Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Вăрмара - вĕренме, опытпа паллашма

o Семинар-канашлу

Вăрмара - вĕренме, опытпа паллашма

"Потребкооперацин социаллă миссине пурнăçа çирĕп кĕртсе пымалла. Унăн тĕп тĕллевне тата сумлă та пархатарлă ĕçне - кашни пайщика пур енлĕ пулăшасси, чухăнлăхпа кĕрешесси, ырлăх илсе çитересси тата ыттисене те мĕн пур кооператорсен тĕплĕн пурнăçламалла, тĕрлĕрен пулăшу ĕçĕсем кỹрсе малалла пурăнма вăй-хăват памалла, ача-пăча çуратмашкăн хавхалантармалла, ырă пурнăçăн кашни сехечĕпе усă курса савăнмалла. Ăçта ачасен хаваслă кулли янăрать - унта пурнăç кĕрлет, ял пурăнать", - тенĕ Чăвашпотребсоюз совечĕн председателĕ В.Павлов нумай пулмасть Вăрмар çĕрĕ çинче ирттернĕ республикăри семинар-канашлура. Унта Чăвашпотребсоюз правленийĕн председателĕ Г.Григорьев, вĕсен заместителĕсем, тĕп специалисчĕсем, Чăвашпотребсоюз предприятийĕсен пуçлăхĕсем, республикăри 23 райпо совечĕн председателĕсем, район пуçлăхĕн заместителĕ Л.Голубева хутшăннă, Вăрмар райповĕн ĕçĕ-хĕлĕпе, вĕсен пуян опычĕпе паллашма кăмăл тунă.

Хаклă хăнасене Вăрмар тăрăхĕнче çăкăр-тăварпа кĕтсе илнĕ. Ĕçлĕ çул çỹреве чи малтанах Шутнерпуçĕнчи райпо лавккинчен пуçланă. Ку ялта пурĕ 148 çын пурăнать. Ялта пурăнакан паян укçа енчен илсен - чи чухăнни. Мĕн пур тăрантараканни, пурнăçра тытăнса тăма пулăшаканни вара выльăх-чĕрлĕх усрани тата пахча çимĕç çитĕнтерни. "Пирĕн тĕп тĕллев - пайщика пулăшасси, ăна малалла талпăнса ытлă-çитлĕ пурăнма пур условисем туса парасси", - терĕ райпо совечĕн председателĕ К.Никитин. Ку лавккара икĕ сутуçă тăрăшаççĕ. Вĕсем: И.Федотова ЊзаведующиЌ тата Н.Андреева. Ватти-вĕттине хапăлласах кĕтсе илеççĕ, кирлĕ таварпа тивĕçтереççĕ, вĕри чейпе сăйлаççĕ, кĕнекесем, хаçат-журнал вулама сĕнеççĕ. Кашни килен-каян ырăпа асăнать маттур сутуçăсене. Çапла пулмасăр. Графикпе тĕрлĕ ăстаçă-маçтăрсем килсе каяççĕ, ял халăхне тĕрлĕ енлĕ пулăшу параççĕ. Тырă та авăртаççĕ. Хатĕрлев пунктĕнче сĕт, çăм, тир, кивĕ хут, эмел курăкĕсем йышăнаççĕ. Ĕç вĕресе кăна тăрать. Ял халăхĕ ял хуçалăх тата выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ сутма активлă хутшăнать. Акă кăçалхи 6 уйăхра, тĕслĕхрен, 131 центнер сĕт пухнă сутуçăсем. Сĕт тата ытти тĕрлĕ продукци паракансене таварсемпе е чĕрĕ укçапа çийĕнчех тивĕçтереççĕ.

Унтан хăнасем Энтриялĕнчи райпо лавккине çул тытрĕç, унăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç. Ку лавкка хăтлăхĕпе, илемĕпе кашни иртсе çỹрекене хăй патне йыхăрать. Юнашарах ача-пăча площадкине йĕркелесе янă. Кашни кунах иртен пуçласа каçчен кунта ача-пăча хĕвĕшет, вĕсен савăнăçлă сассисем янăрани таçтанах илтĕнет. Лавкка райпо предприятийĕсем туса кăларакан продукципе халăха туллин тивĕçтерет. Кунта пĕремĕк, сушка, кĕсел, мармелад, кăлпасси, пельмень, пылак шывсем, котлет, пĕр сăмахпа каласа та пĕтереймĕн. Ассортимент пысăк. Пахалăхĕ те аван. Мĕнле тавар илме кăмăл пур, туянăр, пĕртте ỹкĕнмĕр. З.Григорьева тата А.Николаева сутуçăсем пурне те ырă кăмăлпа кĕтсе илеççĕ, кашнин кăмăлĕсене туллин тивĕçтереççĕ. Кăçалхи çур çулхи таварçаврăнăшĕ 408 пин тенкĕпе танлашать. Пайщиксен ыйтăвĕсене тивĕçтерсе çавăн пекех ветеринари, медицина препарачĕсене сутаççĕ, тырă авăртаççĕ, тĕрлĕрен йăла пулăшăвĕсем параççĕ тата ытти те. Пĕр сăмахпа кашни пĕчĕк ялăн малашлăхĕ малалла аталантăр тесе тăрăшаççĕ кооператорсем, çыннăн пуласлăхĕ, телейĕ - вĕсен аллинче.

Райпора халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен предприятисем пур: сĕт йышăнакан пунктсем - 21, сепаратор - 1, парикмахерски - 2, арман - 1, тырă авăртакан агрегатсем - 4, атă-пушмак юсакан, кĕпе çĕлекен цехсем - 13, библиотекăсем - 7, чей сĕтелĕсем - 27, ача-пăча площадкисем - 2, çĕçĕ хăйракан цех - 1, телевизорсемпе йăлари ытти аппаратурăна юсакан предприятисем - 13 тата ытти те. Вăрмар районĕн халăхне пур енлĕ пулăшупа тивĕçтереççĕ кооператорсем, савăнăç кỹреççĕ.

Чăвашпотребсоюз совечĕн председателĕ В.Павлов лавккасен лаптăкĕ пысăках мар пулин те, таварçаврăнăшĕ аваннине пĕлтерчĕ, хатĕрлев ĕçĕсене лайăх йĕркелесе янине ырларĕ, сутуçăсен сĕт ытларах пухма тăрăшмаллине палăртрĕ, сивĕтекен оборудовани кирлине каларĕ.

Райпон "Вăрмарти çăкăр завочĕ" тата "Нива" тулли мар яваплă обществăсенче пулчĕç хаклă хăнасем. Çăнăх авăртакан, çăкăр пĕçерекен, кондитер, макарон изделийĕсем, кăлпасси, пылак шыв туса кăларакан, пулă тăварлакан тата тĕтĕмлекен цехсене çитсе курчĕç. 2004 çулта ЧР Экономика аталанăвĕпе суту-илỹ министерстви урлă "Нива" тата "Вăрмарти çăкăр завочĕ" тулли мар яваплă обществăсене аталанма лизингпа çăмăллатнă кредит илсе 800 пин тенкĕлĕх çĕнĕ оборудовани туяннă. "Нивăна" полиэтиленран ЊПЭТЌ савăт кăлармалли çурма автомат илсе панă. Унпа паянхи кунччен 190 пин ПЭТ савăт кăларма пултарнă. Çăкăр завочĕ валли макарон изделийĕсем туса кăларма "Пресс-автомат" МАО 13-01 туяннă.

Чăвашпотребсоюз совечĕн председателĕ В.Павлов семинар-канашлăва хутшăннă ытти райпо совечĕн председателĕсене те лизингпа усă курма сĕнчĕ, кивелсе пыракан оборудование майĕпен çĕнетсе пыма хушрĕ.

Кăлпасси цехĕнче нумай çул хушши Югослави модулĕпе ĕçлеççĕ. Оборудовани кивĕрех пулсан та туса кăларакан продукци калăпăшĕ пысăк, пахалăхĕ те çỹллĕ шайра, уйăхне виçĕ тонна таран туса кăлараççĕ. Ассортименчĕ пысăк: кăлпасси изделийĕсем 18 тĕрлĕ, котлет, тĕтĕмленĕ чăх тукмакĕсем, пельмень тата ытти те. Продукцие хамăр района çеç мар, Шупашкар, Канаш хулисене тата ытти районсене ăсатаççĕ. Валерий Павлович туса кăларакан кăлпасси тата ытти изделисене ырларĕ, вĕсен пысăк пахалăхне палăртрĕ. Унтан делегаци пылак шыв кăларакан тата пулă тăварлакан цехсене çул тытрĕ. Пулă тăварлакан тата тĕтĕмлекен цехра кăçалхи 6 уйăхра 7,5 тонна пулă тăварлама тата тĕтĕмлеме пултарнă кунти ĕçченсем. Хăнасене "Грушевый" тата ытти паха йышши пылак шывсем сĕнчĕç Вăрмар райповĕн кооператорĕсем, тутлă продукципе сăйларĕç. Хăнасем кăмăллă юлчĕç.

Хатĕрлев кантурĕнче халăхран эмел курăкĕсем, сĕт, çĕтĕк, кивĕ хут, çăм, тир йышăнаççĕ. Май уйăхĕнчен пуçласа октябрьчченех эмел курăкĕсем активлă пуçтараççĕ. Ватти, вĕтĕр-шакăр - пурте пуçăннă ку ĕçе. Укçа çĕр çинче "ỹсет". Пуçтар, ан ỹркен кăна. Ачасем те çапла май пĕчĕкренех ĕçе вĕренеççĕ, укçа мĕн хак пулнине ăнланса çитеççĕ.

Халăхран сĕт пухассине пысăк вырăна хурать райпо. Кăçалхи 6 уйăхра 347 тонна пухнă. Ку ĕçе райпон 21 ял лавккинче йĕркеленĕ. Пухнă сĕте Тутар Республикинчи Албабари сĕт-çу заводне ăсатаççĕ. "Сĕт нумай пуçтарсан тата унăн пахалăхĕ лайăх пулсан кăна тупăш ытларах илме пулать. Сивĕтекен оборудовани туянмалла," - тесе асăрхаттарса хăварчĕ Чăвашпотребсоюз совечĕн председателĕ В.Павлов.

Тутар Республикинчи сĕт йышăнакан "Эдель-вест М" фирмăн представителĕ А.Хайрутдинов сăмах илчĕ. Вăл сĕт йышăнмалли йĕркепе тĕплĕн паллаштарчĕ, вĕсемпе тачă çыхăну тытсан завода кунсерен сĕт леçсен, сивĕтекен оборудовани лартса пама шантарчĕ, хаксене палăртрĕ.

В.Павлов Çĕрпỹ, Тăвай, Куславкка, Канаш райпосен председателĕсене фирмăпа килĕшỹ тума чĕнсе каларĕ.

Унтан ĕçлĕ делегаци çĕнĕрен юсаса Европа шайне çитернĕ "Заря" лавккана кĕрсе курчĕ. "Чаплă лавкка, хуларинчен пĕртте кая мар, - пĕлтерчĕ Чăвашпотребсоюз совечĕн председателĕ В.Павлов, - çакăн евĕрлĕ лавкка кашни райпон пулмалла. Эпĕ кашни райпо лавккине евроюсав тума чĕнместĕп, ыттисене пĕчĕк косметика юсав тусан та юрать. Паллах, конкурентсем те нумай. Çапах та тăрăшмалла. Тăрăшмасан, пур вăя, ăс-тăна парса ĕçлемесен çитĕнỹ, ăнăçу пулмасть".

Ветеринари, медицина аптекисене, çĕнетнĕ "Кулинария" лавккара, "Юность" кафере, "Ромашка" йăла çуртĕнче, райпо кантурĕ çумĕнчи "Спутник" лавккара пулса курчĕç, вĕсен хăтлăхĕпе, илемĕпе ăмсанчĕç, нумай çĕнĕлĕхпе паллашрĕç.

Юлашкинчен райпон ларусен залĕнче йĕркеленĕ музейпе паллашрĕç, Вăрмар райповĕн ĕçĕ-хĕлĕпе, унăн нумай çулхи пуян историйĕпе кăсăкланчĕç, интересленчĕç. Чăвашпотребсоюз совечĕн председателĕ В.Павлов кашни райпорах çакăн евĕрлĕ музей йĕркелеме кирлине палăртрĕ, хăйсен ĕçне-хĕлне, мĕн пур историе упраса хăвармаллине ăнлантарчĕ. Унтан пĕтĕмлетỹ турĕç, чылай çивĕч ыйтусене хускатрĕç, малашлăхри тĕллевсене палăртрĕç. Кооператорсене хăйсен маркине çỹлте тытса пыма сĕнчĕ Валерий Павлович, тепĕр семинара Елчĕк райповĕнче ирттересси çинчен пĕлтерчĕ.

                                                                                            В. ГУРЬЕВА.

 



28 июля 2004
00:00
Поделиться