
        Район депутачĕсен виççĕмĕш суйлаври çирĕм иккĕмĕш ларăвне район депутачĕсем, поселок, ял администрацийĕсен, райадминистрацин пайĕсемпе управленийĕсен, федераллă службăсен, предприятисемпе организацисен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç. Кун йĕркинчи ыйтусемпе районăн хăй тытăмлăх пуçлăхĕ А.Егоров паллаштарчĕ, вăлах ларăва ертсе пычĕ.
       Район Уставне улшăнусемпе хушусем кĕртесси пирки райадминистрацин юридици пайĕн начальникĕ Н.Павлов каласа пачĕ. Çакă пирĕн çĕршывра "Раççей Федерацийĕнче хăй тытăмлăха йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем çинчен" саккун ĕçлеме пуçлассипе çыхăннă. Ку саккун вăя туллин кĕриччен вырăнти хăй тытăмлăх чиккине палăртса тухмалла. Саккун ку енĕпе икĕ мел палăртать, пĕри - 1000 çынран, тепри - 3000 çынран тăракан муниципалитет тытăмĕ. Вăл Чăваш Ен пек халăх йышлă регионсене çав пĕрлĕхсене 3 пин çын ытла пурăнакан территорисене тĕпе хурса йĕркелеме сĕнет.
       Муниципаллă районăн представительлĕ органне çĕнĕ саккун икĕ тĕрлĕ çул-йĕрпе йĕркелемешкĕн май парать. Пĕрремĕшĕ - район администрацийĕн пуçлăхне депутатсем кăна суйлаççĕ. Иккĕмĕшĕ - район администрацийĕн пуçлăхне тата район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсене районти суйлавçăсемпе суйламалла. Хăш варианчĕ вырăнлăрах? Çак ыйтусем тавра хĕрỹ калаçу пычĕ ларура. Т. Алексеева депутат ЊВăрмар поселокĕЌ ку ыйту питĕ çивĕччи пирки чарăнса тăчĕ. Çавăнпа та вăл ăна тĕплĕн, васкамасăр, çывăх вăхăтра пăхса тухса, шухăшласа йышăнмалли çинчен пĕлтерчĕ. К.Никитин депутат ЊВăрмар поселокĕЌ иккĕмĕш варианта сĕнчĕ. Г.Теплов депутат ЊАрапуç округĕЌ пĕрремĕш вариантпа килĕшме ыйтрĕ. И.Иванов депутат ЊЭнĕшпуç округĕЌ тата В.Данилов депутат ЊКĕлкеш округĕЌ пĕрремĕш вариантпа килĕшме ыйтса тухса калаçрĕç. Г.Эверсков, Кивĕ Вăрмар ял администрацийĕн пуçлăхĕ район администрацийĕн пуçлăхне те, район депутачĕсене те халăхпа суйласан вырăнлăрах пуласси çинче чарăнса тăчĕ. Çапла вара депутатсем хушшинче сасăлав ирттерсе пĕрремĕш вариантпа килĕшсе ытларах сасă пухса йышăнчĕç.
        Район центрне - поселока тирпей-илем кĕртме çулран-çулах тăрăшаççĕ. Юлашки çулсенче - ытларах та. Акă площадьре тин çеç çĕнĕ сцена, фонтан хута кайрĕ. Чечексем лартса таврана илем кĕртес терĕç. Анчах та çак илемлĕхе поселокра пурăнакансен выльăхĕсем, уйрăмах качакасем, таптаса, ватса çỹрени пурне те тарăхтарса çитернĕ. Çавăнпа та ЧР Патшалăх Канашĕ кăларнă саккун тăрăх выльăх-чĕрлĕхсем тĕлсĕр çапкаланса çỹренĕшĕн унăн хуçи яваплине палăртнă.
      Вăрмар поселокĕнче тытакан выльăх-чĕрлĕхе регистрацилесе, кĕтỹ тухмалли вырăна палăртмалли çинчен калаçрĕç ларура. Енчен те выльăх хуçисем хăйсен яваплăхне туймасан, вĕсен кĕсйисем "пушанма" пултарасси çинчен те асăрхаттарчĕç.
        Нумай ялсенчи, çавăн пекех поселок урамĕсенче, харпăр хăй килĕ тĕлĕнче вутă-шанкă купаласа хурса, техника таврашĕ лартса илемлĕхе пăсаççĕ. Инкек-синкек килсе тухсан çак япаласем чăрмав кỹреççĕ. Хăш-пĕр кил хуçисем тислĕк куписене те урама илсе тухса купалаççĕ. Ку вара иртен-çỹренсене, çав урамра пурăнакансене питех те тарăхтарать. Урам - обществăлла вырăн, апла пулсан ăна тирпейлĕ тытасси вырăнта пурăнакансен тивĕçĕ. Çурт-йĕр, сарай, гараж е ытти тĕрлĕ строительство ĕçĕсене пурнăçлас пулсан кирлĕ органсенчен ирĕк илмеллине асăрхаттарчĕç ларура.
 
2004 çулхи пĕрремĕш кварталта район бюджечĕ мĕнле пурнăçланса пыни тата резерв фончĕпе усă курни пирки районти финанс пайĕн начальникĕ О.Васильев паллаштарчĕ.
 
Ларура çавăн пекех район пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те пăхса тухса тивĕçлĕ решенисем йышăнчĕç.
     Юлашкинчен район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Егоров пĕтĕмлетсе сăмах каларĕ, районăн малашлăхĕ пурте çине тăрса ĕçленинчен килнине çирĕплетрĕ.
 
А. НИКОЛАЕВА.


30 июня 2004
00:00
Поделиться