Ялан халăх асĕнче эсĕ,ÇĔРШЫВĂН МУХТАВЛĂ ПАТТĂРĔ
Ялан халăх асĕнче эсĕ,
ÇĔРШЫВĂН МУХТАВЛĂ ПАТТĂРĔ
А.Г.НИКОЛАЕВ - ВĂРМАР ТĂРĂХĔНЧЕ
Паянхи пекех астăватăп: 1962 çулхи августăн 11-мĕшĕнче 11 сехет те 30 минутра "Восток-3" космонавт карапĕпе тĕнче уçлăхне чăвашсен пултаруллă ывăлĕ, Шуршăл каччи Андриян Григорьевич Николаев вĕçсе хăпарчĕ. Çак пулăм чăваш халăхĕшĕн çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулчĕ. Тинех ĕнтĕ пире - чăвашсене - пĕтĕм тĕнче пĕлме пултарчĕ. Ку вăл çав тери пысăк савăнăç.
1990 çулта РСФСР халăх депутатне суйламалли тапхăр пуçланчĕ. Эпĕ ун чухне райсовет ĕçтăвкомĕн председателĕнче ĕçлеттĕм.
РСФСР халăх депутатне суйлама кандидатсем тăратма тытăнсан республикăри ĕç çыннисем Андриян Николаев космонавтăн ятне чи малтан асăнчĕç. Çавна май пулас депутат пирĕн района суйлавçăсемпе тĕл пулма килсе çитрĕ.
1990 çулхи январĕн 31-мĕшĕнче Николаев космонавта хамăр район чиккинче çăкăр-тăварпа кĕтсе илтĕмĕр. Андриян Григорьевич килет тенине илтсен, Вăрмар поселокĕнчи Ленин площадьне халăх лăк тулли пуçтарăнчĕ. Пурте ăна, чăваш кăйкăрне, мухтаса ырлăх сывлăх сунаççĕ, чечексем парнелеççĕ. Площадьре кĕске калаçу хыççăн А.Г.Николаев тата унпа пĕрле çỹрекенсем Вăрмарти иккĕмĕшпе пĕрремĕш вăтам шкулсенче пулса ачасене вĕрентсе воспитани парас ĕçсем мĕнле пулса пынипе, педагогика коллективĕсен ĕç условийĕсемпе паллашрĕç. А.Г.Николаев вĕсене вĕренỹре тата ĕçре пысăк çитĕнỹсем, ырлăх-сывлăх сунчĕ, космонавтика аталанăвĕ çинчен каласа пачĕ. Вăрмарти иккĕмĕш вăтам шкулти пионерсем ăна хăйсен хисеплĕ пионерĕсен ретне илсе хĕрлĕ галстук çыхса ячĕç.
Унтан хисеплĕ хăнасем Арапуçĕнчи вăтам шкулпа ача садĕнче тата пленка цехĕнче пулса курчĕç. Пур çĕрте те вĕсене ăшшăн кĕтсе илчĕç.
Районти Культура çуртĕнче районти ĕç çыннисем А.Г.Николаевпа тĕл пулчĕç.
Республикăри ветерансен совечĕн председателĕ, А.Г.Николаев кандидатăн довереннăйĕ А.И.Иванов космонавт-летчикĕн биографийĕпе кĕскен паллаштарнă май унăн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пачĕ. "Халиччен нимĕнпе палăрман чăваш халăхне Андриян Григорьевич тĕнчипех чапа кăларчĕ, унăн ятне космоса çити çĕклерĕ. Вăл космонавтикăна малалла аталантарассишĕн вăй-халне, пĕлĕвне парса ĕçлекен ученăй", - терĕ вăл.
Космонавт-летчик А.Г.Николаев хăйне РСФСР халăх депутатне суйлама кандидата тăратнăшăн суйлавçăсене тав туса хăйĕн платформипе паллаштарчĕ. Космоса мирлĕ тĕллевпе аталантарасси платформăри чи кирлĕ задачăсенчен пĕри пулса тăнине палăртрĕ. Вăл пирĕн районăн ĕçри çитĕнĕвĕсемпе çитменлĕхĕсем çинче те чарăнса тăчĕ. Кандидат пирĕн тата ытти районсен, ялсен нушисене те лайăх ăнланать. Çавăнпа та ял проблемисене, социаллă ыйтусене татса парассине хăвăртлатма пулăшассине хăйĕн тивĕçĕ тесе шутлать. Çĕнĕрен суйланакан депутат суйлавçăсен ыйтăвĕсене татса парассишĕн çине тăмалли çинчен каларĕ.
А.Г.Николаев космонавт Кавалти культура çуртĕнче Кавал ял Совет территорийĕнчи, "Путь Ильича", Мичурин ячĕллĕ колхозсенчи суйлавçăсемпе тĕл пулчĕ. Пур çĕрте те ĕçлĕ те ăшă, усăллă калаçусем пулчĕç.
РСФСР депутатне суйласан та Андриян Григорьевич пирĕн района тăтăшах килсе çỹретчĕ, суйлавçăсемпе тĕл пулса вĕсен наказĕсене пурнăçа кĕртес енĕпе мĕнле ĕçлени çинчен каласа паратчĕ.
Çакна палăртма кăмăллă, депутат пулнă май, Николаев космонавт района тĕрлĕ енлĕ пулăшу пачĕ. Чукул çул урлă каçса çỹремелли кĕпере те вăл пулăшнипех турăмăр. Çут çанталăк газне района илсе килессипе те нумай ĕçлерĕмĕр. Хуçалăхсен тĕп усадьбисене асфальт сарнă çулпа çыхăнтарасси вăл вăхăтра чи пысăк та яваплă задачăсенчен пĕри пулнă. Ку енĕпе районта 8 подрядлă организаци ĕçлетчĕ. Çул тума тиесе килекен вак чула эшелон-эшелонĕпе пушататтăмăр. Кашни çулах 20-шер килограметр тăршшĕ çул хываттăмăр. Тата ытти ĕçсем чылай пурнăçланă.
Унтанпа чылай вăхăт иртрĕ ĕнтĕ. Андриян Григорьевич Николаев космонавт район халăхĕшĕн ырă туни нихăçан та манăçа тухмĕ.
Питех те шел, кăçалхи июлĕн 3-мĕшĕнче, 75 çула кайса, Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕ, техника ăслăлăхĕсен кандидачĕ, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, авиаци генерал-майорĕ, СССР космонавт-летчикĕ Андриян Григорьевич Николаев пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ. Унтанпа паян шăп та лăп 40 кун çитрĕ. Вăхăт темĕн чухлĕ иртсен те унăн сумлă та пархатарлă ĕçĕ пирĕн район ĕçченĕсен асĕнчен нихăçан та тухас çук.
Н. ДМИТРИЕВА,
топсбыт директорĕ.