Хăйĕн мелĕ, илемĕ
o Çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрленсе
Хăйĕн мелĕ, илемĕ
Чăнк-чанк! Чăнк-чанк! Шăк-шак! Шак! Чанк! Ял тăрăх час-часах сарăлать мăлатук сасси. Кăçал Кĕлкешре кашни килĕрех газ валли хушма çуртсем турĕç, строительство ĕçĕсем малаллах пыраççĕ. Халичченхи çуртсене хăшĕсене палласа та илес çук, улшăнса, илемленсе пырать ял сăн-сăпачĕ. Акă мĕн патне илсе çитерчĕ газ кĕртесси. Пурин те ĕçлес килсе тăрать. Кашни килĕрех ăста строитель пурăнать. Ахальтен-и-ха пурте тенĕ пекех Мускав, тутар халăхĕсем валли чаплă çуртсем, коттеджсем тунă çĕре хутшăнса курнă. Пирĕн маçтăрсене унта питĕ хаклаççĕ, килĕштереççĕ иккен. Ял халăхĕ те, ачасем те, учительсем те пирĕн ĕçчен.
Кĕлкеш шкулĕнче те хĕрỹ ĕç пырать. Яланхиллех юсав тата строительство ĕçĕсем ăнăçлă иртеççĕ кунта. Кашни çулах хушма пỹлĕмсем çĕкленеççĕ: çĕнĕ путвал уйрăмĕсем тата ыттисем. Шкулта çĕнĕрен кабинетсем тăватпăр. Тĕпрен улăштарса экологи, информатика кабинечĕсем, спортзал, музей, хывăнса тăхăнмалли пỹлĕмсем çĕкленчĕç.
Тĕлĕнмелле япала вăл - вăхăт: самантлăха та чарăнмасть, малаллах чупать. Тин çеç шкул юбилейне ирттернĕччĕ, малашнехи плансене çирĕплетнĕччĕ. Унтанпа 3 çул иртрĕ те. Вăхăт çаплипех васкавăрлăн иртнĕн, чупнăн туйăнать. Анчах та ун чуппине эпир иртнĕ кунсен шучĕпе мар, пурнăçланă ĕçсем тăрăх виçетпĕр. Акă, сăмахран, хамăрах илер-ха: мĕн-мĕн тума ĕлкĕрмерĕ Кĕлкеш шкулĕ? Вĕренỹ çулне ăнăçлă вĕçлеме тăрăшнă, çуллахи каникулта тăван шкул хуçалăхне пулăшнă, çĕнĕ вĕренỹ çулне тивĕçлипе кĕтсе илме хатĕрленнĕ. Нимĕн тумасăр алă усса ларман.
Çак кунсенче пирĕн шкулта çĕнĕ вĕренỹ çулне мĕнле хатĕрленнине тĕрĕслес тĕллевпе районти комисси пулчĕ. Комисси членĕсем Кĕлкеш шкулĕн ĕçне тивĕçлипе хак пачĕç. Юсав, строительство, пахча ĕçĕсемпе кăмăллă пулчĕç. Шкул ачисен тата учительсен паха енĕ вăл - пуçаруллă, хăйсем тĕллĕн ĕçлеме тăрăшас туртăм пурри. Акă çулла ачасем шкул çумĕнчи ĕçпе кану лагерĕнче тăрăшрĕç. Ачасемпе учительсен çу тăршшĕпе черетлĕ практика тата ятарласа уйăрнă пайсем пур. Ку система хуçалăха, участоксене тирпейлĕ тытса паха продукци туса илме çав тери пулăшать, юсавпа строительство ĕçĕсене çỹллĕ шайра йĕркелеме укçа-тенкĕ парать.
Ĕçлемелли-тумалли вара татах та нумай. Пĕлỹ пухасси - тимлĕн те çине тăрса тумалли ĕç. Вĕренекенсене хăйсем тĕллĕн ĕçлеме хăнăхтарасси - шкулăн тĕп ыйтăвĕсенчен пĕри.
Кĕçех пирĕн шкул бази татах та çирĕпленĕ. Çĕнĕ теплицăна хута ярсан, столовăй хĕлле те ешĕл пахча çимĕçрен тулăх пулĕ. Хĕрсех пырать газ кĕртесси. Шкул патне газ пăрăхĕсене илсе пыма пуçланă. Çулĕ çывăхах та, ансат та мар. Çавăнпа та учительсемпе ачасен вăй хуни те кирлĕ пулать кунта. Алăпа чавмалли-тумалли чылай.
Пур ĕçе те ăнăçлă ертсе йĕркелесе пырать Ю.Данилов шкул директорĕ. Район Пухăвĕн депутачĕ пулнă май, вăл ял халăх ыйтăвĕсене те татса парать, шкулта та ĕлкĕрет. Тăрăшулăх тени мĕн пĕчĕкрен çирĕпленсе юлнинчен килет пулĕ. Ку тĕлĕшпе Даниловсен кил-йышĕнче ĕçрен пăрăнакан çук. Йĕри-тавра тирпей-илем, таса та хăтлă.
Палăртнă ĕмĕт-тĕллеве хамăр вăйпа кăна пурнăçлама ансат мар, паллах. Кун пек чухне спонсорсем, ырă çынсем пулăшаççĕ пире. Килĕштерсе, туслă пурăннине мĕн çиттĕр. Çитĕнỹсем ĕçе йĕркелесе, ачасене ертсе пыракан учительсенчен килет. Техслужащисем те нумай вăй хураççĕ. Ачасемшĕн пурте лайăх тĕслĕх. Çапла вара, эпир пĕтĕм шкул йышĕпе пĕрле строительсем те пулма ỹркенместпĕр, унсăрăн пĕлỹ ĕçĕ те малалла каймĕ. Çавăнпа та ĕнтĕ строительсен кунĕ тĕлне хамăрăн шкула çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрленнипе кĕтсе илтĕмĕр.
"Вĕреннĕ чух ĕçлесе пыр, ĕçленĕ чух вĕренсе пыр. Ĕçрен хăраман ăста пулнă", - тенĕ ваттисем. Питех те тĕрĕс сăмахсем. Манас марччĕ пирĕн вĕсене. Ăруран ăрăва куçса пытăр строительсен ĕçĕ. Вара ялĕ те çĕнелсе пырĕ.
С. КОРНИЛОВА,
обществăлла корреспондент.
Кĕлкеш ялĕ.