Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ял хуçалăх производствин пултаруллă организаторĕ

o Аса илỹ

Ял хуçалăх производствин

пултаруллă организаторĕ

Ял хуçалăх производствине наука никĕсĕ çинче йĕркеленĕ районти тата республикăри пултаруллă организатор, Раççей тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Иван Михайлович Михайлов пурăннă пулсан августăн 10-мĕшĕнче 75 çул тултаратчĕ. Питех те шел, çак паллă датăна хăйĕнсĕрех паллă тума тивет.

Арапуç ялĕнче çуралса ỹснĕскер "Путь Ильича" колхоза 30 çул аталану çулĕпе ертсе пынă. Ĕçе чунтан парăннипе хуçалăх районта кăна мар, республикăра та малтисен ретĕнче пулнă. Арапуçсен пуян опытне, ырă та лайăх енĕсене илме кунта хăй вăхăтĕнче килсе курман колхоз председателĕсемпе совхоз директорĕсем республикăра юлман та пулĕ.

Иван Михайлович хăй хыççăн колхоз тата район ĕçченĕсемшĕн кăна мар, çавăн пекех республикăра та паллă организатор-руководитель пулни çинчен ырă йĕр хăварнă.

Иван Михайлович вăл çулсенче Вăрмар районĕнчи хуçалăхсен талантлă, ăста руководителĕсен ушкăнĕнче пĕрремĕш шайри çутă çăлтăр пулса тăнă.

1960-1970-мĕш çулсем Вăрмар районĕшĕн ял хуçалăхĕ тата культура вăйлă аталаннă тапхăр пулнă. Çакăнта колхозсемпе совхозсен руководителĕсем пысăк тỹпе хывнă. Вĕсен пархатарлă та тава тивĕçлĕ ĕçĕ тухăçлă тыр-пул çитĕнтернипе тата выльăх-чĕрлĕхрен продукци туса илессине палăрмаллах ỹстернипех çеç çырлахман. Культура учрежденийĕсем, шкулсем, ача сачĕсем, магазинсемпе суту-илỹ çурчĕсем тăвасси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрнă. Çав руководительсем ĕнтĕ ял хуçалăх ĕçченĕсене пултаруллă ертсе пыракан хăйне евĕр генералсемпе производствăна наука вĕрентнĕ пек аталантарса, малта пыракан опыта ĕçе кĕртме пулăшакан профессорсем пекех шутланнă, халăх асĕнче тата чĕринче ырă енĕпе тарăн йĕр хăварнă. Акă вĕсем: "Путь Ильича" колхоза ертсе пынă И.М.Михайлов ЊАрапуçЌ, Социализмла Ĕç Геройĕ, Мичурин ячĕллĕ колхоз председателĕ С.Л.Лукин ЊКивĕ ШулханЌ, "Ленинский" хуçалăх пуçлăхĕ Н.Г.Герасимов ЊКавалЌ, "Россия" ЊЧулкасЌ хуçалăх пуçлăхĕсем - В.А.Мадяновпа А.П.Волоснов, "Динамо" ЊПысăк ЕнккассиЌ колхозри Р.К.Егоровапа В.Е.Садовский, "Знамя" ЊАслă ЧакЌ колхоз председателĕ С.И.Галкин, "Дружба" ЊЧупайЌ, "Урмарский" ЊКивĕ ВăрмарЌ хуçалăхсен руководителĕсем И.Г.Григорьевпа Н.Н.Николаев, "Восход" ЊШăхальЌ колхоз председателĕ А.И.Пуклаков тата ыттисем. Вĕсем ĕнтĕ хуçалăхсене чăн-чăн хастарлăхпа пуçаруллă ертсе пынă. Районăн экономикипе культурине аталантарассишĕн вĕсемпе пĕрле алла-аллăн тытăнса ĕçлеме тỹр килнишĕн эпĕ хама телейлĕ тесе шутлатăп, савăнатăп.

Район çултан-çул аталанса пынă. Ял хуçалăх производствине аталантарас, культура, йăла, суту-илỹ, вĕрентỹ, халăха медицина пулăшăвĕ парассипе лайăхлатас енĕпе республикăра малтисен ретне тухнă.

Пире, район пуçлăхĕсене - мана, М.Н.Петрова, В.А.Мадянова тата ертсе пыракан ытти хăш-пĕр çынсене çавăн пек ăста руководительсемпе ĕçлеме пĕр енчен çăмăл та, тепĕр енчен йывăр та килнĕ. Çăмăлли - вĕсем хуть те мĕнле кăткăс ыйтăва та ăнăçлă татса пама пултарни. Йывăрри вăл - вĕсем паллă çынсем пулни, вĕсене команда парса ĕçлеттересси мар, пĕр-пĕрне хисеплемелли, пĕр-пĕрин шухăшĕсене шута илмелли мелсемпе ĕçлесси.

Çавсем ĕнтĕ халăхăн тата Вăрмар районĕн историйĕнче ырă йĕр хăварнă. Шансах тăратăп: вĕсен пархатарлă ĕçĕ манăçа тухмĕ. Питех те шел, эпĕ асăннă руководительсенчен халĕ 6-шĕ кăна пурăнаççĕ, ыттисем пурнăçран уйрăлнă.

Çулсем малалла иртсе пынă çемĕн, эпĕ вĕсене ырăпа кăна аса илетĕп. Вĕсемпе пĕрле ĕçленĕ вăхăтсене хамăн пурнăçри чи телейлĕ çулсем тесе шутлатăп.

Паян манăн, И.М.Михайлов 75 çул тултарас умĕн, ун çинчен тĕплĕнрех чарăнса тăрас килет. 1965 çулта, "Путь Ильича" колхоза йĕркеленĕ чухне, унăн территорийĕнче ферма та, машинăпа трактор паркĕ те, пĕр сăмахпа каласан, нимĕн те пулман.

И.М.Михайловăн ырă ĕçне палăртса çапла калама пултаратăп. Колхоз йĕркеленĕ чи йывăр çулсенче вăл хăйĕн ырă тĕслĕхĕпе ял халăхне кар! тăрса ĕçлеме хавхалантарчĕ. Строительство ĕçĕсем анлăн сарăлса кайрĕç: пĕвесем пĕвелерĕç, çырма-çатраллă вырăнсенче вăрман тăрăхĕсем лартрĕç, витесем турĕç. Тыр-пул тухăçĕпе выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илесси çулсерен ỹссе пычĕ.

Колхоз экономики тĕрекленсе пынă май, фермăсемпе трактор паркĕ, складсем тунă хыççăн, культура учрежденийĕсем тума пуçланă. Иван Михайлович пурнăç çине тарăн та анлăн пăхма пултарнă. "Çын çăкăрпа кăна тутă пулмасть", -тетчĕ вăл. Ялта культура, ача сачĕн, вăтам шкул, участок больницин, суту-илỹ çурчĕсем ỹссе ларчĕç. Пурне те вĕсене хула тĕслĕхĕн проекчĕсемпе туса лартнă. Яла районта чи малтан асфальт сарнă çулпа çыхăнтарнă тата çут çанталăк газĕ илсе çитернĕ, водопровод кĕртнĕ.

Пенсие каяс умĕн Иван Михайлович колхоз аталанăвĕн, хăйĕн тата коллективăн малтанхи тата юлашки çулсенчи ĕç итогĕсене пĕтĕмлетрĕ. Унăн пуçарăвĕпе колхозра музей уçнă. Кунти экспонатсем Иван Михайлович ертсе пынипе ял çыннисен ĕç-хĕлĕпе йăлари пурнăçĕ лайăхланса пынине сăнласа параççĕ.

Колхоз территорийĕнчи çырма-çатраллă вырăнсенче тунă пĕвесем те Иван Михайлович ятне аса илтереççĕ. Вĕсенчен уйсене шăварнă, çынсем кунта шыва кĕреççĕ, пулă тытаççĕ. Колхозниксем вăл çулсенче лартнă çырма хĕрринчи кашласа ларакан вăрмансен шавĕ вĕсене лартса, юратса ỹстернĕ колхозниксемпе вĕсен руководителĕн ĕçне мухтаса юрланăн туйăнать. Çилпе силленекен йывăç тăррисем çырма-çатрасенчен пысăк вăрмансем, хитре пĕвесем тунă çынсене пуç таяççĕ пекех туйăнаççĕ.

Иван Михайлович Арапуç халăхĕшĕн тăрăшса ĕçлесе тивĕçлĕ пурăнса ирттернĕ.

Арапуç масарĕнче юнашарах икĕ чи пысăк хисепе тивĕçлĕ çынсене пытарнă: Иван Михайлович Михайлов тата Галина Ивановна Тимошенко. Галина Ивановнăна пытарнă кун тĕлĕнмелле пĕр пеклĕх çинчен пĕлтĕм. Шăпа акă епле килсе тухнă: Иван Михайлович мартăн 16-мĕшĕнче вилнĕ - Галина Ивановна çуралнă кун. Галина Ивановнăна вара августăн 10-мĕшĕнче пытартăмăр - Иван Михайлович çуралнă кун. Шăпа вĕсене юнашар выртма кăна мар, пĕр-пĕрин çуралнă кунне пурнăçран уйрăлса кайма кỹрнĕ. Пĕри вĕсенчен Арапуç халăхĕ телейлĕ те хăтлă пурăнччăр тесе хăйĕн мĕн пур тăрăшулăхне панă. Тепри вара Арапуç тата район халăхĕн сывлăхĕшĕн тăрăшнă, 3000 ытла операци тунă.

Кашни çулах тăван яла - Кавала аттепе анне вил тăприйĕ çине килмессерен эпĕ Арапуç масарĕ çине кĕрсе тухатăп.

Нумайччен тăратăп вара çак тĕлĕнмелле икĕ хисеплĕ çынсен, чи çывăх юлташсен вил тăприйĕ умĕнче, чĕрĕ чечексем хурса пуç таятăп.

Арапуçсемпе Вăрмарсем ырă ĕçпе тарăн йĕр хăварнă Иван Михайлович Михайловпа Галина Ивановна Тимошенкона ĕмĕрех асра тытса пурăнасса шансах тăратăп.

Вăрмар райсовет ĕçтăвкомĕн председателĕнче,

КПСС райкомĕн пĕрремĕш секретарĕнче ĕçленĕ А. БОРЦОВ



07 августа 2004
00:00
Поделиться