Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Япăх сĕтрен тупăш çук

Япăх сĕтрен тупăш çук
 
 
Çулла - сĕт вăхăчĕ. Хĕвеллĕ кунсем, симĕс курăклă улăх-çаран выльăх-чĕрлĕхе ỹссе тĕрекленме май параççĕ. Çак тапхăрта сĕт сăвасси те ỹснĕ. Çавна май районти "Урмарская" сĕт-çу заводĕнче ĕç нумайланнă.
         Кунне 16 тонна ытларах сĕт пырса кĕрет завода. Продукци пахалăхĕпе интересленсе çитрĕмĕр те ĕнтĕ сĕт-çу заводне.
Ял хуçалăх предприятийĕсенчен кунне 9020 килограмм, халăхран 7 пин килограмм ытларах сĕт йышăнаççĕ кунта. Сĕт-çу заводĕнче пулнă кун "Бишевский", "Шептаховский", "Чакинское" хуçалăхсем сĕт илсе килмен. Ытти хуçалăхсенчен пурте тенĕ пекех килсе çитнĕ. Акă "Арабоси", "Шигали" хуçалăхсем хăйсем сутакан сĕтĕн пахалăхне Њсĕтри çу хисепнеЌ вырăнтах тĕрĕслесе палăртса яраççĕ. Арапуçсем сĕте хăйсем патĕнчех виçеççĕ. Ытти хуçалăхсенче витрепе те, флягăпа та шутлаççĕ сĕтĕн виçине. Турттарса килекен сĕтĕн пахалăхне, тасалăхне тата йỹçĕклĕхне кура хаклаççĕ. Унăн ытларах пайĕ тасалăхпа II ушкăна ларать, унтан - 2 сорта. Июнĕн 30-мĕшĕнче йỹçĕклĕхĕ пысăкраххине пула "Мир", "Орнарское", "Вознесенское" хуçалăхсенчен килнĕ сĕте 2 сортпа кăна йышăнчĕç. Çĕнĕ Кинчер, Вăтакас, Пинер, Шăплат, Çĕнĕ Мăнтăр, Кивĕ Вăрмар, Кавал ял халăхĕнчен пухнă сĕт те 2 сорта кăна тивĕçрĕ.
Сĕт пысăк пахалăхлă пултăр тесен ăна 10 градус таранччен сивĕтмелле. Шел те, сĕт-çу заводне турттарса килнĕ сĕте пĕри те кирлĕ виçе чухлĕ сивĕтмен. Вĕсен пахалăхĕ начартарах пулнишĕн туянакансем айăплă мар. Акă, тĕслĕхрен, Чупай ĕне ферминчен, "Родина", "Мусирма", "Шигали", Мичурин ячĕллĕ хуçалăхсенчен тата "Тегешево" агрофирмăран илсе килнĕ сĕтĕн температури 20 градус ăшă пулнă. Енчен те вĕсем хăйсен яваплăхне туйса ĕçленĕ пулсан, сĕт ăшăнса кайман та пулĕччĕ, пахалăхĕ те чакмастчĕ. Ăна начарлатакан тепĕр тĕслĕх вăл - халăхран илнĕ сĕте хуçалăхăннипе хутăштарса яни. Çакă сĕтри çу хисепне чакарать. Сăмахран, Арапуçĕнчи ĕне ферминчи сĕтĕн çу хисепĕ 3,6 процентпа танлашать, халăхăнне хушнине пула 3,5 процента çити чакса кайнă. Шăхальсен те çав тĕслĕхех, 3,6 процентран халăх сĕтне хутăштарсан 3,2 процента çитсе ларнă. "Тегешево" агрофирмăн 3,5 процентран 3,3 çитнĕ. "Мусирма", "Кавал", "Родина", Мичурин ячĕллĕ хуçалăхсенче те çу хисепĕ пĕчĕк.
Сĕт пахалăхĕшĕн кирлĕ пек тăрăшманни хуçалăх экономикине тỹрремĕнех пырса тивет.
 
О.ВАСИЛЬЕВ, райадминистрацин ял хуçалăх управленийĕн зоотехникĕ.


03 июля 2004
00:00
Поделиться