Пĕр-пĕрне ăнланса
o Ыран - Строитель кунĕ
Пĕр-пĕрне ăнланса
Кашни çын мĕн пĕчĕкренех хăй килĕштернĕ профессине суйласа илсе пурнăçăн анлă та тумхахлă çулĕпе çирĕп утмашкăн хатĕрленет.
Паянхи куна строитель профессийĕ чи сумлă та чаплă профессисенчен пĕри. Çавăнпа та пулĕ ĕнер шкул сакки çинчен вĕренсе тухнă, паян алла аттестат илнĕ çамрăксенчен нумайăшĕ çак профессине суйласа илсе строительство енĕпе тĕрлĕ вĕренỹ заведенийĕсене вĕренме кĕреççĕ.
Чăнах, строительствăра тăрăшакансен ĕçĕ сумлă та пархатарлă. Ялсен, поселоксен е хуласен архитектурăллă сăн-сăпатне çĕнĕрен çĕнетсе улăштарассишĕн, пирĕн пĕчĕк тăван республикăра пурăнакансене лайăхрах пурăнма условисем туса парассишĕн пур вăй-хала парса тăрăшаççĕ строительсем. Ахальтен мар ĕнтĕ вĕсем тăрăшнипех капмар тата хăтлă çуртсем çуллахи ăшă çумăр çуса кайнă хыççăн шăтса тухнă кăмпасем евĕр пĕрин хыççăн тепри мăнаçлăн хăпараççĕ. Чăваш Республикинче строительство ĕçĕсем анлă сарăлнă. Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă "Ăс-хакăл вăйĕпе тата сывă пурнăç йĕркипе - ырлăх-телей патне" Çырăвĕнче... "пурăнмалли çурт-йĕр строительствин калăпăшне ỹстерес... енĕпе йышăннă указа çанă тавăрса пурнăçласа пымалла" тенĕ. Хальхи вăхăтра пирĕн районта та пурăнмалли çурт-йĕр хăпартасси анлă сарăлнă. Вăл тĕп вырăнта тăрать тесен те йăнăш пулĕм тесе шутлатăп. Хăтлă, илемлĕ, капмар çуртсем поселокра, ялсенче кунтан-кун хăпарни, паллах, пурне те савăнтарать, малалла пурăнма вăй-хăват парса тăрать.
Строительсен ăста аллисем тăрăшнипех пурăнмалли çĕнĕ çуртсемсĕр пуçне шкулсем, больницăсем, промышленность предприятийĕсем хăпараççĕ, газ пăрăхĕсем хываççĕ, çĕнĕ çул-йĕр тăваççĕ. Вĕсемсĕр хуласемпе поселоксен, ялсен инфраструктури аталанмасть.
Чăваш Ен ĕмĕрĕпех хăйĕн тикĕс тата такăр çулĕсемпе палăрса тăнă. Вĕсене пирĕн республикăра хальхи вăхăтра та çỹллĕ шайра тытса тăраççĕ. Паян районти кашни хуçалăха асфальт сарнă çулпа çитме пулать. Çул-йĕр юсакансем хăйсен ĕçне чунтан парăнса пурнăçлаççĕ, районта пурăнакансем тирпейлĕ, такăр çулсемпе, тротуарсемпе çỹресе савăнччăр тесе пур вăй-халне, тăрăшулăхне параççĕ Акă, хамăрăн юратнă Вăрмар поселокнех илер. Юлашки çулсенче вăл нумай ырă енне улшăнчĕ, капăрланчĕ. Район центрĕнче Çĕнĕ Арбат урам анлăн сарăлса выртать. Çынсене çỹремешкĕн лайăх çулсем пулччăр тесе Ленин урамĕн икĕ айккипе пĕлтĕр 312 пин тенкĕлĕх тротуар сарнă. Акă кăçал та поселока тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе тĕп площадьре сцена йĕркеленĕ. Ку 200 пин яхăн тенкĕпе танлашнă. Спорт çурчĕпе юнашар 125 пин тенкĕлĕх 250 метр тротуар сарнă. Паянхи кун Çĕнĕ Шупашкарти "Магистраль-М" тулли мар яваплă обществăри ĕçченсем халăха çỹремешкĕн аван çулсем пулччăр тесе тăрăшаççĕ. Шкул тăкăрлăкĕнче 250 пин тенкĕлĕх 160 метр çул сараççĕ. Кунта çемье подрячĕпе Владимир ЊбригадирЌ, Валентина Њвак чул хураканЌ, Александр ЊрабочиЌ Шуркасем, Мирошкинсем пур тăрăшулăхпа ĕçлеççĕ. С.Митрофанов водительпе А.Ефимова вак чул саракан хăйсен тивĕçĕсене тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ. Туслă ку пĕчĕк коллектив. Пурте Шăхаль ялсĕнчен вĕсем. Пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса вăй хураççĕ.
Çавăн пекех Крупская урамра Њаптекăран пуçласа çул тăваткалĕччĕнЌ тротуар, пасар территорине те асфальт сарма палăртнă.
"Урмарская" коллективлă строительство организацийĕн ĕçченĕсем халĕ Мир тата Заводская урамсенче водопровод тăваççĕ. Çак ĕçе пурнăçлама 316 пин тенкĕ уйăраççĕ. Ĕçлеççĕ, тăрăшаççĕ вĕсем. Çапла пулмасăр. Çу уйăхĕсем вĕсемшĕн чи хĕрỹ тапхăр. Апла, ăнăçусем сире, строительсем, çывхарса пыракан уяв ячĕпе!
В. ГУРЬЕВА.