Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

ПỸЛМЕСЕМ ТЫРĂПА ТУЛЧЧĂР

o ĔÇÇИ - 2004

ПỸЛМЕСЕМ ТЫРĂПА ТУЛЧЧĂР

Районти хуçалăхсем чылайăшĕ вырмана тухрĕç. Ĕççи "Шигали", "Яниковское", "Мир", "Вознесенское", "Бишевский" хуçалăхсемпе "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрикинче уйрăмах анлă сарăлнă. Уяр çанталăкăн кашни минучĕпе усă курса юласшăн. Уй-хирсемпе йĕтемсенче ĕç шавĕ кĕрлесе тăрать.

"Тырри-пулли пỹлме тулли..." тесе юрласа мухтанă мĕн ĕлĕкренех кĕрхи ĕççи пуçлансан. Ака тăватăн, кайран пухса илетĕн - вăхăтăн çаврăмĕ, çаврăнать те çаврăнать. Ĕлкĕрсе пырас-тăк ĕлкĕр, унсăрăн чылай кая юлатăн. Ахальтен каламан ĕнтĕ "пĕр кун - çулталăклăх" тесе. Халĕ хĕрсех тырă пухса кĕртес тапхăр пырать. Чылай хуçалăхсенче ĕçсене аван йĕркеленĕ. Районти тырă йышăнакан пункта та тырă килсех тăрать. Ку енĕпе "АгроВладина" хуçалăх ырă тĕслĕх кăтартать. Вĕсем паянхи куна 45 тонна 1 класлă ыраш турттарса килнĕ те. Вăтакассем 28 тонна турттарнă. Тикашсем кăçал ытти хуçалăхсемпе танлаштарсан чи малтан патшалăха тырă сутрĕç. Вĕсен ырашăн пахалăхĕ пысăк - 1 класлă. Кунта килекен тырăна çийĕнчех УСА-10 тата ЗСПЖ-8 агрегатсемпе типĕтсе складсене тирпейлесе хураççĕ. А.Дмитриевпа Ю.Иванов операторсем хăйсен тăрăшулăхĕпе палăрса тăраççĕ. О.Павлова инженер-лаборант вара кашни автомашина çинчи тырă пахалăхне тĕплĕн тĕрĕслесе тăрать. Çапла пулмасăр, предприяти касси пуянланасси мĕнлерех тырă йышăннинчен те нумай килет-çке.

Шăхальсем яланхи пекех пахалăхлă тулă турттараççĕ. Вĕсем туса илекен тулăн пахалăхĕ 3 класлă. Предприяти чылай хуçалăхсене кунта тырă турттарса килме автомашина парса пулăшать. Ку енĕпе В.Терентьев водитель ырми-канми тăрăшать. Çапла вара ĕççи кунран-кун вăй илсе пытăр. Пирĕн пỹлмесем "сарă ылтăнпа" тулсах пыччăр.

                                                            Н. НИКОЛАЕВА,

                                                           предприяти экономисчĕ.



11 августа 2004
00:00
Поделиться