Çум курăксенчен тасалар
o Специалист канашĕ
Çум курăксенчен тасалар
Пирĕн редакцие вулакансенчен тĕрлĕ ыйтусемпе çырнă çырусем килсех тăраççĕ. Вĕсем пахчасенчи çум курăксемпе мĕнле кĕрешмелли çинчен пĕлесшĕн. Уйрăмах çĕр улми анисем çинче йыт пырши хуçаланни тарăхтарать. Ку ыйту çине хуравлама ỹсен тăрансене сыхлас енĕпе ĕçлекен районти аслă агронома С.СЕМЕНОВА ыйтрăмăр.
Чăнах та юлашки вăхăтра пахча çимĕçе тухăçлă çитĕнме тĕрлĕ чир-чĕрсемсĕр пуçне тĕрлĕрен çум курăксем чăрмантараççĕ. Уйрăмах-йыт пырши. Çак çум курăкпа тĕрĕс кĕрешес тесен ун çинчен тĕплĕнрех пĕлни кирлĕ.
Тĕнчере пурĕ 250 тĕрлĕ йыт пырши курăкĕ ỹсет. Вĕсем хушшинче пахчара ỹсекен илемлĕ чечексем те, сиенлĕ çум курăксем те пур. Пире паллах "йыт пырши" çум курăкĕ канăç памасть. Йыт пырши курăкĕ вăрлăхпа та, уйрăмах тымар татăкĕсемпе сарăлать. Унăн тымарĕ çĕр ăшĕнче 3-4 метр тарăнăшне анать, унсăр пуçне урлă ỹсекен тымарĕсем темиçе метра яхăн сарăлаççĕ. Пĕр йыт пырши тымарĕ пурĕ 400 метра яхăн тăсăлма пултарать. Кашни пĕр-икĕ сантиметра яхăн татăлнă тымарсенчен уйрăм çум курăк ĕрчесе каять. Çавăнпа вăхăтра кĕрешмесен, вăл пĕтĕм çĕр лаптăкне пусса илет, тĕрлĕ çимĕçсене пусмăрлать.
Çак çум курăкпа мĕнле майпа кĕрешмелле-ха? Агротехника майĕсене илсен, паллах, анасене кĕркунне тарăн сухалса хăварни меллĕ, кайран тымарсене пуçтарса пымалла. Çум курăкланнă анасене нумай çул ỹсекен курăксем акса хăварни усăллă.
Йыт пыршипе кĕрешме хими меслечĕпе усă курни уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ку енĕпе "Раундап" ятлă гербицид усăллă. Çак гербицида хими завочĕсем тĕрлĕ ятпа туса кăлараççĕ. Тĕслĕхрен, "Зеро", "Баста", "Ураган", "Арсенал", "Глифосат", "Фозат", "Вихрь", "Алаз" тата ытти те. Каласа хăварас пулать, çак гербицидсем пĕтĕм симĕс курăка, тĕмсемпе йывăçсене те хăртаççĕ. "Раундап" гербицид çулçăсем, симĕс тунасем çине лексен икĕ-виçĕ эрне хушшинче майĕпен тымарсем патне анать, вĕсене хăртать. Çавăнпа икĕ-виçĕ эрне хушши çум курăк аврине çулма, тăпăлтарма юрамасть. Хăçан сапма юрать-ха çак имçама? Ăна çĕр улми анисем çине виçĕ тĕрлĕ вăхăтра сапма пулать.
Пĕрремĕшĕ: çуркунне - çĕр улми лартиччен, çум курăксем шăтса тухсан.
Иккĕмĕшĕ: çĕр улмине кăлариччен икĕ-виçĕ эрне маларах, Њкун пек тусан çак анасенчи çĕр улмине вăрлăха кăна яма юратьЌ.
Виççĕмĕшĕ: çĕр улмине кăларсан, йыт пырши çеçкисене "Раундап" гербицичĕпе имçамлани.
"Раундап" гербицид йыт пырши çеçкисем çинче икĕ-виçĕ эрне тытăнса тăмалла тенĕччĕ, çавăнпа та, ман шутпа, пирĕн вырăнта çĕр улми анисене ăна кăларса иличчен çум курăксенчен икĕ-виçĕ эрне маларах сапмалла е вăл августăн 5-20- мĕшĕсенче пулать. Çĕр улми анисене сапнă чухне 10 литр шыв çине 40-80 мл "Раундап" ямалла е пĕр сотка çине 5 литр имçам шĕвекĕ сапмалла.
"Раундап" сапнă анасем çинче тымарпа ĕрчекен пĕтĕм çум курăксем пĕтеççĕ. Тепĕр çуркунне ăна сапнă çĕр улми анисем çине "Зонтран" ятлă гербицид сапсан сирĕн çĕр улми анисем çинче 3-5 çул хушши пĕр çум курăк та пулмасть. Каласа хăварас пулать, "Раундап" ятлă гербицидпа йăран хушшинчи тата карта çумĕнчи пĕтĕм çум курăксене пĕтерме пулать. Енчен те хăвăр пахча анисене çум курăксенчен тасатас тетĕр пулсан сирĕн ыйтăва тивĕçтерсе çак гербицида пĕр литр савăтпа кăларнă имçама илсе килсе тивĕçтерме пултаратпăр.