Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Виççĕмĕш смена

o Ачасен çуллахи канăвĕ

Виççĕмĕш смена

Ачасен сывлăхне çирĕплетмелли районти "Романтика" лагерьте виççĕмĕш смена пуçланчĕ. Пурĕ 60 ача тỹлевсĕр путевкăпа канать халĕ кунта. Вĕсенчен 15-шĕ - юнашарти Куславкка районĕнчен.

"Пĕрремĕш кунтанах паллашса туслашма ĕлкĕрчĕç ачасем, - пĕлтерет лагерь начальникĕн заместителĕ Т.Петрова. - Çамрăксемпе ĕçлеме аванрах çав. Вожатăйсем - студентсем. Вĕсем хăйсем те тин кăна ача пулнине манман-ха. Пĕр кун та чаплă мероприятисĕр иртмелле мар. Ачасене аталанма пур условисем те пур".

Ирхине 8 сехетрен пуçланать лагерь ачисен пурнăçĕ. Кăнтăрлаччен отрядсенче, ун хыççăн отрядсем хушшинче мероприятисем иртеççĕ. Ачасене пурĕ 3 отряда уйăрнă. Вĕсен ячĕсене, девизĕсене шăпăрлансем хăйсемех шутласа кăлараççĕ. Акă, "Туслă ачасем", "Фаворит", "Слэм" ячĕсем.

Тĕлĕнмелле! Пĕрремĕш отряд ачисем 6 çулта кăна. Черетлĕ мероприятие вĕсем "Çарăк", "Çамрăклăх эликсирĕ" юмахсене лартма хатĕрленеççĕ. Пĕчĕкскерсем пĕри те киле каяс тесе тунсăхламаççĕ. Апла пулсан интереслĕ вĕсене. Тĕрлĕ ỹсĕмри ачасем пĕр сăмах тупма пĕлни тỹрех курăнать. Халĕ вĕсем чăтăмсăррăн Шупашкара экскурсие каясса кĕтеççĕ. Шăрăх вăхăтра юнашарти кỹлле шыва кĕме те илсе каяççĕ. Пĕр сăмахпа каласан канма килнĕ ачасен кун йĕркине пăхăнас пулсан пĕр пушă вăхăт та çук. Вожатăйсемсĕр пуçне лагерьте 6 педагог, 3 воспитатель, врач, медсестра, логопед ĕçлеççĕ.

Пурте ачасен канăвне тивĕçлипе ирттерессишĕн тăрăшаççĕ вĕсем. Лагерьте кунне 5 хутчен апатлантараççĕ. Витаминпа пуян, усăллă çимĕçсем çитереççĕ.

Пĕр ача канăвĕ 21 кун хушшинче 3200 тенке кайса ларать. Ашшĕ-амăшĕн, паллах, савăнмалла ачисемшĕн. Августăн 7-мĕшĕнче - ашшĕ-амăшĕн кунĕ. Ку уяв валли халĕ лагерьте хатĕрленỹ ĕçĕсем пыраççĕ.

Э. АЛЕКСЕЕВА,

ЧПУ студентки.



07 августа 2004
00:00
Поделиться